Чăваш хĕрарăмĕ 33 (1413) № 11.09.2025
Çĕпĕр чăвашĕсем патĕнче – хăнара
Тухăç Çĕпĕре экспедицие пыма пире Новосибирскран килнĕ тĕпчевçĕ Екатерина Исмагилова [Жимулева] чĕннĕччĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче Шупашкара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттернĕ конференцие хутшăннăччĕ. Екатерина Игоревна — искусствоведени кандидачĕ, Раççей наукăсен академийĕн Çĕпĕр уйрăмĕнчи Филологи институчĕн Çĕпĕр халăхĕсен фольклор секторĕн ăслăлăх аслă сотрудникĕ. Екатерина Исмагилова чĕннипе эпир, хĕрĕмпе иксĕмĕр, инçе çула тухрăмăр.
Бирюса хĕрринчи Джогино Икĕ талăк кайнă хыççăн Новосибирска çитрĕмĕр. Унта Мускав вăхăчĕпе танлаштарсан 4 сехет маларах. Пире Екатерина Игоревна вокзала пырса кĕтсе илчĕ. Вĕсем патĕнче эпир Академгородокра 5 кун пурăнтăмăр. Кашни кун ăçта каймаллине, мĕн-мĕн ĕçлемеллине вăл график туса палăртнăччĕ. Раççейри Наукăсен академийĕн Çĕпĕрти уйрăмĕн Филологи институтне ĕçпе кайса куртăмăр. Унти филологсем, музыковедсем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ăслăлăх кĕнекисемпе паллашрăмăр. «Фольклор автохтонных и переселенческих традиций народов Поволжья в современных записях и исторической динамике интерактивный атлас звучащих текстов» мегагрант проектне ăнăçлă пурнăçлас енĕпе çыхăннă калаçу пулчĕ. Çĕпĕре экспедицие шăпах çак проектпа ĕçлеме кайрăм. Унсăр пуçне эпир — Новосибирскри Филологи институчĕн, Новосибирскри патшалăх консерваторийĕн тата Чăваш Ен тĕпчевçисем — «Памятники народов Сибири и Дальнего Востока» серипе «Çĕпĕрти чăвашсен фольклорĕ» кĕнеке хатĕрлетпĕр. Новосибирскри Филологи институтĕнче, Екатерина Исмагилова пӳлĕмĕнче, чăваш халăхĕпе, культурипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсен ятарлă çӳлĕкĕ пур. Екатерина Игоревна Çĕпĕрте тата Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Камчаткăра пурăнакан тĕрлĕ халăх, çав шутрах чăвашсем, патне те экспедицие çӳрет. Вĕсен культурипе, музыкипе кăсăкланать, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем çырать. Иркутск облаçĕнчи Тайшет районĕнчи ялсене çитес тесе пуйăспа пĕр талăк кайрăмăр. Чăвашла калаçнине те илтме тӳр килчĕ унта. Чăваш Енре пурăнаканскерсем тăванĕсем патне Красноярск тăрăхне каяççĕ иккен. Ют çĕрте тăван чĕлхепе калаçни савăнтарчĕ. Тайшет хулинче пире Андрей Васильев кĕтсе илчĕ. Вăл — чăвашсем пурăнакан Джогино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Эпир унăн машинипе асăннă яла çул тытрăмăр. Асфальт çул хуларан тухсанах вĕçленчĕ. Çĕпĕрте çут çанталăк питĕ хитре. Ялсем витĕр иртсе пынăран çакна асăрхарăм: чăваш арçыннисен аллисем ылтăн пулни çурт сăн-сăпатĕнчен палăрать. Тĕрĕпе эрешленĕскерсем таврана илем кӳреççĕ. Джогино ялĕ Бирюса шывĕн çӳллĕ çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Унта 183 кил. Ытларах чăвашсем пурăнаççĕ. Çĕпĕрти нумай юхан шыв пекех Бирюса сарлака, тулли шывлă. Шăнкăртатса юхса выртать. Çыран хĕрринче — кимĕсем. Ӳркенменнисем пулă тытаççĕ. Шӳпке, кӳтеме /хариус/ çакланать иккен. Пире хариуспа сăйларĕç, тутлă. Çыран тепĕр енче — улăх. Джогино тĕлĕнче пысăк утрав пур. Çуркунне лашасене çу каçма çыран тепĕр енне, утрав çине, каçараççĕ. Пире вăхăтлăха чăваш сăмахлăхĕн ăстин Нина Сергеевăн çуртне вырнаçтарчĕç. Вăл нумай пулмасть çут тĕнчерен уйрăлнă. Çуртне ывăлĕ Александр Михайлович пăхса тăрать. Нина Еремеевнăн ашшĕ Еремей Васильев Тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă, тыткăнра пулнă, унтан чирлесе таврăннă. Вăл вăрçа Чăваш Енрен мобилизациленнĕ. Çĕпĕре пурăнма каярахпа, мăшăрĕ вилсен, кайнă. Унта тепре авланнă. Виçĕ ывăлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Нина Еремеевна чăваш юррисем юрлама ăста пулнă. Ял çыннисем ăна маларах видео ӳкернĕ. Çапла «паллашрăмăр» пултаруллă хĕрарăмпа. «Вутă шырама килнĕ» Çĕпĕрте çуртсене вутăпа хутаççĕ, унта газ çук. Ял урамĕсем ирĕклĕ. Çуртсем çумĕпе хăма сарнă çул иртет — асфальт вырăнне. Вĕсем тап-таса, тин çунă пек. Тирпейлĕ, ирĕк. Ял тайга варринче ларать. Джогинăра аслă ăру çыннисем патне çитсе курас терĕмĕр. Чи малтан Александра Егорова патĕнче пултăмăр. Вăл 1935 çулта çак ялта çуралнă. Ывăлĕпе Евгенипе пурăнать. Хальхи вăхăтра Евгений Вениаминович чăвашла «анне» текенни ялта пĕр çын. Вăл икĕ вăрçăра пулнă: Афганра тата Чечняра разведка взводĕнче хĕсметре тăнă. Арçын кил-çуртне тирпейлĕ тытать. Картиш тулли вутă хатĕрленĕ. Хăй чăвашла лайăх калаçать — итлеме кăмăллă. Пулă тытать, амăшне пăхать. Александра Терентьевнăн амăшĕ Пойма ялĕнчен пулнă. Унта чăвашсем пурăннă. Эпир Егоровсем патĕнче чухне Вероника Визе /Игнатьева/ пырса кĕчĕ. Вăл — культура ĕçченĕ. Унăн амăшĕ 1965 çулта Комсомольски районĕнчи Явăш ялĕнчен Çĕпĕре куçса кайнă. Вероника Визе палăртнă тăрăх, Джогино ялне малтан Волконское тенĕ. Кайран темле Джогин килсен яла ун ятне панă. Джогинăна ытларах Комсомольски районне кĕрекен Явăшран, Вăрманхĕрри Чурачăкран, Аслă Çĕрпӳелтен тата Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвар ялĕнчен чăвашсем куçса кайнă. «Вутă шырама килнĕ», — тесе ăнлантараççĕ çак сăлтава. Валентина Ковалева патĕнче те пултăмăр. Вăл 1957 çулта Волнистое ялĕнче çуралнă. «Кукаçипе кукамай Чăвашран лайăх вырăн шыраса килнĕ кунта. «Çĕпĕрте йывăç çинче икерчĕ ӳсет», — тенĕ шахвăртса», — кăмăллăн калаçрĕ Валентина Демьяновна. Джогинăра «Шур чечек» фольклор ушкăнĕ пур. Вĕсем чăваш юррисене шăрантараççĕ, çи-пуçĕ те чăвашла. Анна Доброва 1938 çулта çуралнă. Мăшăрĕпе 5 ывăл çуратса ӳстернĕ. «Малтан ялта 65 кил çеç пулнă, — терĕ вăл. — Манăн асатте ялта пĕртен-пĕр вырăс пулнă, ыттисем — чăваш. Вăл Саратовран куçса килнĕ. Асатте пире чăвашла калаçтарасшăн пулман. Эпир ытти ача-пăчапа хутшăнса чăвашла вĕреннĕ. Саратовран мĕншĕн куçса килнине ыйтсан: «За свой длинный язык», — тетчĕ асатте. Урăх нимĕн те каламастчĕ». Джогино ялĕн икĕ хутлă хăтлă шкулне кĕрсе куртăмăр. Шкул директорĕ — Михаил Елтратов, чăваш. Вăл — истори учителĕ. Унăн кукамăшĕ Агафья Юдина Тутарстанри Теччĕ районĕнчен 1914 çулта Çĕпĕре куçса кайнă. Шкулта 96 ача вĕренет, 17 учитель ĕçлет. Шкул умĕнче хăмаран сарнă лапам пур. Асфальт таврашĕ çук. Урай сарнă пек — пĕтĕмпе шап-шурă хăмаран. Унта линейкăсем иртеççĕ. Эпир çавăн пекех ялти чи ватă çын Евгения Исхакова патĕнче пултăмăр. Вăл пире «Хур кайăксем вĕçеç картипе» салтак юрри юрласа пачĕ: Хур кайăксем каяç картипе — «Кайри — мала!» — тесе ан калăр. Эпир кунтан тухса кайсассăн Усал кайрĕ тесе ан калăр… «Нумай пĕлеттĕм. Халĕ манса пĕтнĕ. Çапла юрласа йĕретчĕç çынсем ун чухне. Вăрçă вăхăтĕнче сĕре хурлăхлă юрлатчĕç… Салтаксене лашапа ăсататтăмăр. Вĕсене урăх кураймарăмăр. Кайрĕç те пурте вилсе пĕтрĕç. Çĕрле самолетсем çап-çутă çутатса анăçалла вĕçетчĕç», — аса илчĕ Евгения Павловна. <...>
Елена ЕРМИЛОВА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Шупашкар хули.
♦ ♦ ♦
Алина КАЛИКОВА: «Пурнăçа ача куçĕпе тĕпчетĕп»
Чăваш Ен профессиллĕ театрсемпе, ӳстермесĕр калар, чăннипех пуян.
Пысăках мар республикăра вĕсем пирĕн — пиллĕк. Кĕçĕн çулти ачасен ăс-тăнне аталантарас, пĕлĕвне ӳстерес, тавра курăмне анлăлатас енĕпе, паллах, Пукане театрĕ пĕрремĕш вырăнта тăрать. Эпĕ, Шупашкарти 1-мĕш вăтам шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентекен учительница, вĕренекенсене час-часах тĕп хулари Президент бульварĕнчи асам керменне илсе çӳретĕп. Мĕнле кăна асамçă çук кунта! Пĕрне тепринчен уйăраймăн. Вулакансене эпĕ Алина Каликова артистка çинчен каласа кăтартасшăн. Вăл — чăваш культурипе искусствине сăнĕпе те, сцена çинчи ăсталăхĕпе те илемлетекен пултаруллă хĕрарăм. Театроведсемпе чăваш культурине çутатакан журналистсем унăн сăнарне яланах çутă сăрăсемпе илемлетеççĕ. «Чăваш Енри сцена ахахĕ», «Чи илемлĕ Юр пике», «Уйăхпи вăл пур чăвашшăн, Салампи те Пинерпи» — çакăн йышши эпитетсене вĕçĕмсĕрех тăсма пулать Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Алина Каликова çинчен калаçнă чухне. Ачасем çав тери килĕштерекен артистка çутă тĕнчене Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнче 1968 çулхи пĕр илемлĕ кĕрхи кун килнĕ. Пĕчĕкренех юрă-ташăра ăста пулнăран-ши е Надежда Павловăпа Мая Плисецкая хусканăвĕсем канăç паманран 1987 çулта вăл Чăваш культурăпа çут ĕç училищин «Хореографи коллективĕн ертӳçи» специальноç дипломĕпе пурнăçăн анлă çулне такăрлатма тытăннă. Ташăçă пулмалла пек ĕнтĕ, анчах Вера Голубева артистка калăпланă сăнарсем Алина пуçне çивĕччĕнех пăраланă курăнать. 1989 çулта вăл Чăваш патшалăх пукане театрĕн алăкне пырса уçнă та унтах тарăн тымар янă. Алина Ивановна паянхи кунчченех çавăнта тăрăшать. Пукане театрĕн сцени çинче Алина Каликова 30 çул ĕçлесе 130 ытла спектакльте 200-е яхăн роль калăпланă! Пĕчĕк куракансене мĕн чухлĕ телей парнеленĕ, тыткăнланă. Çакна ĕçченлĕхсĕр, ырă кăмăлсăр, талантсăр ниепле те тăваймăн. Унăн сăпайлăхĕ çинчен те вĕçĕмсĕр çырма пулать. Вăл чăнласах та Пукане театрĕнче ĕçлемелли артистка пулса çуралнă темелле. Кашни роле чĕре витĕр кăларнăран-ши вăл калăпланă сăнарсене Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Саратов, Чĕмпĕр, Самар тăрăхĕсенчи ачасем те хапăлласа кĕтсе илнĕ. Унăн асра юлнă спектаклĕсене палăртар-ха: «Итлемен чăх чĕппи», «Уйăх çинчи хĕр», «Чи пысăк юлташ», «Компьютер шăшийĕ», «Сарпике», «Шупашкар юмахĕ»… Юр пике рольне вара Алина Каликова 30 çул /!/ ытла калăпланă. Уильям Шекспирăн «Лир Король» спектакльте вăл тĕп рольсенчен пĕрне вылять. Калас пулать, çак постановка «Ылтăн маска» театр премийĕн лауреачĕ пулса тăнă. Паллах, ку çитĕнӳре унăн тӳпи те вышкайсăр пысăк. Элĕк хĕрĕ Чăваш патшалăх пукане театрĕн пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле регионсен хушшинчи тата Раççей шайĕнчи фестивальсемпе конкурссене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Хĕрӳ чĕреллĕскер çитĕнӳсемпе лăпланса лармасть. Вăл яланах çĕнни, кăсăкли шырать. Юлашки вăхăтра сывлăх енчен хавшак ачасене пулăшассипе нумай ĕçлет: вĕсене спектакльсем лартма пулăшать, фестивальсене хутшăнать. Хастар артистка ячĕпе рифмăллă йĕркесем те çуралчĕç: Пăрчăкан евĕр шав вĕçетĕн Çак шавлă пурнăç çийĕпе! Вылявупа эс илĕртетĕн Салампи пек пуканепе!.. Калас шухăша Театр ĕçченĕсен союзĕн çум председателĕн Зоя Яковлевăн сăмахĕпе вĕçлес килет: çак илемлĕ, çаврăнăçуллă, тирпейлĕ, пултаруллă артистка çамрăк ĕçтешĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тĕслĕх вырăнĕнче. Уншăн пĕрремĕшле е иккĕмĕшле роль çук. Виçĕ сăмахлă сăнар та тĕп роль шутланать. Вăл чăннипех те Чăваш сцена искусствин мерченĕ. <...>
Светлана РАЗУМОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...