Комментари хушас

21 Чÿк, 2014

Мĕнле кирпĕч лайaхрах?

«Кил-çурт хушма хуçалăх» хаçатăн 44 номерĕнче мунча кăмакине силикат кирпĕчрен тума юрамасть тенĕ. Мĕн енĕпе мунча кăмакине юрăхсăр вăл.

Елена ПЕТРОВА. Канаш районĕ.

Ыйтăва хуравланă майăн хĕрлĕ тăмран тунă /керамика/ кирпĕч тата силикат кирпĕч хăйнеевĕрлĕхĕсене танлаштарса кăтартни вырăнлă пулĕ.

Çак кирпĕчсем тĕспе çеç мар, мĕнле тата мĕнрен хатĕрленипе те уйрăлса тăраççĕ. Вĕсемпе хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ.

Силикат кирпĕче извеçрен тата кварц хăйăрĕнчен çапаççĕ. Калăпланă кирпĕчсене пысăк пусăмпа вĕри шыв парĕнче автоклав мелĕпе хатĕрлеççĕ. Вăл çавăнпа шурă тĕслĕ тата чи йÿнĕ строительство материалĕ шутланать.

Хĕрлĕ керамика кирпĕче тĕрлĕ тăм хутăшĕнчен çапаççĕ. Калăпланă чĕрĕ кирпĕче ятарлă кирпĕч хĕртмелли кăмакасенче /1050 градус вĕри/ хĕртеççĕ. Хĕрлĕ кирпĕч çавăнпа питĕ çирĕп тата вĕрине тÿсĕмлĕ.

  • Силикат кирпĕч те, хĕрлĕ кирпĕч те экологи тĕлĕшĕнчен таса, çут çанталăк материалĕсенчен тунă япаласем. Вĕсем сасă ямаççĕ. Силикат кирпĕче ытларах промышленноçра, халăх хуçалăхĕнчи ытти çурт-йĕре хăпартма усă кураççĕ. Шăтăксăр хĕрлĕ кирпĕчпе çурт-йĕр купалаççĕ, шалти хатĕрсене - кăмака, камин т.ыт. тăваççĕ.
  • Силикат та, хĕрлĕ кирпĕч те сивве тÿсĕмлĕ, çирĕп материал, тĕрлĕ климатра усă курма юрăхлă.
  • Вĕсенчен тунă çурт-хуралтă ĕмĕрĕ йывăçпа танлаштарсан чылай вăрăмрах.

Çак паха пĕтĕмĕшле енсемсĕр пуçне кашни кирпĕчĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур.

Силикат кирпĕч вĕрине тата ытлашши нÿрĕке тÿсĕмлех мар. Вăл хăвăрт хĕрсе каять, ытлашши нÿрĕкре тĕпренет. Çавăнпах канализаци пусси хăпартма никĕс яма шурă кирпĕч юрăхсăр.

Силикат кирпĕчрен мунча кăмаки тусассăн кăмака хăвăрт хĕрĕ, çавнашкалах хăвăрт сивĕнĕ те. Вăл ăшша упрамасть. Унсăр пуçне ытлашши хĕрсе кайнă кăмакаран çапакан вĕри мунчан йывăç стенине хĕртсе яма пултарать, пушар хăрушлăхĕ ÿсет. Енчен те силикат кирпĕчренех тăвас тесессĕн стенапа кăмака хушшинчи пушăлăх ытларах пулмалла. Силикат кирпĕчрен тулаш стенана купалама тĕрлĕ хуралта çĕклеме аван.

Хĕрлĕ кирпĕч пурăнмалли çурт-йĕр, кăмака тума, никĕс, ытти ĕç валли паха.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.