Комментари хушас

27 Авăн, 2025

Хыпар 72 (28389) № 27.09.2025

Чăваш Ен аталанăв таланăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланчĕ

355975 çын республикăна çитес пилĕк çулта ертсе пыма Олег Николаева шанчĕ.

Чăваш Енре пурăнакансем республика Пуçлăхĕн виçĕ куна тăсăлнă суйлавĕнче Конституци правипе ирĕклĕн усă курса тăван тăрăхăн малашнехи аталанăвне витĕм кÿме пултаракан шухăшĕсене уççăн палăртрĕç.

Тĕрлĕ мелпе сасăларĕç Авăн уйăхĕн 12,13, 14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, çичĕ муниципалитетăн — Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне округĕсен — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсене суйларĕç. Суйлава 531574 çын е сасăлав ирĕкĕ пуррисен 58,5 проценчĕ хутшăннă. Уйрăмах Елчĕк, Патăрьел, Красноармейски, Комсомольски округĕсенче пурăнакансем хастар пулнă. Ку муниципалитетсенче суйлава хутшăннă çынсен йышĕ 96 процент урлă каçнă. Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетнĕ. Олег Николаев — 67,06 процент /355975 çын/. Константин Степанов — 14,23 процент /75566 çын/. Максим Морозов — 8,37 процент /44430 çын/. Владимир Ильин — 5,56 процент /29517 çын/. Владимир Савинов — 3,15 процент /16704 çын/. 2025 çулта республика çыннисем сасăлава тĕрлĕ мелпе хутшăнма пултарчĕç. Суйлав кунĕсенче республикăра 921 суйлав участокĕ уçăлнă. Вĕсенче 417848 çын сасăланă. 113726 çын суйлав участокĕн тулашĕнче хăйсен шухăшне палăртнă. 557 ялта пурăнакан суйлавçăсем патне комисси членĕсем килне пынă. Электрон дистанци мелĕпе заявлени панă 198706 çынран 186222-шĕ усă курнă. Çавăн пекех Мускавра 14 экстерритори участокĕ уçăлнă. Ятарлă çар операцийĕнче служба тивĕçне пурнăçлакан ентешсем дистанци мелĕпе сасăлама пултарнă. Суйлав ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме 8 пин ытла çын хутшăннă. Депутатсем хăйсен вырăнне йышăнчĕç Пĕрлехи сасăлав кунĕнче Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕн икĕ тĕп тата çичĕ хушма кампанине йĕркеленĕ. Кандидатсем 75 мандатшăн тупăшнă. Шупашкар хулин саккăрмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсен кандидачĕсемшĕн пĕрлехи округра 153969 çын [41,44 процент] сасăланă: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти — 11 мандат, Раççей либерал-демократсен партийĕ – 4 мандат, «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» парти — 2 мандат, Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ — 2 мандат, «Çĕнĕ çынсем» — 2 мандат, Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхĕшĕн партийĕ 1 мандат йышăнчĕ. Пĕр мандатлă суйлав округĕсенче суйлавçăсен 41,31 проценчĕ сасăланă: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти — 20 мандат, «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» парти 1 мандат илнĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулин саккăрмĕш суйлаври Пухăвĕн депутачĕсемшĕн сасăлама 37669 çын [39,27 процент] хутшăннă: «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти — 19 мандат, «Тĕрĕс Раççей — Патриотсем — Тĕрĕслĕхшĕн» парти — 4 мандат, Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕ — 1 мандат, Хăйне хăй кандидата тăратнисем 1 мандат йышăнчĕ. Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне округĕсенчи хушма сасăлава суйлавçăсен 59,95 проценчĕ хутшăннă. Ултă муниципалитетра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти кандидачĕсем çĕнтернĕ. Сĕнтĕрвăрринче Раççей Федерацийĕнчи коммунистсен партийĕн кандидачĕ мала тухнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Олег Николаев халăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме тупа турĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче эрнекун Олег Николаев республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннин церемонийĕ иртрĕ. Унта Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Чăваш Енĕн Федераци Канашĕнчи сенаторĕсем, Патшалăх Думин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, министрсем, муниципалитетсен, предприятисен ертÿçисем, общество организацийĕсен представителĕсем, ыттисем хутшăнчĕç.

...Йăрăс пÿллĕ çар çыннисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн штандартне, Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене йăтса кĕчĕç. Регионăн суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров иртнĕ суйлав кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ: сасăлав йĕркелÿ енĕпе çÿллĕ шайра пулнă, унăн кăтартăвĕсем объективлă тата тавлашусăр, Пуçлăх легитимлă — «республикăра пурăнакансем Чăваш Ен малашне те кал-кал аталанассишĕн сасăларĕç. Суйлавçăсен сассисен 67,06% пухса Олег Алексеевич Николаев çĕнтерчĕ». «Раççей Конституцине, Чăваш Ен Конституцине, Раççей саккунĕсене, Чăваш Ен саккунĕсене пăхăнма тупа тăватăп!» — янăрарĕç Олег Николаев çĕршывăн тата республикăн Тĕп Саккунĕсем çине алă хурса вырăсла тата чăвашла каланă тупа сăмахĕсем. Вăл çавăн пекех граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене уяма, республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене халăх ырлăхне тĕпе хурса чыслăн пурнăçлама шантарчĕ. Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне кĕнине çирĕплетекен Указа алă пусрĕ, çапла вара республика Конституцийĕн 71 статйипе килĕшÿллĕн должноçа йышăнчĕ — çак самантран вăл регион ертÿçин ĕçне иккĕмĕш хут пуçăнчĕ. Çак ятпа чи малтан ăна Игорь Комаров саламларĕ. Сцена çине хăпарнă май вăл республика халăхĕ Олег Николаевшăн сасăласа регион аталанăвĕн тăнăçлăх çул-йĕрне суйласа илни çинчен каларĕ. Полпред регионăн макроэкономика кăтартăвĕсем лайăххине палăртрĕ, промышленноç ÿсĕмĕн индексĕпе республика Атăлçи округĕнче лидерсен ретĕнче. Çак никĕс çинче тата халăх шанни çине таянса малалла талпăнмалла. Вăл иккĕмĕш хут суйланнă Пуçлăх умĕнчи тĕп тĕллевсен шутĕнче халăх сывлăхне çирĕплетессине, çынсен пурнăçне лайăхлатассине курать. Çакăнпа пĕрлех ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси те малта пулмалла — ку енĕпе Игорь Анатольевич пулăшăвăн çĕнĕ мерисемпе усă курма сĕнчĕ. СВОран таврăнакансен опычĕпе, пултарулăхĕпе мирлĕ пурнăçра та тухăçлă усă курма сĕнчĕ. Хăйĕн сăмахне вăл Олег Николаева тата унăн командине — ăнăçу, республикăна аталану суннипе вĕçлерĕ. Олег Алексеевич та сăмах илчĕ. Чи малтанах вăл пурне те хăйне шаннăшăн, пысăк тата пĕчĕк ĕçсене хастар хутшăнма хатĕр пулнăшăн тав турĕ. Умри тĕллевсем çинчен каланă май Олег Алексеевич вĕсене республика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнине аса илтерчĕ. Вĕсем халăха, унăн сывлăхне упрассине, çынсен пурнăçĕн хăтлăхне тата хăрушсăрлăхне, экономикăн кал-кал аталанăвне тивĕçтерессине тĕпе хураççĕ. Çавăн пекех вăл неонацизма тĕп тăвас енĕпе пĕтĕмпех тума, СВОра çĕршыва хÿтĕлекенсене тата вĕсен çемйисене малашне те пулăшса пыма шантарчĕ. Пĕчĕк тата пысăк ĕçсем тенĕрен, чăвашсен Аслă вĕрентекенĕн Иван Яковлевăн Халалĕнчи сăмахсем питĕ вырăнлă янăрарĕç: «Мирлĕ ĕç вăйне шанăр, ăна юратăр. Чи пĕчĕк ĕçе те чăтăмлăн тата юратса пурнăçлăр. Пĕчĕк ĕçе те юратса пурнăçласан çутă тума, пысăк ĕçе те çăмăлттай тусан ÿкерме, чыссăрлатма пулать. Юратса ĕç тăваканни патне телей те ăнăçу килĕç». Инаугураци церемонийĕ вĕçленнĕ хыççăн Олег Николаев журналистсем патне пырса калаçма та ерçÿ тупрĕ. Вĕсем çĕнĕрен суйланнă Пуçлăх республикăн çĕнĕ Правительствине йĕркелесси пирки ыйтнине хуравласа çапла каларĕ: — Куллен вăй хурса тата тухăçлă ĕçлемеллине тĕпе хумалла. Правительствăра улшăнусем хальччен те пулсах тăнă — умри тĕллевсене тата кашнин ĕç кăтартăвĕсене кура. Халĕ, ман шухăшпа, Правительство йышĕ шайлашуллă, вăл республика аталанăвĕпе çыхăннă кирек мĕнле тĕллевсене те пурнăçлама пултарать. Çапах уйрăм улшăнусем пулма пултараççĕ. Çакă Президент лартнă тĕллевсене пурнăçлассипе çыхăннă. Ку ĕçе республикăра пурăнакансене, пысăк тата пĕчĕк предприятисене явăçтарăпăр. Пирĕн уйрăм çул-йĕрпе лидерсен ретне тăрса çĕршывăн шалти çирĕплĕхне тата ытти çĕршыв хушшинчи конкурентлă позицисенче пулассине тивĕçтермелле. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Алла САЛАЕВА: «Бюджетри кашни виççĕмĕш тенкĕ – социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсем валли»

Чăваш Енре туризма аталантарасси, шкулсен строительстви тата юсавĕ, ачаллă çемьесене пулăшасси… Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алла Салаевăпа çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврăмăр.

— Алла Леонидовна, кĕркуннехи сесси пуçланчĕ. Мĕнле тĕллевсемпе ĕçлеме палăртатăр?

— Каникул пулмарĕ те темелле, мĕншĕн тесен çуллахи вăхăтра Чăваш Енре нумай ĕçлеме тиврĕ. Кĕркуннехи сесси пирки калас тăк… Паллах, çуркуннехи сессире пуçланă ĕçсене малалла тăсăпăр. Тĕпре яланхи пекех çĕршыв Президенчĕ хушнисене хăвăрт пурнăçласси. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин пире канлĕ ларма памасть. Çакна цифрăсем аван çирĕплетеççĕ. Акă çуркуннехи сессире 350 саккун йышăннă: 75 процентне пуçласа хатĕрленĕ. Çавăн пекех «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин халăх программисемпе ĕçлетпĕр. Пирĕн тата суйлавçăсен умĕнчи тивĕçсем те пур. Саккунсене хатĕрленĕ чухне çемьесене пулăшассине, вĕсене хăйсене патшалăх хÿттинче пулнине чăннипех те туйма май парассине тĕпе хуратпăр. Юлашки вăхăтра йышăннисенчен уйрăмах пĕлтерĕшлисем — ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксен мăшăрĕсене еткерлĕхе куçичченех автомашинăпа усă курма ирĕк парасси, тÿлевсене йĕркелемелли вăхăта пĕчĕклетесси. Çар çыннин тăванĕ пулнине çирĕплетекен удостоверени илес текенсенчен нумай ыйту килет. Çакăн йышшисене чи малтан татса пама тăрăшатпăр. Кĕркуннехи сессире, паллах, бюджет йышăнасси пĕрремĕш вырăнта тăрать. Паян пирĕн çĕршыва çăмăл мар. Хальхи вăхăтра Раççей тĕлĕшпе 30 пин ытла санкци вăйра тăрать. Ку таранччен пĕр патшалăхра та кун пекки пулман. Кăткăс лару-тăрăва пăхмасăр пирĕн бюджет — социаллă пĕлтерĕшлĕ. Кашни виççĕмĕш тенкĕпе социаллă сферăна аталантарма усă куратпăр. Сăмах май, Раççей Президенчĕ уйрăмах ачасен пуласлăхĕпе çыхăннă ĕçсене сăнасах тăрать.

— Вĕрентÿ тытăмĕнчи пысăк улшăнусене хамăр та куратпăр. Акă республикăра авăн уйăхĕнче çĕнĕ виçĕ шкул уçăлчĕ. Вĕсене кайса куртăр-и?

— Мана ăнăçрĕ темелле-и? Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле çав шкулсене уçма хутшăнтăм. Çĕнĕ Шупашкарти, сăмахран, юлашки 28 çулта пуçласа хута янăскер. Кÿкеçре пурăнакансем манран та, республика ертÿçинчен те хальхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен пĕлÿ çурчĕ тума пĕрре мар ыйтнă. Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта шкул кирли каламасăрах паллă. Унта кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем 14 класс чухлĕ пухăннă. Вĕрентÿ учрежденийĕсем ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парĕç. Кÿкеçри шкулта, тĕслĕхрен, вĕрентÿ ĕç- хĕлне медицинăпа çыхăнтарĕç. Унта медицина музейĕ уçма хатĕрленеççĕ, кăсăклă уроксем йĕркелесе ачасене çак сферăри профессисене суйласа илме пулăшĕç. Çĕнĕ Шупашкарта, паллах, хими енĕпе аталанĕç. Унта питĕ интереслĕ лаборатори пур. Шкул уçнă чухне ачасем тĕрлĕ опытсем туса чăннипех те тĕлĕнтерчĕç. Шансах тăратăп, çак шкулта вĕренекенсем малашнехи кун-çулне хими отраслĕпе çыхăнтарĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулне шкулсем çирĕплетнĕ расписанипе пуçларĕç. Тĕп хулари, çавăн пекех республикăри педагогсен августри конференцине хутшăнтăм. Вĕрентекенсем ĕç çăмăлланнине, отчетсем сахалланнине палăртрĕç. Кĕркуннехи сессире вĕренекенсене киле паракан ĕçсене çăмăллатас тĕлĕшпе ĕçлĕпĕр.

— Ачасене пур енлĕн аталантарма тăрăшатпăр... Килти ĕçсене сахалрах панинчен усси пулĕ-ши?

— Киле панă ĕçе пурнăçласа ачан урокра илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелле. Халĕ мĕнле-ха? Статистика кăтартнă тăрăх, заданисен калăпăшĕ 10-12 сехетлĕх. Çак ĕçсене пурнăçлама вăл интернета кĕрсе каять. Çамрăксен хушшинче искусственнăй интеллект паян хисепре паллах. Анчах та унпа усă курни аталанăва вăйлатмасть, тĕпчеме вĕрентмест. Килти ĕç нумайран пултарулăха аталантарма, спортпа туслашма вăхăт юлмасть. — Пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕр — шкулсен, садиксен, техникумсен капиталлă юсавĕ. Ку енĕпе мĕнлерех лару-тăру? — Чăваш Республикинче Олег Николаев пуçарнипе федераци программине ĕçе кĕртиччен пĕр çулталăк маларах вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама пуçларĕç. Çак тĕллевпе регион бюджетĕнчен 2 миллиард тенкĕ уйăрчĕç, 50 процентран ытларах кивелнĕ шкулсене çĕнетме проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлерĕç. Çак ĕç-хĕл икĕ сăлтава тĕпе хучĕ. Пĕрремĕшĕ: ача ялта е хулара пурăнать-и — вăл пĕрешкел условисенче пĕлÿ илме тивĕç. Иккĕмĕшĕ: çамрăк вĕрентекенсене илĕртесси. Диплом илсен специалист, паллах, пăхать, суйлать: ăçта хитре, илемлĕ — çавăнта ĕçлеме каять. Шкулта ырă йăла-йĕркене пăхăнни те, наставниксем пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкулсен капиталлă юсавĕн программине, сăмах май, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пуçарнă. Пĕлÿ çурчĕ проект условийĕсене тивĕçтерет тĕк — федераци бюджетĕнчен пысăк укçа илет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин партин юлашки съездне хутшăнчĕ. Унта вăл программăна 2030 çулччен тăснине пĕлтерчĕ. Ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çитес икĕ çулта Шупашкарти 20 шкула юсаса йĕркене кĕртĕç. Вĕсене çĕнетме 4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Шкулсене юсаса пĕтерсен ача сачĕсен модернизацийĕ пуçланĕ. Икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче е маларах хута янă çуртсене комплекслă майпа юсамалли куçкĕрет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Республикăра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕç вĕçленнĕпе пĕрех. Çанталăк ялан хĕвеллĕ тăмасть пулин те çĕр ĕçченĕ вăхăтпа туллин усă курать – уй-хирте ырми-канми тимлет.

Тухăç пĕлтĕрхинчен лайăхрах Республикăн Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тухăç лайăх – 36,5 центнерпа танлашать, кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне тырра мĕн пур лаптăкăн 92,2% пухса кĕртнĕ – 932 пин тоннăна яхăн. Техника культурисене 14 пин ытла гектартан пухса илнĕ. Ку вăл 100% майлах – 26,6 пин тонна. Тухăç 1 гектартан 18,6 центнерпа танлашнă. Çанталăк пăтăрмахсем кăларса тăратмасан аграрисем тĕш тырă пухса кĕртес ĕçе авăн уйăхĕнче вĕçлессе шанаççĕ. Çĕр улмине пĕтĕмĕшле лаптăкăн 52% кăларнă. Пĕр гектартан 271 центнера яхăн тухать. Республикăри 11 муниципалитетра уçă вырăнта ÿсекен пахча çимĕçе пуçтарса илес енĕпе тăрăшаççĕ. Хальлĕхе 7,3 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. Çакăнпа пĕрлех республикăра хăмла татаççĕ. Ăна пĕтĕм лаптăкăн пĕрре виççĕмĕш пайĕнчен пухса илнĕ. Симĕс ылтăн тухăçĕн вăтам кăтартăвĕ хальлĕхе 16,8 центнер. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне пĕр тăнăç аталантарса пыма апат саппасне çителĕклĕ хатĕрленĕ – 704 пин тонна майлă. Вырмапа пĕрлех аграрисем кĕрхи культурăсене акса хăвараççĕ – 63,5 пин ытла гектара шуратса хăварнă ÿпланланин 81%Ÿ. Вăрлăх çителĕклĕ – кирлинчен ытларах та хатĕрленĕ. Чăваш Енре юлашки çулсенче техника культурисене туса илес енĕпе те нумай тăрăшаççĕ. Республикăри 19 муниципалитетра рапс, горчица, çуллă йĕтĕн туса илеççĕ. Чăваш Енри фермерсем рапс çăвне çĕр шыв тулашне те сутаççĕ. Çапла пĕлтĕр, сăмахран, Çĕрпÿ округĕнчи Андрей Хорошавин хăйĕн хуçалăхĕнче ÿстернĕ рапсран çу туса Китая та ăсатнă. Унччен продукцие хамăрăн çĕршывра кăна сутнă. Хамăра хамăр тăрантаратпăр Регионти агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Республика хăмла тата çĕр улми, пахча çимĕçпе сĕт, тырăпа аш-какай туса илессипе ÿ100 га пуçнеŸ федерацин Атăлçи округĕнче лидерсен шутĕнче. Ял хуçалăх производствин кăтартăвĕпе Чăваш Ен округра 3-мĕш вырăн йышăнать. Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн доктринипе килĕшÿллĕн Чăваш Республики халăх ыйтăвне тĕп апат-симĕç продукчĕсем тĕлĕшпе туллин тивĕçтерет. Вăл шутра – çĕр улмипе кирлинчен 1,8 хут, сĕтпе – 1,5 хут, пахча çимĕçпе – 18,6%, çăмартапа – 14,8% ытларах. Аш-какайпа тивĕçтересси – кирлĕ шайра. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулти пĕтĕмлетÿпе, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ял хуçалăх производствин индексĕ 106,4% танлашнă. Агроаналитика центрĕн Чăваш Енри филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, услам çу туса кăларасси 2,4 хут ÿснĕ /3 пин тонна таран/; ĕне ашĕ туса илесси – 2 хут /2,4 пин тонна таран/; аш-какай çурма фабрикачĕ туса кăларасси – 28,5% /4,6 пин тонна таран/; сысна ашĕ туса илесси – 26,6% /2,5 пин тонна таран/; шăккалатпа кондитер изделийĕсем – 23,5% /14 пин тонна таран/; тăпăрчă – 8,5% /4,3 пин тонна таран/; ÿсен-тăран çăвне туса кăларасси – 3,5% /9,8 пин тонна таран/; кăлпасси изделийĕсем туса кăларасси – 3,1% /4,7 пин тонна таран/. Услам çу тата ĕне ашĕ туса илессипе регион федерацин Атăлçи округĕнчи субĕектсене самаях хыçа хăварнă. Чăваш хăмли – чи хăватли Чăваш Республики – Раççейре хăмла туса илекен тĕп регион. Республика çак енĕпе агролаборатори инфратытăмĕллĕ компетенцисен центрĕ шайĕнче аталанса пырать. Отрасле вăй пама ресурс çителĕклĕ: сортсен «ылтăн» коллекцийĕ пур, хăмла лаптăкĕсен, ăна туса илекен хуçалăхсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра 10 организаци хăмла ĕрчетет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăмла отрасльне аталантармалли ĕçсен планне Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине кĕртмелли сĕнĕве ырланă. Çак программăпа килĕшÿллĕн хăмла туса илекенсене субсиди тата грантсем парассине пăхса хăварнă, хăмла пахчисене ытларах йĕркелесе пыма палăртнă. Ĕçе тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçласа пыраççĕ. Кăçал ку проекта ял хуçалăх техникумĕсем те хутшăнаççĕ, çав шутра – Çĕрпÿри аграри техникумĕн Етĕрнери уйрăмĕ те. 2030 çул тĕлне Чăваш Енре хăмла пахчисене 500 гектара çитерме планлаççĕ. Хăмла отрасльне аталантармашкăн республикăра кадрсем хатĕрлес енĕпе те тăрăшаççĕ. Аграри университечĕ хăмла ĕрчетекен агрономсене вĕрентет. Унтах хăмлана 15 тĕрлĕ чир-чĕртен фитосанитари тĕпчевне ирттермелли тытăма йĕркеленĕ. Çавăн пекех университетра хăмла сортне палăртма май паракан методикăна та ĕçе кĕртме пултарнă. Унсăр пуçне аслă шкулта «Сăвар» тата «Техĕмлĕ» ятлă йуçĕрех тутăллă сортсене пуçарса янă. Кăçал «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивальти «Раççей хăмли» ĕçлĕ конференцире республика ертÿлĕхĕ хăмла отрасльне вăйлăрах аталантарма май паракан пысăк пĕлтерĕшлĕ килĕшÿсем турĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви «Текстильмаш» пĕрлешÿпе туни пысăк утăмсем тума пулăшĕ. Вăл регионта хăмла туса илессине çĕнĕ технологисемпе усă курса çĕнĕлле йĕркелеме тата укçа-тенкĕ явăçтарма май парать. Çавăн пекех конференцире тăватă енлĕ килĕшĕве алă пуснă: Чăваш патшалăх аграри университечĕ, «Чăваш Республикин машинăсем тăвакан кластерĕ» ассоциаци, «АгроФорест» тата «Техмашхолдинг» пĕрлешÿсем. Ку килĕшÿ отрасле малта пыракан технологисемпе усă курса аталантарма тĕрев памалла. <...>

Наталия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Сывлăх пунктне» кĕрсе тухас терĕм…

Пытарма кирлĕ мар, нумай çын больницăна çÿреме кăмăлламасть. Хăшĕ-пĕри шурă халатлисем патне ĕмĕр тăршшĕпе пĕрре-иккĕ кăна лекет. Виççĕмĕшĕсен ĕç нумайран сиплев учрежденийĕсене çитме вăхăт çук. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне — утăм» проект вара унашкаллисемшĕн питĕ вырăнлă пулчĕ.

«Çÿп-çап контейнерне ăпăр-тапăр тăкма тухсан «Сывлăх пунктне» асăрхарăм. Хама çак кунсенче начартарах туяттăм та — кĕрсе тухас терĕм», «Тĕп пасара кайсан шурă халатлисем çынсен сывлăхне тĕрĕсленине куртăм. Тухтăрсем патне ятарласа кайма вăхăт çук — юн пусăмне, юнри холестерин тата сахăр виçине тĕрĕслеттерес терĕм», — çапла калакан чылай пулчĕ. Апла тăк ку проект врачсемпе пациентсене тата та çывăхлатрĕ. «Сывлăх патне — утăм» проектăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. «Сывлăх пункчĕсенче» тухтăрсем нумай пациентăн сывлăхне тĕрĕслерĕç. Чи пахи — чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртни, сиплеве вăхăтра пуçлани», — пĕлтерчĕ шухăшне Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова медицина колледжĕнче иртнĕ тĕл пулура. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри «Сывлăх патне — утăм» проекта хастар хутшăннă медицина организацийĕсен тĕп врачĕсемпе тата ĕçченĕсемпе Шупашкарти медицина колледжĕнче тĕл пулса уйрăммăн тав турĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре пур тăрăхра та «Сывлăх пункчĕсем» вырăна тухса çынсен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Куçса çÿрекен комплекссем хуласенче кăна мар, аякри ялсенче те ĕçленĕ. «Сывлăх патне — утăм» проект медицинăна çынсемпе çывăхлатрĕ, Чăваш Енре пурăнаканăн кашни çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме, профилактика ĕçĕсем тума май пачĕ. Олег Николаев медицина ĕçченĕсене проекта хастар хутшăннăшăн тав турĕ. «Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ Чăваш Енре пурăнакансем патне пысăк утăм турĕ, çынсене пулăшма пирĕн мĕнле майсем пуррине уçса пачĕ. Медиксемпе пациентсен хушшинче çывăх çыхăну йĕркеленчĕ. Çынсем шурă халатлисенчен сĕнÿ-канаш илме пултарчĕç. Чир-чĕре палăртнă хыççăн сиплеве кайма направленисем илчĕç. Эсир нумай çынна сывлăхне упрама пулăшрăр. Куншăн сире чĕререн тав тăватăп. Сирĕн умра пуçăма таятăп. Пирĕн малашне тата нумай ырă ĕç тумалла-ха. Çынсем сывлăхлăрах, çирĕпрех пулччăр, çитĕнÿсем туччăр тесе тăрăшмалла», — палăртрĕ вăл. Проекта пурнăçа кĕртнĕ май «Сывлăх пункчĕсем» 532 хут вырăна тухса пациентсене йышăннă. Мероприятисем ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Канаш, Шупашкар, Улатăр тата Çĕмĕрле округĕсенче иртнĕ. Кунсăр пуçне «Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшÿллĕн 2769 çын грипран прививка тутарнă. 33000 çын «Сывлăх шкулĕнче» пĕлÿ илнĕ. Проекта пурнăçа кĕртнĕ май куçса çÿрекен 23 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçленĕ. Вĕсенче ял çыннисем профилактика тĕрĕслевне тата диспансеризаци тухнă, электрокардиограмма тутарнă, анализсем панă. Çавăн пекех хĕр-хĕрарăм акушер-гинеколог патĕнче тĕрĕсленнĕ. Куçса çÿрекен 3 маммограф, флюорографипе маммографа пĕрлештерекен 2 комплекс, 3 флюорограф, 3 стоматологи комплексĕ çула тухнă. ВИЧ-инфекцирен тĕрĕслекен куçса çÿрекен пункт та ĕçленĕ. Республикăн аякри ялĕсенче пурăнакансем патне те диагностика ирттермелли хальхи йышши оборудованипе техника çитнĕ. «Сывлăх патне — утăм» проекта 2000 çын хутшăннă. Вĕсем — врачсем, медсестрасем, фельдшерсем, лаборантсем, медиксем, волонтерсем. Терапевт, офтальмолог, дерматолог, стоматолог, гинеколог, хирург тата невролог консультацийĕсене илме çынсем черет тăнă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева проекта хутшăнакансене, çынсемпе тимлĕ пулнăшăн, сывлăхне упрама пулăшнăшăн тав тунă. Хастар волонтерсене, шурă халатлисене наградăсемпе хавхалантарнă. Мероприятире медицина учрежденийĕсен тĕп врачĕсене республика Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе, больницăсене дипломсемпе чысларĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çу кунĕсем иртрĕç пулсан та Чăваш Енре хаваслă

Вăхăт чуппине чатăр карса чарма çук. Ачасен çуллахи хаваслă, илĕртÿллĕ каникулĕ хыçа юлчĕ. Отпусксен тапхăрĕ те вĕçленчĕ. Кăçал вăл хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Мероприятисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркелерĕç. Çавна май вĕсен шучĕ ытти çулхинчен ытларах та пулчĕ.

Эпир, калемçĕсем, вĕсене сăнаса, çутатса пытăмăр. Уявсем, концертсем, фестивальсем тата спорт ăмăртăвĕсем республикăн кашни кĕтесĕнчех иртрĕç, халăха хаваслă кунсем, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, нумайлăха асра юлмалли самантсем парнелерĕç. Халĕ ав проекта пĕтĕмлетмелли, малашлăх планĕсене палăртмалли вăхăт та çитрĕ. Çапла вара Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 2650 /!/ мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсене 800 пин çын хутшăннă. Çав мероприятисем культурăпа, спортпа тата халăхăн канăвĕпе çыхăннă. Вĕсем ытларах Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕрпÿ, Етĕрне, Канаш, Шупашкар тата Комсомольски округĕсенче иртнĕ. Республикăра пурăнакансем тата унăн хăнисем асăннă проектпа çыхăннă мĕн пур хыпара ятарлă портал урлă пĕлсе тăчĕç. Вăл çуллапа çыхăннă чăн-чăн навигатор пулса тăчĕ. Унта 185 пин çын кĕнĕ, хыпарсемпе, пĕлтерÿсемпе паллашнă. Анчах çулла вĕçленчĕ. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» портал хăйĕн ятне улăштарĕ те çулталăкĕпех регионти пулăмсене çутатĕ. Хăйне евĕрлĕ афиша пулса тăрĕ. Проектăн порталĕ «Чăваш Енре хаваслă» ятпа ĕçлĕ. Вăл тата анлăрах, пуянрах пулĕ. Мероприятисене тишкерес тĕк — вĕсем ытларах культурăпа тата спортпа çыхăннине çÿлерех палăртрăмăр. Библиотекарьсемпе культура ĕçченĕсем ачасен, ял-хула çыннисен канăвне хаваслăрах, усăллăрах йĕркелес тесе нумай тăрăшрĕç. Çуллахи каникул вăйă-кулă кăна мар, пултарулăха аталантармалли, ăс-хакăла ÿстермелли вăхăт пулнине асрах тытрĕç. Калăпăр, çурла уйăхĕн вĕçĕнче Куславкка округĕнчи Энтри Пасар вулавăшĕнче «Çуллана кĕнекепе ирттерет» вулава пĕтĕмлетрĕç. Каникул вăхăтĕнче Елчĕк тĕп библиотекинче «90 куна тăсăлакан литература марафонне» пуçарчĕç. Муркаш тăрăхĕнче «Ашкăнчăклă, кĕнекеллĕ çу» мероприятисен ярăмĕ иртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вулавăшра вара «Çулла — кĕнекепе» мероприяти ачасене тунсăхлама паман. Çуллахи вăхăтра республикăн чылай кĕтесĕнче ял кунĕсене йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне ярмăрккăсем, çавнашкал ытти мероприяти иртеççĕ. Ачасемпе çамрăксене унта хутшăнтарни калама çук лайăх тесе калас килет. Праçниксенче çамрăк ăру чăваш наци тумне тăхăнса сцена çине тухнă, вăйă картине тăнă. Çакă хамăр йăла-йĕркене, культурăна упрама, аталантарма пулăшать. Вулавăш тата культура ĕçченĕсем çавăн пекех ачасене Çимĕк, Питрав, Илен, Пыл, Пан улми тата Мăйăр сăпасĕсен уявĕсене явăçтарнă, вĕсен историйĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен каласа панă. Çавăн пекех пур округра та Патшалăх ялавĕн кунне халалланă мероприятисем йĕркеленĕ. Çакна та аса илтерес килет: тĕп хулари музейсемпе театрсен алăкĕсем çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксемшĕн яланах уçă пулнă. Кунта вĕсем валли куравсем йĕркеленĕ, спектакльсем кăтартнă. Сăмахран, Чăваш наци музейĕнче «Калпакпа паллашни» курав ĕçленĕ. Раççей этнографи музейĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине 205 ытла калпак илсе килнĕ. Выставкăра Хĕвел тухăç Европăри, Атăл тăрăхĕнчи, Çурçĕрти, Çĕпĕрти, Вăтам Азири, Кавказри халăхсен XII-XX ĕмĕрсенчи пуçа тăхăнмаллисемпе паллашма май пулнă. Вĕсенчен кашнийĕ халăх символĕ пулса тăнă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Пирĕн урам – чи илемли»

Çынсем хăйсем пурăнакан вырăн хитре те хăтлă пултăр тесе тăрăшаççĕ

Чăвашсем ĕмĕртен пĕрне пĕри пулăшма хăнăхнă. Çурт лартмалла-и е пысăк урăх ĕç тумалла-и — яланах кÿршĕ-аршă пухăннă, тус-тăван тĕрев панă. Чăваш çĕрĕнче ниме йăли-йĕрки паян та пурăнать, халăха тата влаç органĕсене пĕр тĕллевпе пĕрлештерсе ялсемпе хуласен аталанăвне вăйлатма май парать.

Программа улшăнса çĕнелнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа кăçал çĕнĕлĕхсемпе пуянланчĕ. Унта халĕ ялсем кăна мар, хуласем те — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр — хутшăннă. Çавăн пекех проектсен темине те анлăлатнă, конкурса тăратакан ĕçсен шутне чикĕлессине те пăрахăçланă, бюджетран уйăракан укçа виçине те пысăклатнă. Çавна май программăна хутшăнакансен йышĕ те пысăкланнă, территори аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ проектсен шучĕ те ÿснĕ. Республикăри хуласем программăна 305 проект тăратнă. Шупашкарта халăх пуçарăвĕсене тĕпе хуракан 151 проект хатĕрленĕ, Çĕнĕ Шупашкарта — 78, Улатăрта — 29, Çĕмĕрлере — 27, Канашра — 20. Уйрăмах «Манăн картиш» номинацире заявка нумай: 187 е мĕн пур проектсен иккĕ виççĕмĕш пайĕ. Ку темăна, сăмах май, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе программăна кĕртнĕ. Муниципалитет округĕсенче пурăнакансем тата хастартарах. Ял çыннисем программăна хутшăнма 1,6 пин ытла проект хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, влаç органĕсем тăван тăрăха лайăх енне улăштарма тăрăшакансене яланах пулăшма хатĕр. «Сăмахран, ялта çĕнĕ фельдшеракушер пункчĕн строительстви пырать. Об±екта хута ярсан унăн таврашĕнчи территорие те хăтлăлатас килет. Тротуарсем пулччăр, газонсем ешерччĕр… Куç илеме юратать-çке. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа шăпах çакăн пек самантсемпе çыхăннă ыйтусене комплекслă майпа татса пама пулăшать. Муниципалитетсен ертÿçисем ку çул-йĕрпе анлă усă курма хăнăхса çитрĕç. Çапах та пĕрлехи вăйпа тăван тавралăх аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене татса пама çăмăлрах», — терĕ Олег Николаев.

Пĕрлештерет, яваплăха ÿстерет «Ниме — Халăх бюджечĕ» программа кашни çынна тăван ял е хула аталанăвне витĕм кÿме май парать. Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов палăртнă тăрăх, çынсем ялта мĕн тумаллине хăйсем палăртаççĕ-çке. Пĕр ĕмĕт-тĕллев пулни, паллах, халăха пĕрлештерет, яваплăха ÿстерет, хăтлă пурăнма хавхалантарать. Трак енре пуçаруллă бюджет программипе килĕшÿллĕн 43 проект хатĕрленĕ. Хăшĕ онлайн-сасăлавра ытларах сасă пухĕ — çавна 2026 çулта ĕçе кĕртĕç. Хальлĕхе конкурса тăратнă проектсем 830 сасă пухнă. Малта пыракан об±ектсен шутĕнче — «Пучах» ача садне оборудованипе тивĕçтересси /76 сасă/, Васнар ялĕнчи халăхпа тĕл пулмалли çурта хăтлăлатасси /65 сасă/, Янкас урамĕнчи Çамрăксен урамĕнчи çула юсасси /38 сасă/, Именкасси ялĕнчи шывпа тивĕçтермелли тытăма йĕркене кĕртесси /37 сасă/, Пайсупин ялĕнчи Ленин урамĕнчи пĕвене тасатасси /37 сасă/. Тăвай тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем округăн малашнехи сăн-сăпатне витĕм кÿме пултаракан 108 проект хатĕрленĕ. Тăвайсем патшалăх пулăшăвĕпе çулсене юсасшăн, вĕрентÿ учрежденийĕсен ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен тытăмне, пушар сигнализацийĕн системине çĕнетесшĕн, ачасен вăйă, спорт лапамĕсене йĕркене кĕртесшĕн, пĕвесене тасатасшăн. Хăш ĕçсене маларах тума май килĕ? Паллах, сасăлав татса парĕ. Шупашкар округĕнче 2026 çулта «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хутшăнма 134 проект хатĕрленĕ. «Пирĕн çулсем» номинацире — 79, «Ял инфратытăмне аталантарасси» — 24, «Яла хăтлăлатасси» — 20, «Тĕлĕнтермĕш шыв» — 5, «Санăн суйлав» — 3, «Спорт территорийĕ» 3 проект тăратнă. Пĕтĕмĕшле хакĕ — 396,7 миллион тенкĕ. Чăваш Енри ытти ял-хулара пурăнакансем те программăна хастар хутшăнаççĕ. Тăрăшни тăван тăрăх аталанăвне тÿпе хывнине пурте лайăх ăнланаççĕ. Ниме йăли-йĕрки çак ĕç-хĕле Ниме — халăх бюджечĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн проекчĕ Пуçарусен тухăçлăхĕ – куç умĕнче Çынсем хăйсем пурăнакан урама илемлĕ, утса çÿрекен çулсене такăр, ачасем вылякан лапамсене хăрушсăр тăвассишĕн тăрăшнине пуçаруллă бюджет программипе килĕшÿллĕн иртнĕ çулсенче ĕçе кĕртнĕ проектсем те çирĕплетеççĕ. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăн тĕллевĕ — çынсен пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшасси. Мĕн улăштарассине кирек кам та сĕнме пултарать. Пуçарулăх кăна кирлĕ. Чăваш Енре юлашки çулсенче ял-хулари хастарсем тăрăшнипе 6379 проект пурнăçланă. Халăхпа влаç органĕсен тухăçлă ĕçтешлĕхĕн мелĕпе 2313 автоçула, коммуналлă хуçалăхăн 1312 объектне, социаллă-культура тытăмĕнчи 507 об±екта юсанă, 502 кану вырăнне, 425 ача-пăча тата вăйă комплексĕсене хăтлăлатнă, 194 пĕвене тасатнă. Трак енри Йĕпрем ялĕнчи пĕве хĕрринче ял çыннисен пуçарăвĕпе кану вырăнĕ йĕркеленĕ. Проект хакĕ — 3,1 миллион тенкĕ. Тăкаксен пысăк пайне республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен саплаштарнă, 5 проценчĕ — халăх укçи. Шупашкар тăрăхĕнчи Тойтерек ялĕнчи Мир урамĕнче асфальт сарнă. Ял-йыш такăр çул пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Кăçал пуçаруллă бюджет программи пулăшнипе хăйсен шухăшне пурнăçа кĕртме пултарнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Кĕперсене, çул-йĕре юсаççĕ

«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Шупашкарта çулсене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Гагарин кĕперне 2024 çулхи юпа уйăхĕнче юсама тытăнчĕç. Ăна 1973 çулта тунă, унтанпа юсав ĕçĕсем пĕрре те ирттермен. Халĕ черет Калинин кĕперне çитрĕ.

Кунсерен – 18 пине яхăн транспорт

Çак проектпа усă курса Калинин кĕперне те юсама пуçланă. Хальлĕхе хулан çурçĕр-хĕвел анăç районне каякан пайне хупнă. Çавна май çул çÿрев йĕркине улшăнусем кĕртнĕ: каçăпа икĕ еннелле пĕрер юхăм пулĕ. Хăш-пĕр автобус маршрутне те улăштарнă. Ку кĕпер çийĕн кашни кунах 18 пине яхăн транспорт каçса çÿрет. Çакă Шупашкарти пĕтĕмĕшле транспорт юхăмĕн 11 процентне сыпăнтарать. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулине, Çĕнĕ кăнтăр районне, хулан тĕп тата çурçĕрхĕвел анăç пайĕсене транспорт çыхăнăвĕпе тивĕçтерет. Ăна 1963 çулта хута янă. Вăл тĕп хулари тимĕр-бетон кĕперсен шутĕнче чи кивви шутланать. 60 çул ытла «ĕçлет», тĕплĕ юсав пĕрре те ирттермен. Çавăнпа та Калинин кĕперне туллин юсама палăртнă. Каçă тăршшĕ — 114,4 метр. Ăна тапхăрăн-тапхăрăн юсаççĕ. Çакă пĕтĕм ĕç вăхăтĕнче транспорт çÿрессине сыхласа хăварма май парĕ, çынсемшĕн чăрмавсене сахаллатĕ. Ĕçсен ытларах пайĕ кĕпер айĕнче пулĕ. Никĕсне, юписене çирĕплетĕç, чаракĕсене улăштарĕç, асфальт сарĕç. Подрядчикĕ — «Универсал» пĕрлешÿ. Унпа 312,33 млн тенкĕлĕх контракта алă пуснă. Калинин кĕперĕн юсавне 2026 çулхи юпа уйăхĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Гагарин кĕперĕн юсаса çĕнетнĕ пайне вара кăçалхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче хута ячĕç. Çак ĕçе планпа пăхнинчен виçĕ уйăх маларах вĕçленине палăртма кăмăллă. Юсав вăхăтĕнче ĕçлекенсен йышне тата техника шутне пысăклатнăран ĕç кал-кал пынă иккен. Специалистсем пĕр вăхăтрах тĕрлĕ ĕç пурнăçлама май çитернĕ. Шупашкар çыннисем унăн тепĕр енне те хăвăртрах уçасса кĕтеççĕ. «Универсал» об щество кĕперĕн çиелти сийне — транспорт çулне — кăçалах туса пĕтересшĕн. Кĕпер айĕнчи ĕçсене вара çитес çул вĕçлĕç. Хальхи вăхăтра Шупашкар агломерацине кĕрекен çулсен тăршшĕ 215 çухрăмпа танлашать: 85 проценчĕ нормăпа килĕшсе тăрать. Çитес çулсенче Сĕнтĕрвăрри çулĕпе Трактор тăвакансен проспекчĕ, Б.Хмельницкий тата Ю.Фучик урамĕсем хĕресленнĕ, «Хĕвеллĕ» тата «Университет» микрорайонĕсенчен тухмалли, Сĕнтĕрвăрри çулне евĕрлекен çул-йĕре тумалла. Умри тĕллевсен шутĕнче çавăн пекех — виççĕмĕш транспорт çурма унки. 221 троллейбус туяннă Общество транспорчĕ те аталанăвăн пысăк хăватне палăртать. Шупашкар халĕ троллейбуспа тивĕçтерес тĕлĕшпе Раççейре — пĕрремĕш вырăнта. Чăваш Ен юлашки вăхăтра 221 çĕнĕ троллейбус туяннă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче троллейбуссем çÿреме тытăннă. Пилĕк çул каялла общество транспорчĕпе лару-тăру еплерех йывăр пулнине астăватăр-и? Паян вара ăна тÿрлетме тăрăшаççĕ. Халĕ çĕр çинчи транспортсемсĕр пуçне юхан шыв çийĕн çÿрекеннисем те пур. Чăваш Енре чи малтан регионсен хушшинчи «Шупашкар — Хусан» тата «Шупашкар — Свияжск» маршрутсем йĕркеленчĕç. Унсăр пуçне виçĕ «Валдай-45» пассажир карапĕсем туянчĕç. Шупашкарти аэропорта юсаса çĕнетес ĕç пырать. Вĕçев терминалне уçнă ĕнтĕ. Пилĕк çулта пассажирсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ. Хулаçум чукун çул çыхăнăвĕн икĕ çĕнĕ маршрутне хута ячĕç. Пассажирсен йышĕ кунта та икĕ хут ÿснине палăртма кăмăллă. Пурнăçланă проектсене пула Чăваш Ен хăйĕн позицине хальхи вăхăтри кал-кал аталанакан регион пек çирĕплетрĕ. Унта транспорт пурнăç пахалăхĕн тата экономика ÿсĕмĕн тĕп элеменчĕ пулса тăрать. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Туристсене ытларах илĕртесшĕн

Çакăн пирки Аслă экономика канашĕн авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче пĕлтернĕ. Унта Чăваш Енри туризмăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн стратегине хакланă. Документра палăртнă тĕп тĕллевсем: килекен туристсен йышне 1,7 млн çынна çитересси, пулăшу ĕçĕсен экспортне 3 хут ÿстересси. Ларăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Стратеги республикăра «Наци туризм маршручĕ» ятпа регион шайĕнчи анлă проекта пурнăçлассипе çыхăннă. Çавна май 110 ытла инвестици тата инфратытăм проектне ĕçе кĕртмелле. Республикăра палăртнă 10 территорие аталантарма пурĕ 19 млрд ытла тенкĕ кирлĕ пулĕ. Çакă Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхне тата туристсен йышне ÿстерме пулăшмалла. Атăл леш енне сывлăха çирĕплетмелли туризм центрĕ евĕр аталантарма планлаççĕ. Шупашкар округĕ этнотуризм центрĕ, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Етĕрне округĕсем юхан шыв туризмĕн центрĕсем пулса тăмалла. Экологи туризмĕн центрĕсем тесе Муркаш тата Красноармейски тăрăхĕсене палăртнă. Çĕрпÿ тата Улатăр округĕсем тĕнпе çыхăннă туризм вырăнĕсем пулĕç. «Туризм аталанăвĕ пирки калаçнă чухне кашни япала инфратытăмпа та, пулăмсемпе те çыхăнса тăмаллине шута илмелле. «Хаваслă çу кунĕсем» проект çакна кăтартса пачĕ. Шалти туризма та, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн илĕртÿллĕ вырăнсене те аталантармалла. «Пехет» агромаркет пирки те кашниех пĕлетĕр. Эпир ăна чăваш ял хуçалăх производствин, тĕпелĕн, культурин ырă йăлисене тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр», – палăртнă республика ертÿçи. Пĕлтĕртенпе Чăваш Ен «Пысăк Атăл» макротерритори шутĕнче. Унта кĕрекен кирек хăш региона та килекен турист юнашаррисене те çитсе килме пултарать. Регионсене çыхăнтараса тăраканни – Атăл тата автоçулсем. Республикăн экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова Чăваш Ене килекен туристсен 90 проценчĕ шăпах автотуристсем пулнине пĕлтернĕ. Пирĕн хăйне евĕрлĕ культура, пуян чĕлхе, наци йăли-йĕрки тата çынсен пултарулăхĕ экономикăн креативлă проекчĕсене пурнăçлама май панине палăртнă. 2025 çулта экскурси ертсе пыракансен аттестацине ансатлатма тытăннă, кунпа пĕрлех туризм сферинчи ĕçлĕ климат та лайăх енне улшăнни палăрать. Ку отрасль те цифра сервисĕсем тĕлĕшпе пуянланать. Чăваш Енре туризма аталантарма çут çанталăк условийĕсем те меллĕ, культурăпа истори пуянлăхĕ те курăмлă. Региона çитме транспорт меллĕлĕхĕ пысăк шайра. Социаллă пурнăçпа экономика, инфратытăм аталанăвĕ, кадрсене хатĕрлесси те туризм отрасльне ырă витĕм кÿреççĕ. Республикăри «Присурский» заповедник (Улатăр, Елчĕк, Патăрьел округĕсем), «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ (Шăмăршă округĕ) – туристсене илĕртекен вырăнсем. Унсăр пуçне çут çанталăк палăкĕсем те, çут çанталăкăн уй рăмах сыхласа тăракан территорийĕ те сахал мар. Унта турист маршручĕсене йĕркеленĕ. Çут çанталăк условийĕсене шута илсе тата «Агростартап» грантпа усă курса Чăваш Енре ял туризмне аталантаракансем те пур. Çапла «Ешĕл айлăм» (Улатăр округĕ), «Туркай» кану бази тата «Айлăм» турбаза (Патăрьел), «Çырла сукмакĕ» (Шупашкар округĕнчи «Ивушка» питомникра) туристсене йышăнаççĕ. Чăваш Ен наци культурин пуянлăхне кăтартса паракан пулăмсемпе – фестивальсемпе тата уявсемпе – пуян: Акатуй, «Раççей симĕс ылтăнĕ», Тихвин ярмăркки, Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен наци тĕпелĕсен фестивалĕ, Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăксен этнофестивалĕ тата ытти те. Республикăри театрсемпе музейсем те ытти регионтан килекенсене илĕртеççĕ. Чăваш наци музейĕ, Тĕрленĕ Раççей карттин музейĕ, )нер музейĕ пирĕн культурăпа тата историпе паллашма пулăшаççĕ. Республикăра 10 ытла предприяти промышленноç туризмĕн объекчĕ шутланать. Унăн уйрăлми палли – Трактор музейĕ. Туризма аталантарас тĕллевпе республика наци проекчĕсене тата патшалăх программисене хутшăнать. Кунпа пĕрлех отрасле инвестици явăçтарассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май инвесторсем валли ăнăçлă, çав вăхăтрах регионта туризма вăйлăрах аталантарма май паракан проектсем хатĕрлеççĕ. <...>

Наталия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.