Хыпар 68 (28385) № 12.09.2025
Стройкăна тăсса яма ирĕк çук
Министрсен Кабинечĕн юнкун Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пĕр саккун проектне, патшалăхăн темиçе программине улшăнусем кĕртессине тишкерчĕç, Правительствăн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕç.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова креативлă индустрисене аталантарасси çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Сăмах ăс-хакăлпа, пултарулăхпа çыхăннă ĕç-хĕл çинчен пырать. Унăн çĕршывăн шалти продуктĕнчи тӳпи пĕлтĕр 4,1% танлашнă — 7,5 триллион тенкĕлĕх. Çакнашкал ĕç-хĕл шутĕнчи чылай индустри юлашки вăхăтра пысăк ӳсĕмпе палăрать. Раççей шайĕнче креативлисен шутне кĕрекен ĕçсен списокне çирĕплетнĕ — пĕтĕмпе 16 индустри. Программа тивĕçтерĕвĕ, рекламăпа пиар, киленӳпе кану ĕç-хĕлĕ тата ытти те — республикăра çак сферăра 2,2 пин ытла организаципе предприниматель ĕçлет. Хăйсем тĕллĕн вăй хуракансене шута илмесĕр. Ĕçлекенсен пĕтĕмĕшле йышĕ 5,8 пин çынпа танлашать. Отрасль пĕлтĕр тӳленĕ налуксен калăпăшĕ 2,5 миллиард тенке çитнĕ. Саккун отрасле патшалăх енчен пулăшассине палăртать — çакă ăна малалла аталантарма май парĕ. Лариса Анатольевна Раççей шайĕнче креативлă индустрин 2036 çулчченхи аталанăвĕн стратегине хатĕрлес ĕç пыни çинчен каларĕ. Çав документа йышăнсанах республика шайĕнче те уйрăм стратеги хатĕрлемелле. Цифра трансформацийĕн центрне республика бюджетĕнчен «Перекетлĕ пуçару» конкурс ирттерме субсиди парас ыйтупа цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов сăмах илчĕ. Конкурс организацисене перекетлĕ пулмашкăн хавхалантарма кирлĕ. Çак тупăшăва темиçе çул йĕркелеççĕ ĕнтĕ — 31 проект çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Вĕсем перекетленĕ ĕç вăхăчĕн сехечĕсем вун-вун пинпе танлашаççĕ. Министр ăнăçлă тĕслĕхсене пайăррăн асăнчĕ. Патăрьелте, сăмахран, социаллă хӳтлĕх центрĕ нумай функциллĕ краватьсем, ытти хатĕр туянса пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатнă. Канашри медицина центрĕнче вара юн тымарĕсене визуализацилемелли аппарат илнĕ. Çакă юн илнĕ чухне юн тымарне шыраса нушаланассинчен хăтарать, пациентăн юн илнĕ вырăнта гематома та пулмасть. Çав вăхăтрах, паллах, медиксен ĕçĕ те хăвăртланать. Грантăн чи пысăк виçи 1,5 миллион тенкĕпе танлашать. 2025 çул валли 14 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çак виçен пысăк пайĕ — «Росатом» патшалăх корпорацийĕн укçи. «Интереслĕ тата тĕрĕс çул-йĕр — пирĕн ĕç тухăçлăхне ӳстермелле», — терĕ кун пирки Сергей Артамонов. Республика коммуналлă инфратытăма çĕнетмелли программăпа килĕшӳллĕн иртнĕ çулсенче нумай ĕç, чылай об±ект тунă. Анчах хута яни кăна çителĕксĕр, вĕсене кирлĕ пек пăхса тăмалла. Строительство министрĕ Владимир Максимов организацисене коммуналлă техника, оборудовани туянма пулăшасси асăннă программăри çĕнĕ йĕрке пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май бюджетра хушма укçа — 92 миллион тенкĕ — пăхса хăвармалла. Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли программăна кĕртмелли улшăнусем республикăра тунă 9 ФАПран перекетленнĕ укçана пырса тивеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова çав 14 миллион тенке Муркашри поликлиника строительстви валли ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Палăртни вырăнлă: поликлиника хакĕ 239 миллион тенкĕрен кăшт иртет. Çав шутра 102 миллион ытларах — федераци, 136,5 миллион — республика бюджечĕсен тӳпи. Хайхи 14 миллион тенке хывсан, министр палăртнă тăрăх, строительство тĕлĕшпе регион çине лекекен тиев те асăннă виçелĕх чакать-мĕн — кун пирки Мускавпа калаçса татăлнă. Сергей Артамонов вара об±ектри ĕçсемпе кăсăкланчĕ — ку енĕпе çивĕчлĕх пурри вăрттăнлăх мар. Лариса Владимировна контракта çу уйăхĕнче кăна тунине аса илтернĕ май строительсем поликлиника стенисене хăпартса пĕтернине палăртрĕ. Вăраха ямасăр тăрă айне кĕртесшĕн. Çапах ĕçсем графикран 4-5 эрне юлса пыраççĕ. «Çине тăрса ĕçлесен хăваласа çитес шанăç пур», — терĕ министр. Сиплев çуртне кăçал туса пĕтермелле. «Объект питĕ пĕлтерĕшлĕскер — пирĕн ĕçсене тăсса яма ирĕк çук. Подрядчик йĕркеллĕскер пек. Лайăх çанталăкпа туллин усă курмалла — хĕле кĕрсе кайсан йывăр пулĕ», – терĕ Сергей Артамонов поликлиника тăррине хальтерех тума тăрăшмаллине палăртса. Унтан вара шалти ĕçсене пурнăçлама та нимĕн те чăрмантармĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çынсем çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ…
Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене пулăшмалли мерăсем, çут çанталăка варалакан сăлтавсем, сиплев учрежденийĕсене упраса хăварасси… Хальхинче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне йышăнăва килнĕ граждансем çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç.
Тĕпрен илсен, йышăну кунĕнче экологи ыйтăвĕсене тишкерессине нумай вăхăт уйăрчĕç. Акă Муркаш округĕн çынни Мăн Сĕнтĕр ялĕнче тасатакан сооруженисем ĕçлеменни, тавралăх вараланни пирки пĕлтерчĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов /вăл та мероприятие хутшăнчĕ/ пĕлтернĕ тăрăх, министерство специалисчĕсем вырăна тухса фото тата видео ӳкернĕ, тĕпчев материалĕсене çут çанталăка сыхлакан прокуратурăна панă. Вĕсем Росприроднадзорпа пĕрле тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç. Вера Федорова Сăр шывĕ типсе пыни, ăна курăк пусса илни пирки каласа кăтартрĕ. «Унччен юхан шыв шарласа юхатчĕ. Ун тăрăх пăрахутсем çӳренĕ, пысăк пулăсем ĕрченĕ. Халĕ вара… Çавăнпа та сирĕнтен пулăшу ыйтасшăн: Сăр шывне, тархасшăн, тимлĕх уйăрăр», — терĕ вăл. Алла Салаева Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Раççей шывĕ» проект пирки аса илтерчĕ. «Пĕчĕк юхан шывсем пирки, çак шутра Сăр та, калас тăк… Хальхи вăхăтра вĕсене упрассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яваççĕ», — терĕ Алла Леонидовна. Сăмах май, 2023-2024 çулсенче «Экологи» наци проекчĕн тытăмĕнчи «Хăйне евĕрлĕ шыв об±екчĕсене сыхласси» проектпа килĕшӳллĕн Сăр шывĕн Етĕрне хули патĕнчи 800 метра яхăн сыпăкне тасатнă. «Вера Сергеевна тата Шупашкар хулинчи Вăрман урамĕнчи çула йĕркене кĕртме ыйтрĕ. Унта, тĕпрен илсен, ытларах пенсионерсем пурăнаççĕ. Вĕсене хăйсен вăйĕпе çул сарма йывăрри куçкĕрет. Пулăшма тăрăшатăп», — шантарчĕ Алла Леонидовна. Етĕрне округĕнчи Мăн Явăшра пурăнакансем, ялти пĕтĕмĕшле врач практикин офисне хупассине илтсе пăшăрханса ӳкнĕскерсем, Алла Салаева патне пысăк делегаци янă. Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Мăн Явăш çыннисене Етĕрне районĕн К.В.Волков ячĕллĕ тĕп больницинче, çемье офисĕнче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех яла сиплев учрежденийĕ çирĕплетнĕ йĕркепе «Куçса çӳрекен фельдшер-акушер пункчĕ» комплекс пырать. Мăн Явăш ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне медицина оборудованийĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Вăл 355 çын сывлăхĕшĕн яваплă. Пациентсене участок врачĕ тунтикун тата кĕçнерникун йышăнать. Ытти кун ун патне кĕрес текенсен районăн тĕп больницин поликлиникине каймалла. Килтен тухса çӳрейменнисем патне тухтăрсен бригадисем хăйсем каяççĕ. «Ял аталанса пырать. Çавна май офиса хупассипе çыхăннă ыйту пулма пултараймасть. Çитес вăхăтра Етĕрне районĕн тĕп больници центра медицина ĕçченĕсемпе вăйлатма палăртнă», — терĕ Алла Салаева. Юрий Степанов 43 çул строительство отраслĕнче ĕçленĕ, Шупашкарти Строительсен больницине, Çурçĕр поликлиникине, «Çеçпĕл» кинотеатра тума хутшăннă, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Сывлăхĕ хавшаса пынине туякан пенсионер вăрçă ветеранĕсен госпиталĕнче сипленесшĕн, Алла Салаевăран унта вырнаçтарма пулăшу ыйтрĕ. «Сиплев учрежденийĕ ятарлă ушкăнри пациентсене кăна йышăннăран ку ыйтăва Юрий Степанов майлă татса пама çук. Анчах та ĕç ветеранне санаторире канмалли путевка илме пулăшма пултаратăп», — терĕ депутат. Алла Салаевăпа пĕрле граждансене унăн вĕренекенĕ — «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакан ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Илья Абаськин — йышăнчĕ. Илья Ильич — Хĕрлĕ Чутай округĕнчен, Украинăра неонацистсем пуç çĕклесен хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен ретне тăнă. Служба çулне штурмовикрен пуçланă, каярахпа артиллери разведкин командирĕ пулса тăнă. Юлашкинчен штурм взводне ертсе пыма пуçланă. Ентеше IV степень Георгий хĕресĕпе, «Паттăрлăхшăн», II степень «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», Суворов тата Жуков медалĕсемпе наградăланă. Сержант 2024 çулта йывăр аманнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Сурансем канăç памасан та Илья Ильич килте ларасшăн мар, «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнса тивĕçлĕ пĕлӳ илнĕ хыççăн кун-çулне граждан службипе çыхăнтарасшăн. Сăмах май, ку проект патшалăх ветерансене хисепленине, вĕсен тава тивĕçлĕ ĕçĕсене пысăка хунине, граждансен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнине кăтартакан тухăçлă вĕрентӳ программи шутланать. Мероприятие çавăн пекех Çут çанталăк ресурсĕсен тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисен, Çар комиссариачĕн, «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд представителĕсем хутшăнчĕç. Алла Салаева вĕсене пĕрлехи тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Тимлĕхе ан çухатăр
Кунсерен транспорт полицийĕн ĕçченĕсем транспорт инфратытăмĕн обČекчĕсенче — автовокзалсенче, аэропортра тата чукун çул станцийĕсенче — хăрушсăрлăха тимлеççĕ. 2025 çулăн пĕрремĕш çурринче кăна йĕркене пăснă 1,1 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ. ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анастасия Мешкова пассажирсем ултав серепине лекесрен асăрханмалли темиçе сĕнӳ пачĕ, çавăн пекех транспортра япала çухалсан ăçта тата кам патне пымаллине ăнлантарчĕ.
— Ытти транспорт объекчĕсемпе танлаштарсан чукун çул çинче йĕркене пăснă вун-вун тĕслĕх тĕл пулать, – терĕ вăл.
— Тĕп сăлтавĕ — çынсен тимсĕрлĕхĕ. Пуйăсра ют çыннăн япалине вăрласси уйрăмах анлă сарăлнă. Укçа-тенкĕ, телефон, документ тата ытти пурлăх çухалать. Темшĕн тата пассажирсем патшалăх пурлăхĕпе те тирпейсĕр усă кураççĕ. Подстаканниксем, утиялсем илсе тухаççĕ. Çакă билет хакне кĕрет тесе шухăшлаççĕ-ши? Ан манăр: куншăн административлă тата уголовлă яваплăх кĕтет. Яваплăх çирĕплĕхĕ сиен виçинчен тата лару-тăруран килет. Преступление мĕн вăхăтра уçса парасси те тĕрлĕрен пулать. Калăпăр, пуйăсра çухалнă кĕсье телефонĕ çав самантрах та, чылай вăхăт иртсен те тупăнма пултарать. Çавăн пекех çухалнă япалана тӳрĕ кăмăллă пассажирсем илсе килсе панă тĕслĕх те час-часах пулать. Ку, паллах, савăнтарать. Транспорт полицине граждансем пурлăх çухатни е вăрлани пирки пĕлтереççĕ, çынна шыраса тупма, общество йĕркине пăсакансене лăплантарма е канаш-сĕнӳ ыйтмашкăн пыраççĕ. Суранланакансем те тĕл пулаççĕ. Кун пек чухне медицина пулăшăвĕ кирлĕ. Ултав серепине лекес мар тесен сыхă пулмалла. Уйрăмах халăх йышлă çӳрекен вырăнсенче тимлĕхе çухатмалла мар. Хаклă япаласене хăвăрпа пĕрле илмелле. Палламан çынсене мĕн пур информацие пĕлтерме е пурлăха шанса парса хăварма юрамасть. Билетсене официаллă кассăсенче тата тĕрĕсленĕ сайтсенче çеç туянмалла. Ултав серепине çаклантăр пулсан çийĕнчех полици уйрăмне каймалла. Кирек хăш объектра та лини полици уйрăмĕ ĕçлет. Май пулсан преступник паллисене асра тытмалла. Тумтирне, çӳллĕшне, уйрăм паллăсене пуйăс проводникне е транспорт компанийĕн представительне каламалла. Вăхăтра заявлени çырни пурлăха шыраса тупас шанчăка ӳстерет. Нихăçан та тимлĕхе ан çухатăр, асăрхануллă пулăр! Паллах, хальхи йышши хатĕрсемпе усă курни транспорт полицийĕн ĕçне самай çăмăллатать. Чукун çул станцийĕсенче, аэропортра, автовокзалсенче пулнă преступленисем пирки 56-36-17 номерпе пĕлтерме пултаратăр. Сăмах май, эпир çулсерен «Пассажир сехечĕ» информаци акцийĕ ирттеретпĕр. Çак кун транспорт полицийĕ тата чукун çул вокзалĕн ĕçченĕсем пассажирсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, транспорт çинчи хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантараççĕ, памяткăсем валеçеççĕ. Кун пек хутшăну полицие тата чукун çул ĕçченĕсене çул çӳрекенсен хăрушсăрлăхне, хăтлăхне тивĕçтерме, хăйсен ĕçне çак тĕллевсене тĕпе хурса йĕркелеме май парать. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Ниме – пĕрлехи ĕçĕн чи пысăк вăйĕ
Çурт картишĕ, парк е çул лайăхлантăр-и? Халăхăн çакăн евĕрлĕ çивĕч ыйтăвĕсене ăнăçлă татса пама май паракан тухăçлă çул-йĕр — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа.
Хуласен аталанăвне хăват пама Чăваш Енре пуçаруллă бюджет программи ăнăçлă аталанса пырать. Ял çыннисем хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртес ĕç-хĕле хапăл тусах хутшăнаççĕ. Юлашки çулсенче республикăри хуласенче пурăнакансем те проектпа усă курса территорисене улшăнусем кĕртес тĕллевлĕ пулнине пĕлтерме тытăнчĕç. Çакна шута илсе Олег Николаев программăна çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Сăмахран, Шупашкар хулинчи проектсене ĕçе кĕртме уйăракан укçа виçине 10 миллион тенкĕрен 87,5 миллион тенке çити ӳстерчĕç. Çĕнĕ Шупашкара 7,5 миллион тенкĕ вырăнне 35 миллион тенкĕ парĕç. Çавăн пекех республика бюджетĕнчен уйăракан укçа калăпăшне 5 процент ӳстернĕ. Çакă çынсен тăкакĕсене пĕчĕклетме, вĕсен пуçарăвĕсемпе хатĕрленĕ проектсене ытларах ĕçе кĕртме май парĕ. Кăçал проектсен темисене те анлăлатнă. «Спорт территорийĕ», «Яла хăтлăлатасси», «Ял инфратытăмне аталантарасси». «Санăн суйлав», «Тĕлĕнтермĕш шыв», «Пирĕн çулсем», «Ачасемпе çамрăксен тĕнчи», «Манăн картиш» номинацисемпе килĕшӳллĕн йĕркелекен мероприятисем тĕрлĕ об±екта юсама, хута яма, территорисене хăтлăлатма пулăшĕç. Олег Николаев кăçал Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче территорисен общество хăй тытăмлăх управленийĕсене /ТОС/ тĕрев пани пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнăччĕ. «Çынсемпе калаçнă май çакăн пек шухăш патне пырса тухрăм. ТОСсен пуçарăвĕсемпе хатĕрленĕ проектсене муниципалитет йĕркеленĕвĕсем валли палăртнă лимитăн 10 процентĕнчен ытларах йышăнсан аванччĕ. Кун пирки халăх тĕлпулусенче пĕр хутчен кăна мар сăмах пуçарчĕ», — тенĕччĕ республика ертӳçи. Чăваш Ен Пуçлăхĕн çак пуçарăвĕ те, сăмах май, хуласен аталанăвне ырă витĕм кӳрекенскер. Сасăлав пуçланчĕ «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче старт илчĕ. Проекта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисем хутшăнма пултараççĕ. Хула çыннисем хăйсем пурăнакан çурт картишне е микрорайона хăтлăх кĕртессишĕн тăрăшни куçкĕрет. Пуçаруллă бюджет программипе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ кашни проектшăн çĕр-çĕр çын алă пуснă. Хуласен администрацийĕсен специалисчĕсем тата программа координаторĕсем пуçаруллă ĕç ушкăнĕсене документсене йĕркене кĕртме пулăшнă. Программăна хутшăнмалли заявкăсене йышăнмалли вăхăт çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Паян, авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пĕлтерĕшлĕ тепĕр тапхăр пуçланать: «Чăваш Ен. Онлайн» сайтра проектсемшĕн сасăлама тытăнаççĕ. Онлайн сасăлав авăн уйăхĕн 26-мĕшĕччен пырĕ. 2026 çулта ĕçе кĕртмелли проектсен списокне юпа уйăхĕн 27-мĕшĕччен палăртĕç. Пуçаруллă ĕç ушкăнĕ çывăх çынсене, кӳршĕсене, пĕлĕшсене сасăлава ытларах явăçтарма пултарчĕ тĕк — проект пурнăçа кĕрес шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах. Пурĕ 1,14 миллиард тенкĕлĕх 300 ытла заявка тăратнă. Халăх пуçарăвĕсемпе хатĕрленĕ проектсене ырлани пирки 85 пин ытла çын алă пусса çирĕплетнĕ. «Манăн картиш» номинаципе чи нумай проект — 180 ытла — хатĕрленĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Пирĕн çулсем»: 50 ытла проект. Виççĕмĕш вырăнта — «Ачасемпе çамрăксен тĕнчи»: 20 ытла проект. «Ку цифрăсем программа кирлине тата «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа чăннипех те ĕçленине кăтартаççĕ. Хула çыннисем проект условийĕсене ăнланаççĕ, хапăл туса хутшăнаççĕ, хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăлатма тӳпе хывассишĕн тăрăшаççĕ», — палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Надежда КУЗЬМИНА: «Хушамат чăтăмлă тата хастар пулма хистет»
Николай Корчаков режиссер ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев патне çавăтса пыман пулсан вăл халĕ Питĕрти театрта вылянă пулĕччĕ. «Шăпа, телее, мана Чăваш театрĕн легендипе Вера Кузьминапа пĕр сцена çине кăларчĕ. Хушамат чăтăмлă тата хастар пулма хистет», — терĕ 30 çула яхăн куракана тĕрлĕ сăнарпа савăнтаракан Надежда Кузьмина.
— Надежда, эсĕ артисткăра 1998 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Кун пирки ĕмĕтленнĕ-и?
— Тĕрĕссипе, «артистка» сăмаха ача чухне илтмен те. Юрлама юратнăран çитĕнсен юрăç пулатăп тесе шухăшлаттăмччĕ. Тĕрлĕ кĕпе тăхăнса урама тухаттăм. Кӳршĕре пурăнакан Коля пиччене юрласа тĕлĕнтереттĕм. Пĕрене çинче лараканскер тимлесе итлетчĕ. Вăл мана «Опера» ят пачĕ. Ун хыççăн пурте çапла чĕнме пуçларĕç. Питĕ тарăхаттăм. Халĕ вара савăнатăп, манăн таланта çапла хак панăшăн Коля пиччене тав тăватăп.
— Эсĕ, Санкт-Петербургри театр институтĕнче пукане театрĕнче ĕçлекен артист пулма вĕреннĕскер, Чăваш театрне епле килсе лекрĕн?
— Чăваш Енрен эпир унта çирĕм иккĕн кĕтĕмĕр, вун çиччĕн вĕренсе пĕтертĕмĕр. Халĕ вĕсем пурте театрсенче ĕçлеççĕ. Мана диплом илсен Питĕр хулинчи театр институчĕн педагогĕсем унта юлма сĕнчĕç. Анчах чун тăван тăрăха туртрĕ… Чăваш Ене таврăнсан Çĕнĕ Шупашкарти Сăнав драма театрне ячĕç. Ăна 1996 çулта савăнăçлă лару-тăрура уçнăччĕ. Декрет отпускĕнче ларнă вăхăтра К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне кайрăм. Николай Корчаков режиссер мана Валерий Яковлев патне илсе кайрĕ. Анчах та Валерий Николаевич ĕçе илесси пирки шантарса каламарĕ. Çапах нумай та вăхăт иртмерĕ — мана театра чĕнчĕç. «Надя, кай», — терĕ анне. Асанне те пиллерĕ.
— Пурнăçра çынна тĕрлĕ енлĕ витĕм кӳрекенсем пур. Санăн та ун пеккисем пур ĕнтĕ. Камсене палăртма пултаратăн?
— Манăн хамăрăн педагога, Николай Наумов профессора, чĕререн тухакан тав сăмахĕ калас килет. Вăл пирĕншĕн атте пекех чи çывăх çын пулнă. Артист ĕçĕнче аталанса пыма пулăшнăшăн СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев умĕнче пуçăма таятăп. Мана вăл ялан арçын ача ролĕсене паратчĕ. Малтанах эпĕ питĕ пăшăрханаттăм. Халĕ шухăшлатăп та — вĕсем чи интереслĕ рольсем пулнă.
— Эсĕ, эпир астăвасса, Иван Стаднюкăн «Юратупа кавăн» камитĕнчи Володьăна вылянăччĕ. Арсений Тарасовăн «Инçет хĕвел çути» драминчи Павлик сăнарĕшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине те тивĕçнĕччĕ…
— Халĕ телевизорпа çав спектакльсене куратăп та… Айай! Пурте лайăх выляççĕ. Эпĕ кăна йăнăш калăпланăн туйăнать. Манăн репертуарта — 6-7 арçын ача ролĕ. Хĕрарăм сăнарĕсене те калăпланă. Николай Коляда пьесипе лартнă «Шанель пике» спектакльте чи сумлă артистсемпе — Вера Кузьминапа, Нина Яковлевăпа, Нина Григорьевăпа, Любовь Федоровăпа, Геннадий Медведевпа — юнашар выляма май килнĕшĕн питĕ мăнаçланатăп. Малтанах мана ку роле йăнăшпа пачĕç пуль тесе шухăшлаттăм. 72 çулти майрана тивĕçлĕ калăплассишĕн питĕ тăрăшрăм. Сцена çинче икĕ сехет чаршав хыçне пĕрре те кĕмесĕр вылямаллаччĕ.
— Артист пирки сăмах пуçласан: «Вăл Шекспир, Пушкин, Чехов, Островский, Иванов хайлавĕсенчи сăнарсене калăпланă», — теççĕ. Хăвна хăш авторăн ĕçĕнче телейлĕрех туятăн?
— И.Максимов-Кошкинский çырнă «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльте Константин Ивановăн шăллĕн Квинтильянăн сăнарне калăплатăп. Автобиографиллĕ спектакльте выляма май килнишĕн хама телейлĕ туятăп. Сăмах май, мана ку роле халĕ те выляттараççĕ. Иван Бунин пьесипе лартнă «Чунсене чĕпĕтет çил-тăман» спектакльте Стрелка йытă рольне вылянă. Ку сăнарпа «Чĕнтĕрлĕ чаршав» фестивалĕн «Чи лайăх эпизодлă роль» номинацире çĕнтернĕччĕ. Манăн унта юрламаллаччĕ. Валерий Яковлев яланах мероприятисенче çак юрра юрлаттаратчĕ.
— Надежда, театра юратакансем сире артист пек çеç мар, юрăç тата юрăсен авторĕ пек те пĕлеççĕ. Ăçтан тапса тăрать сирĕн çак пултарулăх çăл куçĕ?
— Манăн питĕ нумай юрă. Спектакльсем валли те çыратăп. Юрă е сăвă хайлани — хăйне евĕрлĕ асамлăх. Йĕркесем хăйсемех çуралаççĕ. Малтанхи вăхăтра мана такам каласа тăнăнах туйăнатчĕ. Сăвăсене асра тытса тăма май çуккине кура хут çине çырма пуçларăм та — çав асамлăх çухалчĕ. Вара хам шухăшласа кăларма пуçларăм. Вăтăр ытла пухăнчĕç-тĕр. Юрăç пулма вара… Ятарлă пĕлӳ илсен, паллах, тата та лайăхрахчĕ.
— Санăн чунна мĕнле жанр çывăхрах: драма, камит е трагикамит?
— Камитре те, трагедире те выляма çăмăл мар. Эпир, артистсем, пластилин пек: режиссерсем пире çăраççĕ, пăтратаççĕ — çĕнĕ сăнар туса хураççĕ. Акă Борис Манджиев лартнă «Аманнă шăпа» спектакльте Тарье рольне калăплатăп. Манăн анекдот каламалла. Куллен Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара ĕçе килнĕ чухне анекдот вĕрентĕм. Спектакльсенче калатăп-ха, анчах пурнăçра манăн ун пек пултарулăх пачах çук.
— Надежда, нумай конкурса хутшăнатăн, çĕнтеретĕн. Хавхалану вăрттăнлăхне уçса парсам!
— Артиста тĕрлĕ мероприятие хутшăнни вăй-хăват парать. Чăваш Енри театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕ йĕркелекен «Драма артисчĕсем юрлаççĕ» 2021 çулхи конкурсра гранпри çĕнсе илтĕм, Питĕр хулине пултарулăх командировкине кайрăм. Питĕрте юратнă педагогпа Николай Наумовпа тĕл пултăм, унпа чуна уçса чылайччен калаçрăм. Маншăн питĕ пысăк парне пулчĕ. Çакă мар-и-ха хавхалану!
— Кăçал тата эсĕ Раççейри театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн стипендине тивĕçрĕн. Мĕнле проект хатĕрлерĕн?
— 2025 çул Аслă Çĕнтерӳ çулталăкĕ пулнă май асаннепе унăн тусĕ Праски Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр хӳтĕлев чиккисене тунă çĕрте нушаланни çинчен постановка лартма шухăшларăм. Эпир Куславкка тăрăхĕнче çав сооруженисене тума хутшăннисене асăнса лартнă палăка уçма хутшăннăччĕ. Çав самантсем питĕ чуна витернĕччĕ. Стипенди проекта пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Рольсене Кристина Иванова артисткăпа иккĕн калăплатпăр. Спектакле юпа уйăхĕнче хатĕрлесе çитерессе шанатăп. <...>
Анатолий АБРАМОВ, Зоя ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...