Комментари хушас

16 Авăн, 2025

Хыпар 69 (28386) № 16.09.2025

Хăшĕсем хăйсем те нушаланаççĕ, çĕре те асаплантараççĕ

Çитес эрнекун тĕлне республикăра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленмелле. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕлтерчĕ.

Канашлу республика Пуçлăхĕн суйлавне пĕтĕмлетнинчен пуçланчĕ. Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров сасăлав кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май виçĕ кун тăршшĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем, çăхавсем, сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене витĕм кӳме пултараканскерсем, пулманнине çирĕплетрĕ. Çак ĕçе ăнăçлă йĕркеленĕшĕн суйлав комиссийĕсен членĕсене, йĕркелĕхе тивĕçтернĕшĕн Шалти ĕçсен министерствин, МЧС, Росгварди, ытти тытăм ĕçченĕсене тав турĕ. Тата, паллах, суйлавçăсене — сасăлава хастар хутшăннăшăн. Олег Николаев та пысăк ĕç пурнăçланине палăртрĕ — «сасăлав йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр, тишкерме тивекен тавлашуллă самантсемсĕр иртрĕ». Вăл малашне те суйлава хутшăнакансен политика культурине ӳстерессине, халăх суйлакан органсене республика аталанăвĕшĕн яваплăха хăйсем çине илме хатĕр çынсенчен йĕркелессине тĕпе хурассине çирĕплетрĕ. Андрей Макушев кăçал акса-лартса хăварнă культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 542 пин гектарпа танлашнине аса илтерчĕ. Çурринчен кăшт ытларах пайĕ — тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем. Планпа килĕшӳллĕн пухса кĕртнĕ тырă калăпăшĕ кăçал 1 миллион тоннăпа танлашмалла. Хальлĕхе 830 пин тонна пухса кĕртнĕ. Иртнĕ çулхи виçе 790 пин тоннăпа танлашнине шута илсен — халех мăнаçланма сăлтав пур. Тырă тухăçĕ лайăх — кашни гектартан хальлĕхе вăтамран 37,2 центнер. Пĕлтĕр 28 центнер пулнă. Техника культурисен тухăçĕ пĕчĕкрех — 18,3 центнер. Ку виçе пĕлтĕрхине кăшт кăна çитеймест. Тунтикун тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене мĕн пур лаптăкăн 81% пухса кĕртнĕ. Патăрьел, Елчĕк, Çĕрпӳ округĕсенче вырма финишĕ çывăх ĕнтĕ. «Патăрьелсем ĕçсене паян вĕçлеççĕ, Елчĕксене тата пĕр-икĕ кун кирлĕ», — терĕ министр. Çак округсенчех пухса кĕртнĕ тырă калăпăшĕ те пысăк. Чи нумаййи Елчĕксен — 90,5 пин тонна. Çĕрпӳсен те нумай кая мар — 76 пин тонна ытла. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай округĕсенче вырма ĕçĕсем юлса пыраççĕ. Андрей Евгеньевич ĕçсене вĕçлекен округсенчен комбайнсене унта куçарас ыйтăва тишкернине палăртрĕ. Хуçалăхсем паян çавăн пекех çĕр улми кăлараççĕ, пахча çимĕç пухса кĕртеççĕ. Кĕрхи культурăсене акаççĕ — вăрлăх çителĕклĕ. Хальлĕхе планпа пăхнин 57% акнă. Çĕрпӳри аграри техникумĕн никĕсĕ çинче 43 гектар çинче хăмла шпалерĕсене çакас ĕçсем пыраççĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал республикăра хăмлан çакнашкал çĕнĕ лаптăкĕ 100 гектара çитмелле. Çитĕнтернĕ симĕс ылтăн тухăçĕ пирки те сăмах пулчĕ. 29% татнă ĕнтĕ — кашни гектартан вăтамран 16 центнер ытларах.

Тĕш тырă тенĕрен, ăна йышăнса упрамалли хăватсем çителĕклĕ. Андрей Макушев тырă хакĕн ыйтăвне те çĕклерĕ. Виççĕмĕш класлă туллăн тоннине 14,1 пин тенкĕпе йышăнаççĕ — çулталăк каяллахинчен 8% хаклăрах. Чăн та, унашкалли республикăра сахал. Пирĕн патра тĕпрен илсен тăваттăмĕш класли. Вăл, паллă, йӳнĕрех — 10,5 пин тенкĕ. Ку хак пĕлтĕрхи шайрах. Вице-премьер аграрисене ĕççире патшалăх енчен пулăшма 1,1 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнине аса илтерчĕ, çак укçан 75% хуçалăхсене çитернĕ ĕнтĕ. Ытти те вăрах кĕттермĕ — çитес уйăх çурăра парса пĕтерĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Уççăнлăх, тĕрĕслĕх, саккунлăх тĕпре пулчĕç

Суйлавçăсен 67,06% Олег Николаевшăн сасăланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсен виçĕ куна тăсăлнă суйлавĕ вĕçленчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем Конституци правипе ирĕклĕн усă курма, тăван тăрăхăн малашнехи аталанăвне витĕм кӳме пултаракан шухăшне уççăн палăртма пултарчĕç.

Авăн уйăхĕн 12, 13, 14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, çичĕ муниципалитет округĕн депутачĕсене суйларĕç. Суйлав кунĕсенче Общество сăнавĕн центрĕ ĕçлерĕ. Общество сăнавçисем сасăлав юхăмне пăхса тăчĕç, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем суйлав участокĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕç. Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Енре суйлав саккунпа килĕшӳллĕн иртнĕ, суйлав тытăмĕ ăнăçлă ĕçленĕ, кирек епле ыйтăва та вăхăтра тата тĕрĕс татса панă. Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров ĕнер суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Суйлав кунĕсенче республикăра 921 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Çавăн пекех Мускавра 14 экстерритори участокĕ уçăлнă. Ятарлă çар операцийĕнче служба тивĕçне пурнăçлакан ентешсем дистанци мелĕпе сасăлама пултарнă. Суйлав ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме 8 пин ытла çын хутшăннă. 1173 общество сăнавçи йĕркелĕхе сăнаса тăнă. Суйлава 531574 çын е сасăлав ирĕкĕ пуррисен 58,5 проценчĕ хутшăннă. Уйрăмах Елчĕк, Патăрьел, Красноармейски, Комсомольски округĕсенче пурăнакансем хастар пулнă. Виçĕ кунхи сасăлав кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Олег Николаевшăн граждансен 67,06 проценчĕ /355975 çын/ сасăланă. Иккĕмĕш вырăнта — Константин Степанов. Уншăн суйлавçăсен 14,23 проценчĕ /75566 çын/ сасăланă. Виççĕмĕш кăтарту Максим Морозовăн: 8,37 процент /44430 çын/. Владимир Ильиншăн — 29517 çын е 5,56 процент, Владимир Савиновшăн 16704 çын е 3,15 процент сасăланă. Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти 31 мандата йышăнĕ. ЛДПРăн — 4, «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» партин — 3, КПРФăн — 2, «Çĕнĕ çынсен» — 2, «раççейри пенсионерсен партийĕн» — 1 мандат. Муниципалитет депутачĕсен суйлавĕнче ултă округра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти кандидачĕсем çĕнтернĕ. Коммунистсен кандидачĕ Сĕнтĕрвăрринче мала тухнă. Сăмах май, суйлавăн тулли пĕтĕмлетĕвĕпе паян, авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн ларăвĕнче паллаштарĕç. Геннадий Федоров суйлав уççăн, ирĕклĕн иртнине, çынсем унта хăйсене уяври пек тытнине, общество сăнавçисем, полици ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртрĕ. Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн секретарĕ Олег Ефимов суйлавăн конкурентлăхĕ пысăк шайра пулнине пĕлтерчĕ. «Суйлава тĕрлĕ парти хутшăнчĕ, граждансем тĕрлĕ майпа сасăлама пултарчĕç. Кун пекки Чăваш Енре хальччен пулманччĕ», — терĕ вăл. Суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ Игорь Михайлов суйлав кунĕсенче çăхавсем килменнине палăртрĕ. «Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче граждансенчен 202 ыйту килчĕ. Вĕсем тĕпрен илсен сасăлав пирки ытларах пĕлес тенипе çыхăннă. Агитаци прависене пăснă текен 16 пĕлтерĕве тĕрĕслерĕмĕр. Анчах пĕрин тĕлĕшпе те саккуна пăсни çирĕпленмерĕ», — пĕлтерчĕ вăл. Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине те Чăваш Республикинчен пĕр çăхав та çитмен. «Çакă суйлав саккунпа килĕшӳллĕн — уççăн тата ирĕклĕн — иртнине çирĕплетет», — терĕ комисси членĕ Евгений Шевченко. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре граждансем суйлава хастар хутшăннине палăртрĕ: кăтартусем пилĕк çул каялла иртнĕ суйлавринчен чылай пысăкрах. Çавăн пекех Евгений Шевченко республикăра пурăнакансене Конституци правипе туллин усă курма тĕрлĕ мелпе тивĕçтерни пирки каларĕ. «Кăçал 198 пин ытла çын дистанци электрон сасăлавĕн тытăмĕпе усă курма пултарчĕ. Сăмах май, çак йышран 94 проценчĕ ку мелпе пуçласа усă курчĕ», — терĕ вăл. Суйлав кунĕсенче Общество сăнавĕн центрĕ хăйне евĕрлĕ лапам пулса тăчĕ. Унта политика партийĕсен представителĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кандидачĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем пычĕç, суйлав юхăмĕпе паллашса пычĕç. Центр ертӳçи Елена Кузьмина палăртнă тăрăх, общество сăнавçисем сасăлав кунĕсенче суйлав кăтартăвĕсене сиенлĕ витĕм кӳрекен самантсене асăрхаман. «Çавна май эпир — общество тĕрĕслевĕн суб±екчĕ пек — суйлав саккунлă, тĕрĕс тата уççăн иртнĕ тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр», — терĕ Елена Кузьмина. Сăмах май, общество сăнавçисем Чăваш Енри суйлав пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсенче пĕлтерсе тăнă, статьясен шучĕпе Раççей регионĕсен хушшинче чи лайăх виçĕ регион шутне кĕнĕ. Общество сăнавĕн центрĕн мониторинг ушкăнĕн ертӳçи Кирилл Охотин виçĕ кунра социаллă сетьсенче суйлав пирки 12 пин ытла информаци асăрханине пĕлтерчĕ. «Вĕсене округсенчи суйлав участокĕсенче уяв кăмăл-туйăмĕ хуçаланнине, çынсем сасăлама хаваспа хутшăннине, йывăрлăхсем çуккине пĕлтернĕ», — терĕ вăл. Суйлав участокĕсем хупăннă хыççăн Общество сăнавĕн центрне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пычĕ. Регион ертӳçи суйлавçăсене граждан позицине палăртма хастар хутшăннăшăн тав турĕ. «Эсир республика пурнăçĕн пахалăхĕшĕн, унăн малашнехи аталанăвĕшĕн яваплăха туйни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ен — Раççейри нумай нациллĕ çемьен пĕр йышĕ — йăла-йĕркене хисепленине те, демократи принципĕсене тĕпе хунине те кăтартрĕ, пирĕн çĕршывра хăтлă пурăнма, тухăçлă ĕçлеме, пултарулăха пур енлĕн аталантарма май пуррине те çирĕплетрĕ. Ку таранччен эпир республика ырлăхĕшĕн нумай ĕç турăмăр. Малашнехи тĕллевсем тата та пысăк. Иккĕленместĕп: пĕрлехи вăйпа палăртнисене пурнăçа кĕртме пултарăпăр», — терĕ Олег Николаев. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Сасăлама – чăваш тумĕпе

«Суйлав пирĕншĕн — яланах уяв», — çапла каланине илтме тӳр килчĕ авăнăн 12-14-мĕшĕсенче сасăлава хутшăннисенчен. Кăçал çак уяв виçĕ куна тăсăлчĕ те унăн калăпăшĕ тата анлăрах пулчĕ.

Ырă йăла Эрнекун ĕçе каймалли кун пулнăран чылайăшĕ дистанци мелĕпе сасăларĕ. Эпир те, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, çак майпа усă куртăмăр. Çăмăл та, хăвăрт та. Пĕр-икĕ минутран ытла кирлĕ мар. Чи кăсăклă самантсем вара суйлав участокĕсенче пулса иртнĕ. Красноармейски округĕнчи 918-мĕш участока, сăмахран, чи малтан кушак çури çитнĕ. «Пĕчĕкскере апат çитертĕмĕр. Питĕ ачашскер», — пĕлтернĕ Лариса Осипова сăнавçă. Тăвай округĕнче пурăнакан Андрей Федоров тата Вероника Николаева тивĕçлĕ кандидатшăн сасă пама йыттисемпе çитнĕ. Улатăрта вара суйлав участокне лаша утланса пыракансем пулнă. «Нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Кулленхи пулăм тейĕн», — палăртнă социаллă сетьсенче. Суйлавăн виççĕмĕш кунĕнче Трак ен тăрăхĕнче участока калта васкаса кĕнине асăрханă — вăл та республика малашлăхне витĕм кӳресшĕн пулнă ĕнтĕ. Шупашкар округĕнчи пĕр участока вара качака çитсе тăнă… Сасăлама чăваш тумĕпе çӳресси пирĕн республикăра, çамрăксен чĕлхипе каласан, çĕнĕ тренд пулса тăчĕ темелле. Çакăн пек сăн ӳкерчĕксене социаллă сетьсенче сахал мар асăрхама пулчĕ. Вырăнти фольклор ушкăнĕнче юрлакансем наци тумĕпе пынинчен тĕлĕнмелли çукха. Ыттисемшĕн те çакă ырă йăлана кĕрсе пыни уйрăмах савăнтарать. Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Турханкассинче пурăнакан Дарья Яичникова кăçал пĕрремĕш хут суйлава хутшăннă. 1113-мĕш участока вăл чăваш тумĕпе çитнĕ. «Çак утăмăн яваплăхне ăнланатăп. Малтанах кандидатсен суйлав умĕнхи программине тишкертĕм», – палăртнă Шупашкарти медицина колледжĕн 2-мĕш курсĕнче ăс пухаканскер. Кĕçĕн Ăстакассинчи Роман Ефремов та 1119-мĕш участока чăваш тумĕпе пынă. «Пĕрремĕш хут сасăланăран пурнăçăн çĕнĕ тапхăрне куçнăнах туйăнчĕ. Ку маншăн яваплă утăм», – тенĕ Шупашкарти химипе технологи техникумĕнче технолога вĕренекен каччă. Çамрăксем те хастар, ватăсем те Пĕрисем пуçласа алăра бюллетень тытса курчĕç пулсан теприсем ĕмĕр тăршшĕпе пĕр суйлавран та юлманнине палăртнă. Елчĕкре пурăнакан 97 çулти Роберт Бобылев комисси членĕсем киле пырасса кĕтсе ларман, хăех участока пырса кĕнĕ. Палăртнă тĕллевсене мала хурса ĕмĕрĕпе çирĕп шанчăкпа, чыс-сумпа пурăнса ирттерекен çын Елчĕкре пысăк хисепре. Тыл ĕçченĕ, вăрçă ачи, педагогика ĕçĕн ветеранĕ вăл, çут тĕнчене 1928 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчи Элпуç ялĕнче килнĕ. «Эпĕ суйлава килни çĕршыв пуласлăхĕ маншăн ют марри пирки калать. Суйлав вăхăтĕнче çынсем хастар пулни вĕсен чăн-чăн позици пуррине, çĕршыв малашлăхĕпе кăсăкланнине кăтартать», — тенĕ Роберт Иванович. Çак округри Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Зинаида Семенова та, тăхăр теçетке хыçа хăварнăскер, 2423-мĕш суйлав участокне хăех пынă. Çакăншăн участок председателĕн çумĕ Татьяна Сусметова ăна парнепе хавхалантарнă. Шупашкар округĕнчи Шăнкас ялĕнче пурăнакан 87-ри Геннадий Иванов та çынран юлас темен – сасăлава участокра хутшăннă. Геннадий Иванович ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ, яланах хастар пулнă. Паянхи кун та общество ĕçĕсемпе кăсăклансах тăрать. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Акчикасси ялĕнче пурăнакан 99 çулти Анна Патьянова çамрăксене тĕслĕх кăтартса суйлава хăй тĕллĕн пынă. Елчĕк округĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан 101 çулти Анисия Евдокимова пурнăç хусканура пулнине ăнланать, çавăнпа хăй тĕллĕнех çӳреет. Участока пыма та ӳркенмен вăл. «Суйлава хутшăнмасăр тăма пултараймастăп. Пĕр сасăлава та сиктермен хальччен. Алла бюллетень илсе Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн сассăма патăм», – палăртнă вăл. Анисия аппа вăрçă вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвас ĕçе хутшăннă, Улатăр районĕнчи Иваньково ялĕ çывăхĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи кĕркунне вăл çĕршыв ыйтнипе Владимир облаçне торф кăларма кайнă, унта ултă çул ĕçленĕ. Пĕр ĕмĕртен каçнисем те республикăн малашлăхĕ çинчен шухăшлама пăрахман-ха. Вĕсем патне суйлав участокĕсен комисси членĕсем киле пырса сасăлаттарнă. Шупашкар округĕнчи Пархикасси ялĕнче пурăнакан 103-ри Мария Шуркина, Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Çĕнĕ Атикассинче кун кунлакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ 102-ри Клавдия Ижетникова тата ыттисем те. Етĕрне округĕн Хисеплĕ çынни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ вара уйрăмах тĕлĕнтерет. 106 çула çитнĕ пулин те çамрăк чухнехи хаваслăха халĕ те çухатман вăл — суйлав комиссийĕн членĕсем киле пырсан вĕсене савăнсах кĕтсе илнĕ, тивĕçлĕ кандидатшăн сасăланă. Палăртмалла: Иван Ермолаев 1919 çулта çуралнă. 1939 çулта унăн çара кайма ят тухнă. Полк шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вăл службăна Гродно хулинчи 167-мĕш артиллери полкĕнче тăснă, 1-мĕш дивизионăн 2-мĕш батарейин старшини пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл шăпах Гродно хулинче кĕтсе илнĕ. Иван Васильевич Чехословакие ирĕке кăларма хутшăннă, Хемниц нимĕç хули таран çитнĕ. Суйлав вăхăтĕнчех саламсем йышăнакансем те пулнă. Сăмахран, Етĕрне хулинчи 2301-мĕш участокра 90 тултарнă Елизавета Никифорова сасăланă. 2303-мĕш участокра вара Виталий Кириллова 75 çула çитнĕ ятпа саламланă. Çавăн пекех комисси членĕсем те çуралнă кунĕсене суйлавра ирттернĕ тĕслĕх сахал мар. Çак кунсенче юрă-кĕвĕ сасăлакансен кăмăлне çĕкленĕ. Акă, Красноармейски округĕнчи 918-мĕш участока килекенсене чăваш эстрада юрăçи Сергей Петров савăнтарнă. «Эпир çамрăк чухнехи пекех паянхи суйлав кунĕ. Ун чухне кашни суйлаврах концерт кăтартатчĕç. Чи хаваслă уявсенчен пĕри пулнă вăл», — тенĕ Уписем. Елчĕк округĕнчи Кивĕ Эйпеçри 2423-мĕш участокра 85-е çитсе пыракан Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов сасăланă. Николай Иванович мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ. 1981 çулта ăна 10-мĕш Пилĕк çуллăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне тунă çитĕнӳсемшĕн Социализмла Ĕç Геройĕн ятне, Ленин орденне тата «Çурлапа мăлатук» ылтăн медаль панă. Унсăр пуçне Николай Иванович Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденне те, Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне те тивĕçнĕ. «Эпĕ пĕр суйлавран та юлман. Яланах тивĕçлĕ çынсемшĕн сасăланă», — палăртнă Николай Иванович. Сăмах май, суйлав участокне ял клубĕнче йĕркеленĕ. Ăна çĕклемешкĕн вара хăй вăхăтĕнче Николай Панкратов питĕ тăрăшнă. Шупашкар округĕнчи Анатри Макаç тата Тури Макаç ялĕсенче иртнĕ мобильлĕ сасăлав чылайлăха асра юлĕ. Суйлав комиссийĕн членĕсене унта уйрăмах тарават кĕтсе илнĕ-мĕн: пуян сĕтелпе, юрă-ташăпа, чăваш йăлийĕркипе… Чăн-чăн уяв! Мобильлĕ сасăлав мелне ытти участокра та хута янă. Унпа усă курнисем тăван ялтан тухмасăрах тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасă пама май килнишĕн савăннă. Çак кунсенче çанталăк уяр тăчĕ. Ял çынни вара ун пек чухне пахчари ĕçсене туса ĕлкĕрме тăрăшать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансен те уйра хĕрӳ ĕç тапхăрĕ пырать. Çавăнпа Йĕпреç тăрăхĕнче суйлав комиссийĕн членĕсем вĕсем патне çитме те май тупнă. Республикăн малашлăхне палăртнă чухне ял хуçалăх ĕçченĕн шухăшĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çав. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.