Комментари хушас

28 Çурла, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи вун улттăмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр умĕнче» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăна «Ултав çулĕпе çÿресен» корреспонденци тата "Паспортсăр йышăнмастпăр" ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Пултаракансемпе култаракансем» рубрикăра «Хаклăскер» памфлет тата ытти кулăш пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра пирĕн хастар авторсен А.Савельев-Сасăн «Çыру хыççăн çыру" кулăшĕ, Лидия Саринен «Эпĕ артистка» калавĕ çапăннă.

Çавăн пекех журналта Светлана Асаматăн «Телейлĕскер» калавне, Николай Карайăн «Юмăç» сăввине вулама пулать.

Кăларăмра «Йĕплĕ йĕркесем», «Пулать вĕт», «Ан та кала» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

PDF-верси

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.