Комментари хушас

7 Чÿк, 2014

Шăлан

Шăлан çырли /шиповник/ пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен йывăç-тĕм. Çулла пуçламăшĕнче вăл пире хитре те ырă шăршăллă чечекĕпе савăнтарать, кĕркунне - усăллă çимĕçĕпе. Сăмах май, шăланăн çимĕçĕ çеç мар, çеçки те, тымарĕ те усăллă. Шăлан çеçкине пуçтарса тутлă, техĕмлĕ варени пĕçерме пулать.

С витамин шăлан çырлинче нумаййине чылайăшĕ пĕлет. Анчах кашни сортăн уйрăмлăх пур иккен. Нумай витаминлă сортсене мĕнле пĕлме пулать-ха. Ку йышши шăлан çырлийĕн вĕçĕнчи çеçки малалла кăнтарса тăрать, çимĕç пиçсе çитнĕ май çеçкийĕ типсе ÿкет, ун вырăнĕнче çавра путăк тăрса юлать. Сахал витаминлă сор­тăн çимĕç çумĕнчи çеçки çырла çумнелле авăнса лăпчăнать, типсе ÿкнĕ тĕлте пилĕк кĕтеслĕ хытă тĕмеске юлать. Ку шăлан çырлинчен сиплĕ шĕвек хатĕрлес тесен çырлана 2-3 хут ытларах илмелле.

Пирĕн тăрăхра витаминлă шăлан сорчĕсем анлă сарăлнă. Вĕсене хунавпа ĕрчетме меллĕ. Килти хуçалăхра роза ругоза текен сорт аван çимĕç парать. Пĕр тĕм лартни те çителĕклĕ. Роза ругоза нумай витаминлă сорт. Унăн çимĕçĕсем шултра /диаметрĕпе 3 сантиметра яхăн/. Вăл типĕтме çеç мар варени, джем, кĕсел хатĕрлеме те аван. Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа кĕрхи сивĕсем киличченех чечек çурать, çимĕç парать. Роза ругоза хĕллехи сивĕсене чăтăмлă, тĕрлĕ чир-чĕре парăнмасть, хурт-кăпшанкă ăна питех тапăнмасть.

Шăлан çырлине пуçтармалли чи лайăх вăхăт - çырласем янкăр хĕрлĕ тĕслĕленсессĕн. Вăрах пиçнĕ çырлара С витамин сахалланать, сахăр пуçтарăнать. Хĕрлĕ-хăмăр çырла тутипе пылак, анчах унта витамин тин пиçнĕ çырларинчен сахалрах.

Çырлана шăнтиччен йăлтах пуçтарса кĕртмелле, шăннă çырла типнĕ чухне витаминсем сахалланаççĕ. Пуçтарнă чухне çырлан тунине те, çеçкине те ан иртĕр. Кун пек чухне çимĕçри витаминсем лайăхрах упранаççĕ.

Шăлан çырлине татнă хыççăн тÿрех типĕтмелле. Мĕн чухлĕ хăвăртрах типет, çавăн чухлĕ усăллă япаласем нумайрах юлĕç. Çырлана çурмалла çурса шалти тĕклĕ вăрăсене кăларса е чăмăрлах, тасатмасăрах типĕтме юрать. Хĕвел лекмен çĕрте е духовкăра 60-70 градус вĕрире типĕтмелле. Çырла пуссан лайăх тĕпренет тĕк çимĕç - хатĕр.

Сиплĕ шĕвек. Çырлана çумалла, термоса хумалла, вĕрекен шыв ямалла /кăштах сывлăш хăвармалла/ та хупмалла. Пĕр стакан шыв пуçне пĕр апат кашăкĕ шăлан çырли илмелле. Вĕтетнĕ çимĕçе 6-9 сехет термосра тытмалла, чăмăрла çырла пулсан виçене пысăклатмалла, термосра пĕр талăк тытмалла. Шĕвеке икĕ кунлăх хатĕрлеме юрать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.