Комментари хушас

11 Чÿк, 2014

Сочинени: киввине - çĕнĕлле йĕркепе

Патшалăх экзаменĕ мĕнле иртессине уçăмлатрĕç

Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ хыçа юлчĕ. Шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ те темелле. Акă çак уйăхрах, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Раççейĕн пур регионĕнче те вунпĕрмĕшсем пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ çырса пăхĕç. Хаçатра пĕлтернĕччĕ: 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацине иртме ирĕк иличчен выпускниксем вырăс чĕлхипе литературăна пĕлнине çирĕплетсе сочинени хайлама тивĕç. Çак тĕрĕслев декабрĕн 3-мĕшĕнче Раççейри вăтам шкулсенче пуринче те иртĕ.

- Çĕнĕрен таврăннă кивĕ йăлах ку, анчах технологи тĕлĕшĕнчен хытарнă йĕркепе иртекенскер, - çапла хакларĕ кăçалхи улшăнусенчен чи курăмлине çак кунсенче иртнĕ пресс-конференцире ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова. - Унчченрех сочинение ятарлă паллăсемпе хакланă пулсан хальхи кунашкал тĕрĕслевре икĕ тĕрлĕ хаклав çеç пулĕ: «шута илнĕ» е «шута илмен».

Рособрнадзор шухăшлав тематикин енĕсене палăртнă: «Недаром помнит вся Россия...» /М.Ю.Лермонтовăн 200 çулхи юбилейĕ тĕлне/, «Çыншăн вăрçă хускатнă ыйтусем», «Этем тата çутçанталăк - çĕршыв тата тĕнче литературинче», «Ăрусен тавлашăвĕ: пĕрле е уйрăмшар», «Çынсем мĕнпе пурăнаççĕ?» Çаксем çинче никĕсленнĕ темăсене вĕренекенсем экзамен умĕн тин пĕлĕç. Вăхăтăн кашни вырăнĕ валли Рособрнадзор хăйĕн темине хатĕрлĕ. Информацие çак тытăмăн сайтĕнче экзаменччен 15 минут маларах тупса паллашма май килĕ.

Сочинени çырнă чухне вĕренекен мĕнпе усă курма пултарать-ха? Орфографи словарĕсĕр пуçне - нимĕнле урăх хатĕрпе те. Экзамен вăраха тăсăлнине кура - 3 сехет те 55 минут пырать - çăмăл апат /печени, улма-çырла сĕткенĕ, шăккалат.../ илсе кĕме чармĕç. Выпускниксен йышĕнче сывлăх енчен тĕрлĕ тăрăмрисем пуррине шута илнипе те çыхăннă ку.

Сывлăх тенĕрен, хевтесĕр ачасем экзаменра сочинени вырăнне изложени çырма пултараççĕ. Вĕсемшĕн тата иртнĕ çулсенчи выпускниксемшĕн экзамен вăхăтне тепĕр сехет çурă таран тăсĕç.

Вĕренекенсен ĕçĕсене вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем /анчах та вунпĕрмĕшсене çак вĕренÿ çулĕнче пĕлÿ параканнисем мар/ тĕрĕслĕç. Ĕçсене тишкернĕ чухне вĕсене тĕрлĕ енчен хаклама тивĕ: шухăшлав тексчĕ темăпа тÿр килет-и, материалăн логика ăнлантарăвĕ пур-и /литература хайлавĕсемпе çыхăнтарни/, ĕçе композици тĕлĕшĕнчен еплерех йĕркеленĕ, сăмахсемпе предложенисене тĕрĕс çырнă-и.

Сочиненишĕн «шута илнĕ» паллă илесси патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ валли ирĕк илнипе танлашать терĕмĕр. Шкул хыççăн малалла гуманитари специальноçĕпе вĕренме кĕрес ĕмĕтлисемшĕн вара пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн пĕлтерĕшĕ пысăкрах. Йышăну комиссийĕ абитуриентăн асăннă ĕçĕпе паллашма /сканерланă ĕçсене Раççей пĕрлехи электрон базине вырнаçтарĕç/, 10 баллă шкалапа усă курса хаклама пултарĕ. Урăхла каласан - пулас филологсен, культурологсен, артистсен, журналистсен /.../ сочинение май пур таран пахалăхлă çырма тăрăшмалла: вĕренме кĕнĕ чухне хушма бонуссем пулĕç. Сăмах май, çакнашкал услови маларахри çулсенче аттестат илнисем, анчах балл çитейменнипе аслă шкула гуманитари специальноçĕпе вĕренме кĕрейменнисемшĕн те юрăхлă. Эппин, пĕлтĕрхи - виçĕмçулхи çакнашкал выпускниксем те çÿлерех палăртнă кун сочинени çырма пултараççĕ. Çакăн валли вĕсен ноябрĕн 19-мĕшĕччен ыйтса çырмалла. Заявление Шупашкарти Шкул тăкăрлăкĕ 10а çуртĕнче вырнаçнă Республикăри информацие хатĕрлесе çитерекен центра тăратмалла.

Çакă та пĕлтерĕшлĕ: сочиненисен хушшинче 50 процент таран пĕрпек ĕçсем тĕл пулсан вĕсенчен кашнинех пăрахăçлаççĕ. Кăмăлсăр çакнашкал пулăмран айккинче юлас тесен вĕренекен хăйĕн ăсне кăна шаннинчен пахи нимĕн те çук.

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.