Комментари хушас

13 Авăн, 2025

Суйлав кӑсӑклӑ самантсемсӗр иртмест

Суйлавӑн иккӗмӗш кунӗ Общество сӑнавӗн центрӗнче муниципалитетсемпе йӗркеленӗ видеоконференцирен пуҫланчӗ.

Элӗк, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Красноармейски, Канаш округӗсен представителӗсем суйлав еплерех иртни пирки каласа кӑтартрӗҫ, кӑсӑклӑ самантсемпе паллаштарчӗҫ.

Красноармейски округӗн пӗр суйлав участокне, сӑмахран, пуринчен малтан кушак пырса кӗнӗ. Ҫапла майпа вӑл интернет "ҫӑлтӑрӗ" пулса тӑнӑ. Ку муниципалитетра дистанци мелӗпе сасӑлакансем валли вай-фай пур. Мобильлӗ ҫыхӑнупа йывӑрлӑхсем тухни чӑрмав пулса тӑмасть. Сасӑлава пуҫласа хутшӑнакансене вара сувенирпа хавхалантараҫҫӗ.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи пӗр участокра суйлавҫӑсене илемлӗ ҫемҫе упа кӗтсе илет.

Канаш округӗнче пурӗ – 75 суйлав участокӗ. Сасӑлама пыракан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫывӑх ҫыннисене уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ, чечек ҫыххи парнелеҫҫӗ. Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне суйлав комиссийӗн членӗсем килех пыраҫҫӗ. Участока ҫитекен сусӑрсем валли те условисем пур, вӗсене суйлав участокӗнче ӗҫлекенсем те пулӑшаҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче пурӗ 25 505 ҫын сасӑлава хутшӑнмалла. Ҫак самант тӗлне 8 901 ҫын сасӑланӑ. Ытларахӑшӗ – дистанци мелӗпе. Кунти пӗр участока наци тумӗллӗ нумай ачаллӑ ҫемье ҫитнине те пӗлтерчӗҫ округ представителӗсем.

Пӗтӗмӗшле илсен, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулман, суйлав штатлӑ режимра иртет.

www.hypar.ru Нина Царыгина тата Валентина Багадерова сӑн ӳкерчӗкӗсем 

Теги: