Комментари хушас

10 Кăрлач, 2014

Пурнăç - малалла!

Сисмерĕмĕр те - çĕнĕ 2014 çул çитрĕ. Асамлăхпа палăрса тăракан çак уява кĕтсе илнĕ хыççăн 8 кун кантăмăр. Меллĕ самантпа усă курса чылайăшĕ хăнана васкарĕ, çывăх çыннисемпе курнăçрĕ, теприсем тĕнче курса çÿрерĕç, виççĕмĕшĕсем сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе йĕлтĕрпе, конькипе ярăнчĕç... Çав вăхăтрах пирĕн республикăра çемье çавăрса туй кĕрлеттерекенсем те, ача çуратакансем те пулнă. Пурнăç уяв кунĕсенче те пĕр вырăнта тăмасть çав. Чăваш Енре 2014 çулăн малтанхи сакăр кунĕнче тата мĕн кăсăкли-асра юлмалли пулнă-ха?

Акă кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Элĕк районĕнче Мендельсон маршĕ кăçал пĕрремĕш хут янăранă. Сергейпа Елена Александровсене çемье çавăрнă ятпа райадминистрацин ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕ Валентина Трофимова саламланă. Патăрьел районĕнче кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче икĕ мăшăр çырăннă: Айратпа Резеда Сыраевсем тата Марсельпе Алсу Хасяновсем. Çамрăксем телейлĕ çак куна ĕмĕрлĕхе ас туса юласси иккĕлентермест. Кăрлач уйăхĕн 1-8-мĕшĕсенче Чăваш Енре миçе çын официаллă майпа пĕрлешнине республикăри ЗАГС уйрăмĕн ĕçченĕсем татăклăн калаймарĕç - районсем вĕсене ку кăтартусене уйăх вĕçленсен çеç параççĕ-мĕн. Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕччен Раштав типпи пынăран Лаша çулталăкĕн малтанхи эрнинче туй кĕрлеттерекен питех йышлă пулман пек туйăнать. Халĕ типĕ вăхăчĕ пĕтнĕ ĕнтĕ, çавăнпа ятсăр пÿрнине ылтăн çĕрĕ тăхăнакансен шучĕ палăрмаллах ÿсĕ.

2014 çулта ача ытларах çураласса та шанас килет. Акă Шупашкарти Хула клиника 1-мĕш больницин перинаталь центрĕнче уяв кунĕсенче 151 ача - 73 ывăлпа 78 хĕр ача - çут тĕнчене килнĕ, çав шутра йĕкĕреш те пур. Пĕрремĕш пепке - хĕр пĕрчи - кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче 3 сехет те 25 минутра кун çути курнă. Сăмах май, 2012 çулта Хула перинаталь центрĕн ĕçченĕсем 7747 пепкене çуралма пулăшнă. Уяв кунĕсенче республикăри ача çуратмалли ытти çуртра та нумай хĕрарăм амăшĕн телейне пĕрремĕш е черетлĕ хут туйнине ĕненетпĕр. Саккунпа килĕшÿллĕн - пепкене çуралсан пĕр уйăхра ят хума юрать. Çапах ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ савăнăçлă çак утăма май килнĕ таран хăвăртрах тума тăрăшать. Комсомольски район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче, акă, уяв кунĕсенче кăçал çуралнă виçĕ ачана ят хунă. Телейлĕ ашшĕ-амăшне саламлатпăр!

Вулаканăмăрсем пĕлеççĕ ĕнтĕ: пирĕн çĕр-шывра кăрлач уйăхĕн 1-12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ иртет, паллах, Чăваш Ен те айккинче юлмасть. Çак акцин малтанхи 8 кунĕнче 400 яхăн мероприяти йĕркеленĕ, унта 330 пин çын хутшăннă. Çĕнĕ çулхи каникула сывлăхне çирĕплетсе ирттермешкĕн кăмăл тунисем спортăн хĕллехи тĕсĕсене ытларах кăмăллани сисĕннĕ: нумайăшĕ йĕлтĕрпе, конькипе, çунапа тата лашапа ярăннă. Кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕнче, республикăра пурăнакансем бассейна, тренажер залне тата ытти çĕре тÿлевсĕрех кайма, пĕтĕмпе 4,5 пин спорт сооруженийĕпе усă курма пултарнă. Çак куна халалланă мероприятисене 150 пин çын çитсе килнĕ.

 

Çулталăк пуçламăшĕ уяв кунĕсемпе пĕр килнĕрен культура мероприятийĕсемпе уйрăмах пуян пулни куç кĕрет.

Акă Чăваш патшалăх пукане театрĕнче капăр чăрăш марафонĕ пырать. Чăваш наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче илемлĕхе хаклама пĕлекенсене Чăваш художникĕсен союзĕ йĕркеленĕ «Халăха юратса» куравĕ йыхравлать. Экспозицире - Праски Виттин, Николай Карачарсковăн, Владимир Агеевăн, Николай Енилинăн ĕçĕсем. Чăваш наци музейĕнче çавăн пекех «Чăваш Ен çирĕммĕш ĕмĕрте», «Çут çанталăк тата çын», «Хыçрах сăрт-ту, хыçрах хуйхă, хыçрах вăрçăллă Афган», Шупашкар фотографĕн Владислав Алмазкинăн «Каçхи хула» выставкăсем йĕркеленĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ те куракана хапăл пулнă. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем каникул кунĕсенче вырăс тата ют çĕр-шыв искусствипе паллашма пултарнă. Çавăн пекех кунта «Халăх туйĕ художник куçĕпе. Символика, йăла-йĕрке, сăнарсем, хальхи самана», «Чернобыль зони» куравсем ĕçлеççĕ. Сăрă тĕнчи, художниксем пирки сăмах пуçартăмăр пулсан юбилей пирки те асăнар. Кăрлачăн 8-мĕшĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Раиса Терюкалова 75 çул тултарнă. Раиса Фоминична Улатăр районĕнчи Кувакино ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Унăн паллăрах ĕçĕсем: «Чаепитие» батик, «По мотивам «Нарспи», «Чувашский фольклор» картинăсем тата ытти те.

Раштавăн 7-мĕшĕнче Раштав /тури чăвашсен Сурхури/ уявĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов тĕп хулари Татиана чиркĕвĕнче уяв кĕллинче пулнă. Уяв кĕллине Шупашкар - Чăваш Ен митрополичĕ Варнава ирттернĕ. Ятарлă службăна Чăваш наци телекуравĕпе тÿрĕ эфирта кăтартнă. Сăмах май, уяв кĕллисем çав каç республикăри кашни чиркÿрех иртнĕ. Вĕсене турра ĕненекенсем йышлăн пухăннă. Ялсенче пурăнакансем те Раштав уявне анлăн палăртнă. Сурхурирен пуçласа Кăшарниччен /кăрлачăн 7-9-мĕшĕччен/ Çветке /святки/ çÿреççĕ. Тĕрлĕ тум тăхăнса хăнана каяççĕ, праçник ячĕпе саламлаççĕ, пĕр-пĕрне парнесем параççĕ. Анатри чăвашсем çак кун тĕлне хуплу янтăлаççĕ, турисем пăрçа кукăлĕ пĕçереççĕ. Вăрнар районĕнчи Кăмпалсем те Çветкене тухнă. Кĕрĕк тавăрса тăхăнса, пичĕсене маскăпа хупласа килĕрен çÿренĕ, Сурхури юррисене шăрантарнă. Хĕрсене - ăнăçлă качча кайма, каччисене лайăх арăм тупма ырă суннă. «Çурта кăçал «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килтĕр», - тенĕ. Пÿрте кĕрсен: «Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр!» - тесе пăрçа, тулă, урпа сапнă. Унтан: «Сурхури, сурхури, сурăхсем путек туччăр-и, арăмсем ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и»,- тесе шăрантарнă. Кил хуçисем те парăмра юлман - кăпăклă сăрапа сăйланă, кукăльпе хăналанă. Ял çыннисем çак кун пĕрле пухăнса юртан 2014 çул паллине - Лашана - ăсталанă. Паллах, юр кĕлетке тума та манман. Умра - кивĕ Çĕнĕ çул. Ăна та пĕрлех, туслăн уявлама палăртнă Кăмпалсем.

Патăрьел районĕнчи Сителсем те культура çуртĕнче Раштав уявне анлăн палăртнă. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе хĕрарăмсем пуян Иван тата чухăн, анчах питĕ уçă кăмăллă Трофим патĕнче «хăнара пулнă». Чăваш юрри-ташшипе савăнтарнă, юмăç пăхнă. Алена Васильевăпа Оксана Хомуткина фольклор уявĕн мĕн пур йăли-йĕркине пăхăнса «Сурхури» шоу-программа йĕркеленĕ.

Юрă-кĕвĕ, йăла-йĕрке пур тăк - спорт валли те вăхăт тупăнатех. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçра ав кăрлачăн 7-мĕшĕнче хоккеистсен йăлана кĕнĕ Раштав турнирĕ пулнă. Шкул çумĕнчи хоккей площадкинче 4 команда тĕл пулнă. Хĕрÿ тупăшура Шупашкарти аслă шкулсенче вĕренекен яшсен команди мала тухнă. Красноармейскисем воллейболла выляс енĕпе Сурхури турнирĕ ирттернĕ. Унта районти 6 команда вăй виçнĕ. Уяв ăмăртăвĕнче «Уют-Монтаж» команда мала тухнă.

Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче вара çак кунсенче çĕнĕ хоккей коробкине уçнă. Ăна Александр Ефимов учителе асра тытса унăн ятне панă. Апла тăк - шăпăрлансем каникула усăллă ирттерĕç. 2014 çулăн малтанхи кунĕсенче Елчĕк районĕнчи Нурлизамал Камалетдинова 100 çулхи юбилейне хăна-вĕрле пухсах палăртнă. Хăйĕн менельникĕ тĕлне вăл ал арманĕпе кĕрпе авăртнă, кукăль пĕçернĕ. Ял çыннисем каланă тăрăх - унăн аллинче яланах йĕп кăна мар, мăлатукпа пуртă та «ташланă». «Нумай пурăнни çемье çирĕп пулнипе, ĕçченлĕхпе, сывă пурнăç йĕркине пăхăннипе çыхăннă», - тет Нурлизамал Хайертдиновна.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА,

Роза ВЛАСОВА

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.