Комментари хушас

20 Чÿк, 2014

Çуралнă кун тĕлне - пысăк парне

Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче кун çути курнă кĕнеке - Ухсай Яккăвĕн «Çырнисен пуххин» улттăмĕш томĕ - тăван литературăн ылтăн çÿпçине пуянлатакан кăларăм. Вăл шăпах халăх поэчĕн çуралнă кунĕ тĕлне /ноябрĕн 26-мĕшĕ/ пичетленни те хăйне евĕрлĕ парне темелле.

Çĕнĕ кĕнекене вулакансем лайăх пĕлекен хайлавсем кĕнĕ: «Тутимĕр» трагеди /1941/, «Ту урлă çул» роман /1952/, «Ăраскаллă драма» /1939/ пьеса.

«Тутимĕр» трагедипе ĕçлеме пуçланă самант пирки Ухсай Яккăвĕн хĕрĕ Ольга Ухсай кĕнекере çапла çырса кăтартнă: «...1930 çулта Яков Мускав университетне вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен Пушкăрт республикине таврăннă. 1933-1936 çулсенче Пушкăрт АССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çумĕнчи чĕлхе тата истори наука тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. Чăвашсен историйĕпе тата культурипе çыхăннă нумай материал упраннă кунта. Институт архивĕнче тупнă та çамрăк тĕпчевçĕ Тутимĕр йĕрĕсене. Тутимĕр - чăнласах пурăннă çын, Салават Юлаевăн çулташĕ. 1754 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче çуралнă Салават - пушкăрт халăх паттăрĕ, унăн юрăçи. Тутимĕр пирки пĕлекенни Чăваш Енре те темиçе çын кăна... Тутимĕр ята чăвашла икĕ майлăн ăнланма пулать: тÿрех ăса кĕрекенни - тимĕр сăрт-ту, тепри вара - «тимĕр кăларса тупта» ăнлав. Манăн чуна иккĕмĕш пĕлтерĕш çывăхрах: чăвашсем Пĕрремĕш Петĕр патшан тимĕрпе ĕçлеме чаракан хушăвне хирĕçленине палăртать вăл». «Тутимĕр» трагедире пăлхава çĕкленнĕ халăхăн утаманне сăнласа кăтартнă, унта вунсаккăрмĕш ĕмĕрти чăваш çыннин пурнăçĕ витĕмлĕн ÿкерĕнсе юлнă.

Ухсай Яккăвĕн пултарулăх тымарĕсем, поэтăн хĕрĕ Ольга Яковлевна палăртнă пек, - халăхран, унăн поэзийĕ - чăваш халăхĕн чунĕн юрри.

«Ту урлă çул» сăвăлла роман пирки поэт хăй çапла аса илнĕ: «1935 çулхи çулла тăван яла таврăнтăм. «Кĕлпук мучи» поэма, «Ту урлă çул» сăвăлла роман сюжечĕсем çакăнта тĕвĕленчĕç. Ялта пурăннă чух эпĕ халăх поэзийĕн ылтăн сийне тупрăм темелле, ăна тĕнчене кăларас тесе шут тытрăм». Асăннă произведенире автор колхоз саманине витĕр курса ĕненмелле уçса панă.

«Ăраскаллă драма» хайлав - кăсăклă та тарăн философиллĕ произведени. Вăл «Сунтал» журналăн 8-мĕш номерĕнче 1940 çулта пичетленнĕ. Хăйне евĕрлĕхĕпе, тарăн шухăшлавĕпе палăрса тăрать.

Критиксем палăртнă тăрăх - Ухсай тăван халăхĕн пурнăçне, кĕрешĕвне, ĕçне çутатса парас тĕлĕшпе халăх сăвви-юррипе ăнăçлă усă курнă.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.