Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Ватлăх куçран пăхсан

Çамрăк, вăй-хал пур чух тем туса ĕлкĕрессĕн туйăнать. Шел, ĕмĕр кĕске. Çамрăклăх юхан шыв пек кĕрлесе иртсе кайнине, ватлăх куçран пăхма тытăннине сиссе те юлаймастăн. Çулсем иртнĕ май кашниех çемйипе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма, канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленет. Анчах пушанса юлнă çуртра час-часах пĕчченех кун кунлама тивет. Юнашар çывăх çын, ăшă сăмахпа йăпатакан çукки чĕрене ыраттарать. «Мĕншĕн шăпам çапла çаврăнса тухрĕ-ши, ăçта такăнтăм?» - хурланать хăшĕ-пĕри иртсе кайнă пурнăçне тепĕр хут тишкернĕ май. Ватлăхра тăлăха юлни шухăшлаттарать, хăратать. Йывăрлăхра кам пулăшĕ, кам пĕр курка шыв ăсса парĕ? Ирĕксĕрех ют çынсенчен пулăшу ыйтма тивет.

Тăлăха юлнисем

Вăрнар районĕнчи Çавалкассинчи Ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче ку тăрăхри 20 кинемейпе мучи пурăнать. Унччен кунта ача-пăча хуçаланнă. Вĕсен йышĕ сахалланса пынă май пушанса юлнă çуртра пĕччен ватăсене пурăнма кĕтес тупса панă.

Икĕ хутлă кермене йĕри-тавра çÿллĕ те илемлĕ картапа тытса çавăрнă. Картишĕнче - саксем, беседка. Чечексемпе юнашарах - пушаннă йăрансем, купăста купи.

- Пахча çимĕç вырăнта туса илни тăкаксене чакарма пулăшать. Хушма хуçалăхра икĕ сысна усратпăр. Çак ĕçсене ултă социаллă ĕçчен пурнăçласа пырать. Унччен ватăсем те картишне тирпей-илем кĕртме пулăшатчĕç. Çулсем иртнĕ май вĕсен вăй-халĕ чакса пырать, урама та тухмаççĕ, - терĕ Ирина Мокшина заведующи.

Кунта пурăнакансенчен нумайăшĕ сакăр теçеткерен иртнĕ. 60 çулти те пур, ыттисемшĕн вăл çамрăк, «тути çинче амăшĕн сĕчĕ те типеймен-ха». Анчах инвалид хăйне ыттисемпе танах хурать - çамрăкрах пулни сывлăхлă тенине пĕлтермест. Çуртра ватăсене канлĕ пурăнма йăлтах пур темелле: хăтлă палатăсем, çăвăнмалли пÿлĕм, столовăй... Апатне социаллă ĕçченсем пĕçерсе çитереççĕ. Нумаях пулмасть районтан çĕнĕ пысăк телевизор парнеленĕ. Хăшĕ-пĕрин пÿлĕмрех телевизор пулсан та ыттисемпе пĕрле илемлĕ фильм курма фойене тухать. Кунта пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçса чуна йăпатма май пур-çке.

Хысна çуртĕнче хÿтлĕх тупнисем – килти хуçалăха тытса пыма вăй çитереймен пĕччен ватăсем, ачисемпе пĕр чĕлхе тупайманнипе е тĕпренчĕкĕсем эрехпе иртĕхнĕрен тухса тарнисем. Хальлĕхе 15 çын пурăнать кунта. Хăйсене лайăхрах туякансем çу енне килĕсене каяççĕ. Çанталăк сивĕте пуçласанах çурт тулма тытăнать, çапах 20 çынран ытла йышăнаймаççĕ. Хĕле хирĕç кунта эрехпе иртĕхекен пĕччен пурăнакан ватăсем те килесшĕн - выçăллă-тутăллă, сивĕ çуртра камăн тертленес килтĕр? Анчах ун пеккисенчен хăпма тăрăшаççĕ. Ватă çыннăн пенси укçине илме килекенсем те пур. Кинемейсемпе мучисем тĕпренчĕкĕсене курсан хăйсене кăларса янине те, хĕненине те самантрах манаççĕ тейĕн - юлашки укçине кăларса пама хатĕр. Ку тĕнчерен куçса каякансене те социаллă ĕçченсен хăйсен тирпейлесе пытарма тивет - тепĕр чух тăванне юлашки çула ăсатма килĕшекен те çук.

 

Тунсăх тĕлĕк

Фойери сенкер экран умне кинемисем шăкăрин вырнаçнă. Типтерлĕ те таса тăхăннăскерсем илемлĕ фильм пăхнинчен ытла пĕр-пĕринпе калаçса чунĕсене йăпатаççĕ.

- Шĕнер ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ, пулас мăшăра та унтах тĕл пултăм, çемье çавăртăмăр, - хурлăхлă калаçăвне пуçларĕ 86 çулти Ольга Владимирова. - Ывăлпа хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Ывăл çуралсан ял советĕнче Анатолий тесе çыртартăм. Упăшка вара Гена ята кăмăлланă. Эпĕ хунине ниепле те йышăнмасть. Вара Толя-Гена тесе чĕнме тытăнтăмăр. Шел, 31 çултах пурнăçран уйрăлчĕ вăл. Авланнăччĕ ĕнтĕ, ачи те ÿсетчĕ. Пĕррехинче ĕçрен таврăнсан шыва кĕме кайрĕ та шăнăр туртнипе путса вилчĕ. Хăрушă хыпара мана пĕлтерсен пĕве хĕррине тÿрех чупрăм. Шывран туртса кăларнăччĕ, чĕртме хăтланса массаж тăваççĕ, силлеççĕ. Чĕрнисем кăвакарнăччĕ ĕнтĕ...

Инкек хыççăн кинĕм ачипех аякка тухса кайрĕ. Кайран тепĕр хут çемье çавăрчĕ. Халĕ Санкт-Петербург хулинче пурăнаççĕ. Мăнукăм хĕр пулса кайнă ĕнтĕ. Юлашки хут хăçан курнине те астумастăп ăна.

Валя хĕрĕм те 59 çулта йывăр чирлесе вилчĕ. Унăн виçĕ ачи ман патрах çитĕнчĕç. Хĕрĕм пĕчĕк мăнуксемпе пĕрле ача пăхма тесе илнĕ карчăка та килсе ячĕ. Ют çын тесе уйăрса тăман, кÿрентермен, хамах тирпейлесе пытартăм. Мăнуксене те ура çине тăратрăм. Асли пурăнма манпа юлчĕ. Мăшăрăм вилнипе хирĕçлемерĕм: ватăлсан хама пăхасса шантăм мар-и? Салтака ăсатрăм, авлантартăм. Килĕштерсех пурăнтăмăр, ятлаçман-çапăçман. Мăнукăн икĕ ачине те юратса пăхрăм. Вăрнарта вĕренетчĕç, канмалли кунсене киле таврăнатчĕç. Вĕсем çитнĕ тĕле тутлă çимĕçсем хатĕрлесе хураттăм. Ачасем çитĕннĕ май çамрăксене чăрмантарма тытăнтăм пулас. Пĕррехинче мăнукăм мана хирĕç ларчĕ те: «Кама саван, кама кăмăллан, кама юрататăн е каян», - терĕ пÿрнисене хуçлата-хуçлата. Чĕре çурăлса кайнăнах туйăнчĕ. Çуртне те выçăллă-тутăллă пурăнса хам тунăччĕ. Халĕ унта мана валли пĕр пĕчĕк кĕтес те тупăнмарĕ.

Нумаях пулмасть кÿршĕсем патне кайма тиврĕ. Пăхатăп, пирĕн урам хапхи яр уçă, çынсем кĕркелесе тухаççĕ. Чăтаймарăм, кайса пăхрăм: картишĕнче мăнукăм трактор юсать. Мана курчĕ те: «Каллех ĕçрĕн-им?» - тесе лаплаттарса хучĕ. Пĕр сăмах чĕнмесĕрех тухса утрăм. Вĕсемпе нихăçан та ятлаçса курман. Халĕ те чуна хытарсах чăтрăм.

Кунта та лайăх пăхаççĕ пире. Ятлакан çук, тутлă çитереççĕ, çапах чун тăван кĕтесех туртать. Тĕлĕкре те унпах аташатăп - касу пăхмалла, ĕне сумалла пек... Вăранса каятăп та ваттисен çуртĕнче выртнине ăнланса илетĕп. Чун хурланса килет. Тунсăх шухăшсем канлĕ çывăрма памаççĕ. 84 çулччен çемьере, тăван килте пурăннă хыççăн хысна çуртне куçма çăмăл мар, - пĕркеленнĕ пичĕ тăрăх шăпăртатса юхакан куççульне шăлать кинемей. «Мĕн кулянса ларан вара? - сасартăк пÿлчĕ ăна туйи çине таянса тăракан Алексей Федоров. - Савăнса пурăн та пурăн». Унăн сăмахĕсем хĕрарăмшăн çулăм çине краççын сапнăнах туйăнчĕç пулас. «Тăван килшĕн мĕнле кулянас мар? Сакăр вуннăран иртсен ют çĕре тухса кайнăшăн савăнмалла-им?» - татса хучĕ хыттăн О. Владимирова.

Мăнукĕсем килсе çÿременни те пăшăрхантарать кинемее. «Эпир çемьере 9 ача çитĕннĕ. Пурте арçын ача, эпĕ пĕр хĕр. Халĕ çут тĕнчере шăллăмпа иксĕмĕр çеç тăрса юлтăмăр. Юрать, шăллăмпа кинĕм пăрахмаççĕ мана. Кинĕм кофтăсем çыхса парнелет. Ку та вăл çыхниех, - ăшă та илемлĕ кофтине вараласран хăранăн асăрханса шăлать вăл. - Хăйсем патне хăнана илсе каяççĕ-ха. Анчах вĕсен хăйсен çемйи, чăрмантарас килмест. Кам шутланă шăпам çапла çаврăнса тухасса?»

 

Кашнийĕн хăйĕн шăпи

Зоя Андреевăн та шăпи çăмăл мар. Хĕр чухне Свердловск хулинче стройкăра сахал мар пилĕк авнă. Шел, çемье çавăрма тÿр килмен ăна. Тăван енне таврăнса йăмăкĕпе тата унăн хĕр ачипе Аленăпа пурăннă. Йăмăкĕ çĕре кĕни тахçанах ĕнтĕ. «Алена 16-рах качча кайрĕ, эпир каланине итлемерĕ - пирĕн пек ват хĕре юласран шикленчĕ-ши? Упăшки вара вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Кайран тепĕр хут Воронеж хулинех качча кайрĕ те пĕчченех тăрса юлтăм, - сăмахлать вăл. - Пĕлтĕр хăнана килчĕ-ха. Мана та пĕрле илсе каясшăнччĕ - килĕшмерĕм. Ватлăхра тăван тăрăхран уйрăлас килмест. Çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупса пулĕ-и тата? Хамăн та чĕлхем çивĕч-çке. Пурăнмалли, тен, нумаях та мар, вилсен кам кунта илсе килсе пытарĕ? Ют çĕре кĕрес килмест. Халĕ кил-çуртăм хупă ларать. Пĕччен пурăнма йывăр, хама тăлăха юлнăн туятăп. Çулла сисĕнмест-ха вăхăт иртни. Хĕлле чĕр нуша: картише юр тултарать, кăмака хутмалла, шыв йăтмалла - сакăр вунă çулти карчăкăн ăçтан вăйĕ пултăр? Хальхи вăхăтра çынсенчен пулăшу кĕтсе илеймĕн. Ирĕксĕрех ваттисен çуртне килме тиврĕ. Хăнăхрăм ĕнтĕ кунти пурнăçа, хама килти пекех туятăп», - терĕ кинемей.

Клавдия Кириллова саккăрмĕш çул хысна çуртĕнче пурăнать. Унăн ачалăхĕ йышлă çемьере иртнĕ. Çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. 41 çул пекарьте вăй хунă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Çемье çавăрса ывăл çитĕнтернĕ. Мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ. Мăнукĕ те хĕсмете кайса килнĕ. Çемьери лăпкă пурнăçа ĕçкĕ-çикĕ аркатнă. Ывăлĕ черккепе туслашнă май хирĕçÿ-харкашу вăй илнĕ. Ÿсĕрскер çывăх çыннисем çине алă çĕклеме тытăнсан амăшĕ чăтайман, тăван килĕпе сыв пуллашнă. «Урă чухне йĕркеллех-ха, эрех ĕçсен шуйттан кĕрсе вырнаçать-и?» - пăшăрханса пĕлтерет вăл.

Антонида Назарова вара Ĕпхÿ хулинченех. Йăмăкĕ Вăрнар тăрăхне качча килсен ватлăхра пĕччен юласран аппăшĕ те Чăваш Ене куçса килнĕ. Пысăк хулара çуралса ÿснĕскере ял пурнăçне хăнăхма çăмăл пулман. Çапах ял çыннисемпе пĕрлех уй-хир ĕçне хутшăннă. Тăванĕн ачисене пăхса ÿстерме пулăшнă. Йăмăкĕ çĕре кĕнĕ хыççăн ваттисен çуртне куçнă. «Ĕпхĕве каяс - тăвансемпе çыхăну тахçанах татăлнă. Юлашки вăхăтра йăмăкăм кăна çывăх пулнă маншăн. Сакăр теçеткере мĕншĕн тĕнче касса çÿремелле? Пурнăçăма Чăваш Енрех ирттерем», - терĕ вăл.

- Тĕрлĕ çын пурăнать кунта. Кашнийĕн хăйĕн кăмăлĕ. Анчах килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма тăрăшни сисĕнет. Ваттисен çурчĕ йывăрлăхран, инкек-синкекрен çăлакан пĕртен-пĕр хÿтлĕх вĕсемшĕн. «Килте пурăннă пулсан тахçанах вилмелле эпир», - теççĕ пире тав туса. Пурне те пĕр турапа тураймăн. Ватăсем патне килекен тăванĕсем те сахал мар. Акă Алевтина Игнатьева 80 çул тултарнă тĕле тăванĕсем пысăк уяв хатĕрлерĕç, Шупашкартан паллă артист чĕнсе илсех саламларĕç. Вĕсемшĕн чун-чĕререн савăнатпăр. Тăлăха юлнă ватăсемшĕн вара чунтан хурланатпăр. Вĕсен те тăванĕсемпе кĕрекере ларас, савăнас килет. Алăк уçăлмассерен тăлăх ачасем пек тимлесе пăхаççĕ: ман пата мар-ши? Мĕн тăвăн кашнийĕн хăйĕн шăпи, ăна вара хамăрах йĕркелетпĕр мар-и? - терĕ Ирина Мокшина.

Лариса Никитина.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.