Комментари хушас

19 Çурла, 2025

Шупашкар иртнипе мăнаçланса пуласлăхшăн тăрăшать

Шупашкар çуралнă кунне паллă турĕ. Фестивальсен эстафетине Хĕрлĕ тÿремри концерт пĕтĕмлетрĕ.

Ирхи зарядкăран пуçларĕç те...

Йăлана кĕнĕ тăрăх — уяв кунĕ ирхи зарядкăран пуçланчĕ. Юрă уйне 3 пин те 500 çын тухрĕ. Пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов саламларĕç. Зарядка пĕр сехет ытла пычĕ. Унта çамрăксем те, аслă ăрури çынсем те хутшăнчĕç. Хăшĕ-пĕри çемйипех çитнĕ.

Зарядкăна Раççей спорт мастерĕ Алексей Германов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чирлидинг енĕпе пĕрлештернĕ командин ертÿçи Екатерина Коршунова, Чăваш Енри фитнес-аэробика федерацийĕн ертÿçи Оксана Вербина, кикбоксинг енĕпе тĕнче чемпионĕ Алексей Соловьев ертсе пычĕç. «Шел те, самбо енĕпе ултă хут тĕнче чемпионĕ пулнă Вячеслав Василевский зарядкăна çитеймерĕ. Вăл «Чемпионсен Кубокне» ĕлкĕретех», — терĕ Алексей Соловьев.

Шупашкар хула кунĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Хĕрлĕ тÿремре çемье фестивалĕ пулчĕ. Унта хутшăнакансем пултарулăх енĕпе тата спорт тупăшăвĕсенче ăмăртрĕç. Çемьесем тĕплĕ хатĕрленнĕ: ушкăн ятне, девизне шухăшласа кăларнă. Командăсем юрларĕç, ташларĕç, сценкăсем кăтартрĕç.

«Конкурса ачасемпе хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. Вăхăт иртĕ те вĕсем ÿсĕç, анчах та Хула кунĕнче Хĕрлĕ тÿремре ашшĕ-амшĕпе пĕрле фестивале хутшăннине асра тытĕç», — терĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Унсăр пуçне вăл «Ачана шкула пуçтар» акципе килĕшÿллĕн ятарлă çар операцийĕнчи салтаксен ачисене саламларĕ, шкул хатĕрĕсем тултарнă портфельсем парнелерĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева пултарулăх тапхăрĕн çĕнтерÿçисене — Васильевсен çемйине — сертификатпа чысларĕ. Владимир Доброхотов спорт ăмăртăвĕнче чи çивĕч пулнисене — Александровсен çемйине — саламларĕ.

Шăматкунпа вырсарникун Шупашкар, чăннипех те, спортпа туслă пулнине ĕнентерчĕ. Юрă уйăĕнче «Патриотсен ăмăртăвĕпе» «Чемпионсен Кубокĕ» иртрĕç. Иртен-çÿрен тренажерсем çинче хăйĕн вăйне тĕрĕслеме пултарчĕ. Кунтах экшн-спортпа урам культурин «Урам классики» фестиваль пулчĕ. Унта хутшăнакансем скейтпа тата самокатпа ярăнса ăмăртрĕç, брейк тата хип-хоп ташларĕç, граффити ÿкерчĕç. Граффитистсем ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç: кашниех хăйне урам ÿнерçи пек туйма пултарчĕ.

«Çакнашкал мероприятисем ашшĕ-амăшне ачисен кăсăкланăвĕпе паллашма май параççĕ. Скейтбордингпа велобайк тупăшăвĕ хĕрÿ иртрĕ», — терĕç куракансем.

…«Иванушки International» ушкăнпа юрласа савăнчĕç

Мускав çыранĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенчи лару-тăру хуçаланчĕ. Шăматкун каçхине дефиле иртрĕ, вырсарникун сцена çинчен джаз кĕвви янăрарĕ. Çумăр çуни те куракансене хăратмарĕ.

Вырсарникун Хĕрлĕ тÿремре «Юрлакан фонтансен хули» вокал конкурсне хутшăнакансен гала-концерчĕ пулчĕ. Кăçал ăна Раççейри Тăван çĕршыва хÿтĕлекен çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă. Тăваттăмĕш хут иртнĕ конкурсра 30 юрăç çĕнтерчĕ. Вĕсене пурне те I степень лауреат дипломĕпе чысларĕç. Чăваш академи драма театрĕн айккинче Ăстасен хули уçăлчĕ. Хула çыннисемпе хăнасем ал ĕç ăстисен тăрăшулăхне пысăк хак пачĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне — утăм» проект ăнăçлă пурнăçланать. Çакна Хула кунĕнче курса ĕненме май пулчĕ.

«Пысăк ушкăнпа эрнере 2-3 хут çула тухатпăр. Больница сайтне кĕрсе пирĕн графикпе паллашакан та пур. Тухтăрсемпе тĕл пулассишĕнех Хĕрлĕ тÿреме çитекенсемпе паллашрăм. Чылайăшĕ Татьяна Маркелова эндокринологпа курса калаçасшăн. Пациентсем сывлăха тĕрĕслеттересшĕн пулни савăнтарать. Аслă ăрурисем кăна мар, çамрăксем те экспресс-анализ тума, унăн пĕтĕмлетĕвне пĕлме васкаççĕ», — каласа кăтартрĕ Шупашкарти тĕп хула больницин пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ Галина Новикова.

Тухтăрсен палатки умĕнче, чăннипех те, вăрăм черетчĕ. Унта хулара пурăнакансем кăна мар, хăнасем те тăчĕç. Акă Николайпа Евгений Мускавран Шупашкар хула кунне курма çитнĕ.

«Сывлăх патне — утăм» проект пирки пуçласа илтрĕмĕр. Тухтăрсемпе тÿлевсĕрех канашлама май пурри илĕртрĕ. Ĕçе пула больницăсене сайра çÿретпĕр. Кунта вара канма та, сывлăха та тĕрĕслеттерме те май пур иккен», — терĕç хăнасем.

Каç кÿлĕм сцена çине «Катюша» çар ушкăнĕ тухрĕ. Пĕрремĕш ретре — ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем. Тĕп уяв сцени çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий хăпарчĕç.

«Чи малтанах эпир илемлĕ çак хулана никĕсленĕ, аталантарнă йăхташăмăрсемпе мăнаçланатпăр. Чăваш Ен тĕп хулинче пулса иртекен улшăнусемпе савăнатпăр. Шупашкар — Ĕç мухтавĕн хули. Вăл çак ята чыслăн тата тивĕçлĕн тытса пырать. Шухăшсемпе эпир çĕршыв чиккине пăшалпа хÿтĕлекен ентешсемпе пĕрле.

Пĕлтĕр «Атăл» стадион уçрăмăр. Вăл Раççей тата республика шайĕнчи ăмăртусене йышăнать. Çак кунсенче унта «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекс нормативĕсене пурнăçлас текен çемьесем пухăнчĕç.

Шансах тăратăп, пĕрле эпир плансене пурнăçа кĕртĕпĕр, йывăрлăхсене те пĕрлех парăнтарса хăюллăн малалла утăпăр», — пĕтĕмлетрĕ Олег Алексеевич.

Уяв «Иванушки International» ушкăн концерчĕпе вĕçленчĕ. Куракансем вĕсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç, телейлисем сăн та ÿкерĕнчĕç.

www.hypar.ru