Комментари хушас

27 Юпа, 2014

"Çур çĕр иртни пĕрреччен "Ирхи кăмăл" валли çын шыранăччĕ"

Кунсеренех вăл чăваш халăхне ырă ир сунать, хаваслă кăмăл парнелет. Кăнтăрла каллех ăшă саламсем вуласа, илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарса радио итлекенсен чун-чĕ­рине ăшăтать. Çынсен пурнăçне çутă кĕртмех çуралнă тейĕн вăл çĕр çине. Çакна тÿрĕ эфира шăнкăравласа çитекенсен тав сăмахĕсенчен туйса илетĕн.

Ирина Николаева сцена çинче те палăрма ĕлкĕрчĕ. Çутă та таса шухăшлă юррисемпе вăл кашни этем чĕринче ырăлăх вăратасшăн, самантлăха та пулин чуна канăç паман пулăмсем çинчен мантарасшăн.

Тепĕр чухне пăрчăканпа танлаштарас килет ăна: кĕске вăхăтрах темĕн те туса ĕл­­­­­кĕ­рет-çке, таçта та çитет. «Телевиденипе кăтартакан леш Energizer батарейкипе ĕçлемест-ши вăл?» - текен шухăш та çуралать хăш чухне. Тем юптарса ларар мар-ха, сăпайлă та пултаруллă Иринăна хăйне сăмах парар.

- Ирина, эсĕ ача чухне мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ? Çав вăхăтри шухăшсемпе паянхи пурнăçу пĕр килеççĕ-и? Урăхларах каласан, ĕмĕт пурнăçланчĕ-и?

- Кирек мĕнле ĕçре тăрăшакана та пĕчĕкренпех хисеплесе ÿснĕ эпĕ. Анне те пĕрмай: «Ĕçрен, вăл темĕ­н­­­­­ле таса мар пулсан та, вăтанма кирлĕ мар, ĕçлемесĕр ларнинчен вăтанмалла», - тесе калатчĕ. Тĕлĕнмелле те, сыватмăша кайсан тухтăр пулас килетчĕ. Шкула çÿ­­реме пуçласан вара вĕрентекен ĕçĕ илĕртетчĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппа журналист пулнă май район хаçатĕнче «Ÿссен кам пулăн?» статья пичетлесе кăларнăччĕ, шăпăрлансен çутă ĕмĕчĕсемпе паллаштарнăччĕ. Ун чухне эпĕ: «Ÿссен тухтăр пулас тетĕп. Вĕсем шурă халатпа çÿреççĕ. Яланах тирпейлĕ те ăшă кăмăллă», - тесе хуравланăччĕ. Аппа маншăн çывăх та юратнă çын, мĕн пĕчĕкрен унран тĕслĕх илсе ÿснĕ эпĕ. Çавна пулах унăн çулĕпе каяс терĕм пулĕ.

- Эсĕ хăй вăхăтĕнче «Тантăш» хаçатпа туслă пулнă вĕт-ха? Вăл санăн пурнăçунта мĕнле те пулин çутă хăварчĕ-и?

- Пиллĕкмĕш класра «Тантăш» хаçатпа туслашрăм. Кĕçнерни кун çитессе еплерех кĕтеттĕмччĕ! Чи юратнă кунччĕ вăл маншăн. Заметка пичетленсе тухсан вара савăнăç чикки те пулман. Хаçат ĕçченĕсене тав сăмахĕ калас килет, республикăн паллă çыннисем çинчен пĕлме тата тавра курăма анлăлатма пулăшрĕ юратнă «Тантăш». «Самант» журнала та алăран яман. Каярах районта тухса тăракан «Каçал ен» хаçатпа туслашрăм, журналист ĕçне чунтан килĕштертĕм. Çак хаçатсемпе туслă пулни мана пуласлăхра питĕ пулăшрĕ. Çавăнпа та шкул хыççăн ăçта каяс шухăш пĕрре те пăшăрхантарман. Пĕр ĕмĕт-тĕл­­­левпе çеç пурăнаттăм.

- Радио пурнăçне мĕнле хăнăхса кĕрсе кайрăн? Йывăрлăхсем тухмарĕç-и? Кулăшла е чăрмавлă самантсем те пулкалаççĕ пуль хăш чухне?

- И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ пухнă вăхăтра Чăваш Ен наци радиовĕпе туслашрăм, каярах кунта ĕçлеме те илчĕç. Кирек мĕнле ĕçе те юратса, чун ыйтнипе пурнăçламалла тесе шухăшлатăп.

Эфира пĕрремĕш хут тухнине ас тăватăп. Алена Терентьевăпа Мальвина Петровăна тав сăмахĕ калас килет! «Чĕререн тухакан сăмахсем» кăларăма ертсе пыма вĕсенчен вĕренсе пытăм. Пĕрремĕш эфиртанах килĕшрĕ, ку кăларăм чуна çывăххине туйрăм. Паянхи кун та кашни радиоитлекен савăнăçĕ хамăнни евĕрех туйăнать, вĕсен телейне пĕрле пайлатăп.

Паллах, йывăрлăхсăр пулмасть. Кун пек вăхăтсенче вара хама лăплантарма тăрăшатăп. Юратнă аттепе анне те яланах хавхалантараççĕ. Çĕнĕ çул кĕтсе илсессĕн кашни кунах виçĕ сехет хушши тÿрĕ эфирта ăшă саламсем йышăннине те, çур çĕр иртни пĕрреччен «Ирхи кăмăл» валли хăна шыранине те, каçхи тăххăрччен кăларăм хатĕр­­­­­­ленине те йăл кулăсăр аса илейместĕп.

Чăрмавлă лару-тăру та пулнăччĕ. Пĕррехинче туспа Алексей Шадриков концертне кайма калаçса татăлтăмăр. Кăларăм валли сценари çырса пĕтертĕм, анчах та сыхласа хăвариччен çак документ таçта çухалнă. Концерта çитсе курасси пулмарĕ. Ун вырăнне çĕнĕрен сценари çыртăм. Паллах, кăмăл пусăрăнчĕ. Юрать-ха, тус ăнланчĕ мана. Тепĕр кунне эфира хатĕрленмесĕр тухаймастăн-çке. Çынна ырă тăвас, май пур таран пулăшас килет. Радиоитлекенсем телей суннă чухне çунатлансах каятăп, нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть пек туйăнать. Нумаях пулмасть Куславкка районĕнчи Вăрасăр ялĕнчен саламлă çырупа килчĕç те май пур таран çыру хатĕрлеме пулăшрăм. Каярах юбилярăн кинĕ: «Тавах ырă кăмăлушăн, Турă пулăшса пытăр сана», - терĕ. Темĕнрен те паха çак сăмахсем.

- Юрă тĕнчи вара сана мĕнле майпа çавăрса илчĕ? Сана «Эмине» ушкăнра куратпăр вĕт-ха? Пĕччен шăрантаракан юррусене те радиопа час-часах илтме пулать.

- Юрă-кĕвĕ маншăн - чун ăшши, чун илемĕ. Хурлансассăн та, савăнсассăн та кăмăла çапла уçатăп. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслашни ахаль пулса иртмерĕ пулĕ. Манăн асаттен аппăшне нумайăшĕ Маюк аппа пек пĕлет. Унăн юррисем Чăваш радиовĕпе пĕрмаях янăранă, хăйĕн сассипе çынсене савăнтарнă вăл. Çавăн пекех асаннен пиччĕшĕ те пултаруллă купăсçă пулнă. Вĕсен ачисем Ольгăпа Михаил Луковсем те юрăçсемех.

Надежда Заводскова ертсе пыракан «Эмине» фольклор ушкăнне те ăнсăртран лекрĕм. Халăх юррисем чуна çывăх пулнăран çак ушкăнра юрлама пуçларăм. Хамăн репертуар та пур. Хуть те мĕнле чухне те сăпайлăх яланах малта пулмалла тесе шухăшлатăп. Пурнăçра мĕнле, сцена çинче те çаплах эпĕ.

- Радиоитлекенсенчен нумайăшĕ санăн çепĕç­лĕх­­ÿнтен тĕлĕнет. «Мĕнле хитре те ăшă кăмăллă калаçать çак Ирина Николаева», - текен чылай. Чăнах та, мĕнле-ха эсĕ яланах çапла йăваш пуп­летĕн? Тарăхма пултаратăн тесе никам та калас çук. Ытти чухне те çавăн пек-и эсĕ? Е хăвна алăра тытма çук самантсем те пулаççĕ?

- Çепĕçлĕх пирки калас пулсан ку ен аннерен куçнă пулĕ. Анне пирĕн çине нихăçан та сасă хăпартса калаçса курман. Страхлакан компанире агент пулса ĕçленĕ май пĕрмаях çынсемпе ĕçлеме тивет унăн. Пуринпе те ăшшăн калаçать вăл. Эпĕ унран тĕслĕх илсе ÿснĕ. Халĕ кирек хăçан та аннепе калаçса чуна лăплантаратăп. Пурнăçра, паллах, тĕрлĕрен пулать. Кулянмалли, тепĕр чухне тарăхмалли сăлтав та тупăнать. Кун пек чухне чиркĕ­­ве кайса килетĕп, çурта лартса Турăран пулăшу ыйтатăп. Чăннипе вара, йывăр чухне çеç мар, Турă пирки пĕр самант та манмастăп, ăна ĕненетĕп. Пиччен хĕрĕ пĕринче мана: «Санăн аннÿпе аçу шкулта ĕçлеççĕ пулĕ, пĕр усал сăмах та илтсе курман-çке санран», - тесе каласа култарнăччĕ. Чăннипе вара, атте те, анне те шкулта ĕçлемеççĕ. Атте Мускава ĕçлеме çÿрет, анне «Росгосстрах» компанире - 28 çул.

- Ирина, пĕррехинче санăн тăван шкулунта, Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче, пулма тÿр килнĕччĕ. «Кавказ тыткăнĕнчи хĕр» фильмри пекех ырлаççĕ сана унта: «Ăслăскер, хастарскер, спортпа туслăскер тата питĕ илем­­­­лĕ­с­­­­­­­кер!» Эсĕ спортпа та туслă иккен...

- Спортпа пĕчĕкренпех туслă. Чупнă, йĕлтĕрпе ярăннă, каярах ирĕклĕ майпа та кĕрешнĕ. Кашни шăмат кун-вырсарни кун пĕр-пĕр ăмăрту пулнăран ирхине тул çутăлнă-çутăлман шкула утнă чухне: «Хăçан çывăрса тăранăп-ши?» - тесе шухăшлаттăм. Анчах та çĕнтерÿ хыççăн малалла та малалла тăрăшас килетчĕ. Валерий Иванович Плешков вĕрентекенпе Валерий Хрисанович Денисов тренера тав сăмахĕ калатăп.

- Илемлĕх конкурсĕсене те хутшăннă пуль-ха?

- Шкулта хутшăннă, «Шкул мисĕ» ята илнĕ, малалла хутшăнма кăмăл туман, вăл шая çитеймен эпĕ. Çавăнпа илем конкурсĕсене хутшăнма вăтанатăп.

- Кăçал эсĕ республика Пуçлăхĕн стипендине виççĕмĕш хутчен илетĕн-и-ха? Стипендиат пулас текенсене мĕнле сĕнÿ-канашпа пулăшма пултаратăн?

- Республика Пуçлăхĕн стипендине шкулта тата университетра вĕреннĕ вăхăтра виçĕ хутчен тивĕçрĕм. Паллах, ăна кирек кам та илме пултарать. Чи кирли, ĕмĕт-тĕллев пулни, ăна пурнăçлама пултарни. Тăрăшсан, ĕçлесен - стипендиллĕ пулаятăн. Çавăнпа та çамрăксене çирĕп вăй-халпа ăнăçу сунас килет. Ан ÿркенĕр, кирек мĕнле ĕçе те хаваспах пуçăнăр, лайăх вĕренĕр, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшăр.

- Сан çине пăхатăп та, эсĕ ялан телейлĕ курăнатăн, пурнăçа юратни тÿрех сисĕнет. Сана кам çавăн пек хавхалантарать-ха?

- Аттепе аннене тав сăмахĕ калас килет. Ăнланаççĕ вĕсем мана, пулăшаççĕ. Вĕсен пит-куçĕ телейпе çиçни маншăн чи пысăк савăнăç! Аппапа пичче сывă пулни - чи хаклă тупра!

- Кашни этемĕн мĕнле те пулин тĕллев пулмаллах тетпĕр. Санăн та пурах ĕнтĕ вăл?

- Çемьеллĕ пулса мăшăрпа телей туптас килет, ача-пăчаллă пулса çемьешĕн пурăнас килет! Пурте çакăншăн тĕнчене килетпĕр пулĕ тетĕп. Телей курма, ыттисене ырă тума!

- Ирина, тавах кăмăллă калаçушăн! Таврара пурте сан пек пулсан çĕр çинчех çăтмах пуçланĕччĕ, усал мĕнне те пĕлмен пулăттăмăр. Çынна сунакан ырăлăху сан пата пин хут ытларах таврăнтăр. Мĕн ĕмĕтленни йăлтах пурнăçлантăр!

Лариса ПЕТРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.