Комментари хушас

13 Чÿк, 2014

Яваплăха туйса, çынлăха çухатмасăр

«Вăйлă пулни, яваплăха туйни кăна çителĕксĕр, йĕркелĕх хуралçишĕн çынлăх та кăтартуллă пулмалла», - çапларах палăртнă Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекен Настя Сусметова ЧР Шалти ĕçсен министерствин общество канашĕ йĕркеленĕ конкурса хутшăнса çырнă сочиненийĕнче. Килĕшсемĕр, право хуралĕн çак органĕн тивĕçĕсен тĕп тĕшшине палăртнă вĕт. Тунтикун полицейскисем тĕп хулари Оперăпа балет театрĕнче хăйсен професси уявне паллă турĕç те - пакунлă çынсен ĕçне хаклакан ăшă сăмахсем янăрарĕç.

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов палăртнă тăрăх - республикăра кăçал пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç чылай пулчĕ - çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хутшăннипе иртнĕ спорт форумĕ таранах. Полици айккинче тăман - йĕркелĕхе тивĕçтерме ăна кашнинчех явăçтарнă. «Пăтăрмахсем пулман, çакăнта сирĕн тÿпе те пысăк. Республикăри пĕтĕмĕшле лару-тăрушăн та тăнăçлăх кăтартуллă», - тав туса палăртрĕ министр. Преступленисене уçса парас енĕпе те лайăх ĕçлени куç кĕрет: ку енĕпе Чăваш Ен полицийĕ Атăлçи округĕнче лидер шутланать.

Çакна çирĕплетекен ăнăçлă тĕслĕхсене те асăнчĕç. Çав шутра - «хура риелторсен» ушкăнне сиенсĕрлетни, банкоматсенчен укçа вăрлакансене тытса чарни, автосалонран машинăсем вăрланă çынсене тупса палăртни тата ытти те. 14кг ытла наркотик хутăшĕсем туртса илнĕ, экономикăри пысăк сиен кÿнĕ преступленисене уçса панă... Çавна май патшалăх полицие тĕревлесе пурнăçлакан ĕç те - тивĕçлипех. Кăçал Чăваш Ен ШĔМĕ 94 единица транспорт илнĕ. Медсанчаçе çĕнетнĕ. Министерствăн çĕнĕ корпусне тума пуçлаççĕ. 19 сотруднике çурт-йĕр туянма укçа панă. Пурăнмалли çурт çĕкленĕ те - 63 çемье çĕнĕ хваттерсем илнĕ.

...Пысăк экран çине полицейскисен хушамачĕсемпе сăнÿкерчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри тухаççĕ: Олег Коновалов, Николай Поручиков, Александр Егоров, Леонид Пучков... Çурçĕр Кавказра служба тивĕçĕсене пурнăçланă май вилнĕ Чăваш полицейскийĕсем. Чуна çурасла кĕвĕ янăрать. Зал ура çине тăчĕ. Кашнин куçĕсем шывланчĕç... 1995 çултанпа Çурçĕр Кавказра ЧР ШĔМĕн вунă сотрудникĕ пуç хунă...

Чăваш Ен полицийĕн 6,5 пин çынран тăракан пысăк йышне уяв ячĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ыттисем саламларĕç. Паллах, награда та нумай пулчĕ /сăнÿкерчĕкре/. Чыса тивĕçнисен шутĕнче - рядовойран пуçласа полковник таран: Дмитрий Кузнецов, Михаил Трифонов, Алексей Лазарев, Валерий Смирнов, Сергей Столяров тата ыттисем.

Уяв концертпа вĕçленчĕ. Профессионал артистсене те чĕннĕ, анчах полицире хăйĕнче те вокал енĕпе вĕсенчен юлманнисем пайтах. Пакунлă юрăçсем те сцена çине тухрĕç - мĕнлерех юрлаççĕ! Залри ĕçтешĕсем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Тепĕр самант вара çак йĕркесен авторĕшĕн пушшех кĕтменлĕх пулчĕ. ШĔМĕн общество канашĕн ертÿçи Игорь Кустарин /ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин президентне кашниех пĕлет-тĕр/ тĕлĕнтерсех ячĕ: гитара калама та, юрлама та ăста иккен! Предпринимательсене явăçтарса «Кустаринăн рок ушкăнне» йĕркеленĕ - вăл та пакунлă çынсене хăйĕн юрри-кĕввипе савăнтарчĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.