«Чĕкеç» фестиваль наци театрĕсене пухĕ
Чăваш Республики кăçал та тĕрлĕ наци культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕрлештерекен лапам пулса тăрĕ. 2025 çулхи чÿк уйăхĕн 11-16-мĕшĕсенче Вера Кузьмина ячĕллĕ пĕтĕм тĕнчеринаци театрĕсен «Чĕкеç» II фестивалĕ иртĕ.
Пуçласа фестивале икĕ çул каялла К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн пуçарăвĕпе СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата ют çĕршыври 7 театрти 100 ытла артист хутшăннă унта.
СССР халăх артистки, «Ылтăн маска» театр премийĕн лауреачĕ Вера Кузьмина чăваш сцени çине 74 çул тухнă, 100 ытла роль калăпланă, вĕсем пĕрре мар фестивальсемпе конкурссенче çĕнтернĕ.
Кăçал фестиваль 12 спектакльпе паллаштарĕ. Шупашкара Пушкăрт, Калмăк, Якут, Мари, Бурят, Мордови, Алтай тата Коми Республикисенчен сцена ăстисем килĕç.
Куракансене «Чĕкеç» фестиваль тĕрлĕ халăх чĕлхипе, йăли-йĕркипе, юрри-кĕввипе киленме май парать, театр ĕçченĕсене вара пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашса наци театрĕсем мĕнле аталаннине тишкерме, хăйсен çулне палăртма пулăшать.