Комментари хушас

30 Юпа, 2014

Çĕр çул - пысăк пуянлăх

Çĕрпÿре пурăнакан Матрена Петровна Кириллова çак кунсенче 100 çул тултарнă. Савăнăçлă çак пулăмпа ăна Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов, социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Широкова, районти ветерансен канашĕн председателĕ Валентина Трофимова саламланă, асăнмалăх парне панă.

Кинемей пулнине-иртнине аса илнĕ. Ĕмĕр хушшинче ăна историри нумай пулăма курма, тÿсме тивнĕ. Асаплă та тертлĕ вăрçă çулĕсем, упăшкине çапăçу хирĕнчен кĕтни, пушар хыççăн çĕнĕ çурт çĕклеме тивни, мăшăрне, ачисене юлашки çула ăсатни... Апла пулин те вăл пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме пултарнă. Матрена Петровна халĕ икĕ ывăлĕпе пурăнать. Хĕрĕ те тăтăшах килсе çÿрет, килти хуçалăха тытса пыма пулăшать. Паян шураппана 15 мăнук, 20 кĕçĕн мăнук, кĕçĕн мăнукĕн 2 ачи савăнтарать. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулнин вăрттăнлăхĕ вара - шÿт туйăмне упраса хăварни, хăвна тата çывăхри çынсене юратни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, ĕçе юратни.

С.РОЗОВА.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.