Комментари хушас

14 Кăрлач, 2014

Пурнăçăн кашни саманчĕпе киленессишĕн

«Анне, паян эсир шкултан таврăнсан йĕлтĕрпе ярăнма тухатпăр-и? Аттепе калаçрăм - вăл килĕшрĕ», - чĕвĕлтетет ирхине садикелле утнă май пиллĕкри Маша. «Ĕçре каçченех тытăнса тăмасан - тухăпăр. Çанталăк лăпкă, пит-куçа сивĕ чĕпĕтмест» , - çĕкленÿллĕ кăмăлпа ĕç кунне пуçлама хатĕр Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Адюковсем. Хĕл ларасса кĕтсе ывăннă та - чун каниччен йĕлтĕрпе чупса ĕлкĕреймен-ха. Спорт тусĕсем вĕсем ку тăрăхра. Тепĕр тесен епле унран ютшăнччăр - кил хуçи Александр Андреевич физкультура вĕрентекенĕ-çке. Вулакана Елчĕк районĕнчи тĕслĕх çемьепе паллаштарма сăлтав пысăк: Адюковсем - «Çулталăк çемйи - 2013» çĕнтерÿçисем. Асăннă конкурсра республикăра мала тухнăскерсем Чăваш Ен чысне федерацин Атăлçи округĕнче кăçал, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче - хÿтĕлĕç. Сăмах май, çемье ăшшине упракан Любовь шăпах çав кун çуралнă. Ăçта вăл - унта йĕрке Çĕмĕрт куçлă виçĕ чиперккене тата вĕсен ашшĕ-амăшне конкурсăн финалне курма кайсан фойере асăрхарăм. Шалти туйăм шăпах вĕсем çĕнтерÿçĕ пуласса систерчĕ. Ара, конкурса тăратнă портфолиосемпе эпĕ паллашма ĕлкĕрнĕччĕ-çке. Илемлĕ альбом пăхма хитри кăна мар, куçа курăнман ăшă тыткăнларĕ. Улталанмарăм иккен. Уяв вĕçленсен Адюковсемпе çывăхрах паллашрăмăр. Тин кăна республика Пуçлăхĕн аллинчен парне илнĕскерсен савăнăçĕ пичĕсем çинчеччĕ-ха. Телейлĕ çемьене саламлама тус-тăванĕ васкарĕ. Хăш-пĕр вăрттăнлăха вĕсем каласа пачĕç. Çемье вучахне хĕмлентерсе тăраканĕ кил хуçи мăшăрĕ Любовь Германовна пулни тÿрех курăнчĕ. Вăтам çулсенчи хĕрарăм пултарулăхĕ тĕлĕнмелле тĕрлĕ енлĕ. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, тĕп должноçĕ - библиотекарь. Вулавăшра сакăр çул ĕçлекенскер пÿлĕмри йĕрке-тирпей çинчен нихăçан та манмасть. Чи кирли - вĕренекенсене кĕнекепе туслаштарма темĕнле çул та шыраса тупать. Вулав каçĕ, диспут, кĕнеке презентацийĕ... - унăн пуçарăвĕпе тăтăшах мĕнле те пулин мероприяти иртет. - Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине упрама, аталантарма хăнăхтарасси - тĕп вырăнта. Ачасемпе юмах вуласа тишкерме юрататăп. Вĕсен шăнăрĕнче - халăх ăс-хакăлĕ-çке. Ĕçченлĕхе, ырăлăха, сăпайлăха вĕрентекен кĕске хайлавсем ачасемшĕн те çывăх. - Хăйĕн профессине юратнине палăртаççĕ Любовь Германовнăн сăмахĕсем. Ĕçне чун киленĕçĕ вырăнне хуракан пултаруллă вĕрентекен уроксене кăсăклă ирттерет. Инноваци технологийĕсемпе тухăçлăн усă курни пĕлÿ парассине çĕнĕ сĕм кĕртет. - Пиллĕкмĕшсемпе Трубина Мархвин «Хăнара» калавĕпе паллашатпăр. Урока хатĕрленнĕ май çак хайлава ачасен чунне витермелле мĕнле ăнлантарасси пирки пуçа вататăп. Шухăшласа кăлартăм! Эпĕ кĕске видеофильмсем ÿкерес енĕпе интересленетĕп. Пĕчĕк хĕрĕме Машăна ĕлĕкхилле тумлантартăм. Мăшăрăма лаша кÿлсе килме ыйтрăм. Çапла кино ÿкерме пикентĕмĕр. Шухăшăм ăнăçлă пиçсе тухрĕ. Урокра ачасем куççуль те кăларчĕç: сюжет тăрăх хĕр ача лаша çинчен ÿксе юлать-çке, - каласа кăтартать Л.Адюкова. - Сăвă калас ăсталăха хăнăхтарас тесе вара вĕренекенсене хăйсем каланине диктофонпа çыртарма ыйтатăп. Конкурссенче чи лайăх вулакансен сассине çыртарса пĕрле итлетпĕр. Тавра курăмне пуянлатас тесе çунни маттур хĕрарăмăн кашни утăмĕнче палăрать. Ашшĕнчен ăна фото ÿкерес ăсталăх куçнă. Уйрăмах пейзажсем чунне çывăх. Çемьепе çут çанталăк ытамĕнче каннă чухне фотоаппарат - чи çывăх «тус» Любăшăн. Хĕрĕсем, уйрăмах тăххăрмĕш класри Катьăпа çиччĕмĕшне çÿрекен Юля, амăшĕн пултарулăхне ăша хывма пуçланă та ĕнтĕ. - Анне шкулта мана хальлĕхе вĕрентмест: унăн аслăрах классенче уроксем иртеççĕ. Апла пулин те вăл лайăх учитель пулнине туятăп: ăна ачасем юратнинчен сисетĕп çакна. Унпа нихăçан та тунсăхлă мар, лара-тăра пĕлменскер килти ĕçсенче те вăр-вар. Çĕнĕ япалана ним мар ăша хывать. Тĕслĕхрен, автомашина рульне тытма хăвăртах хăнăхрĕ. Эпир те, ачисем, анне пек пулма ĕмĕтленетпĕр - чи çывăх çынни пирки каласа кăтартать Юля, вĕренÿре питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер. Хĕрĕн сăмахне çирĕплетнĕ евĕр амăшĕ чунне уçать: - Университетра куçăнсăр майпа вĕрентĕм. Тĕрĕслев ĕçĕсене чунтан тăрăшса çыраттăм. Чылай чухне преподавательсем ман ĕçсене тĕслĕх вырăнне ыттисене кăтартатчĕç. Леонид Петров чĕлхеçĕ шÿтлесе те илетчĕ: «Адюкова пур-и паян? Апла тăк ушкăнра йăлтах йĕркеллĕ». Туслăх ĕçре туптанать Çемье пуçĕ те, унăн мăшăрĕ те вĕрентекен пулнин витĕмĕ кил-йышра пур-и? Çакăн хуравне Адюковсемпе хăйсемпе шырарăмăр. Пур енчен те маттур пулма ăнтăлакан Любовь та, яланах шăнăр вырăнĕнчи çирĕп кăмăллă Александр та манпа килĕшсе: «Пурах», - терĕç. Воспитани миссийĕ чи малтанах хăйсен пепкисенчен пуçланнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Ырă пулма, ял-йыша хисеплеме хăнăхтарасси - вĕсен тивлечĕ. «Ваттисен кунĕ тĕлне, сăмахран, шкул ачисемпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Хĕрĕмсем хамăртан та пуçаруллăрах пулчĕç. Катьăпа Юля открыткăсем хатĕрлесе хамăрăн урамри кашни ватă патне çитнĕ. Пĕр кÿршĕ урама та тухса çÿрейместчĕ - çакăн пек хисепе кĕтменскер куççуль те кăларнă иккен», - ăшшăн аса илчĕ хастар хĕр ачасен амăшĕ. Çемьере чăннипех килĕшÿ хуçаланнине Адюковсемпе калаçнă май ĕненме кăткăс мар: пĕр-пĕрне куçран ăшшăн пăхса калаçниех кăтартать çакна. Çемье туслăхĕ мĕн çинче тĕревленет-ши? - Пĕрлехи ĕç çинче - ытларах, - кил хуçи сăмахĕ татăклăн илтĕнет. Мăшăрĕ Любовь Германовна шухăша малалла тăсать: - Эпир аттепе аннен - виçĕ хĕр. Ача чухне кашнин килти ĕçре хăйĕн тивĕçĕ пурччĕ. Пĕри чашăк-тирĕк çăвать, тепри... Манăн вара шыв кÿмеллеччĕ, кăмака хутма вут-шанкă, кăмрăк илсе кĕмеллеччĕ: ун чухне ялсенче газ пулман вĕт. Пахчара ĕçленĕ чухне хĕрĕмсем йăран пайлаççĕ. «Пирĕн укçа йăранĕсем», - теççĕ шÿтлĕн. Кам тăрăшарах ĕçлет - çавна валли кĕркунне хавхалантару вăйлăрах пуласса пĕлеççĕ-çке. ...Сисмесĕрех 2014 çула пурăнса çитрĕмĕр. Аслă Елчĕкри пурнăçа юратакан çемье тĕслĕхĕпе хавхаланса хăйсен «йăвине» те ăшăлăх ытларах кĕртекенсен йышĕ ÿстĕрччĕ. Кил-йышра килĕшÿ пур тăк çын ырă ĕçсем патне çеç туртăнĕ. Ирина ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.