Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Юрăхсăрлатма - çур кун, лайăхлатмашкăн - ĕмĕр

Çĕрпе çыхăннă йĕркесĕрлĕхсем пирки калаçнă май Салатма пĕр талăк, пуçтарма çулталăк каларăш аса килет. Эпĕ ăна кăшт кăна улăштарнă пулăттăм: «Юрăхсăрлатма - çур кун, лайăхлатмашкăн - ĕмĕр». Специалистсем каланă тăрăх юрăхсăрлатнă тăпра хăй тĕллĕн вăрах пулăхланать: пĕр сантиметр кăна пĕр ĕмĕр кирлĕ!

Çакăн пирки ялта çуралса ÿснĕ кашни çыннах пĕлмест пулĕ. Унсăрăн çĕре çаплах хĕн кăтартас çук! Нумайăшĕ çут çанталăкран пайта илесшĕн, анчах та ун умĕнчи парăма татасшăн мар. Пурнăçра та, çутçанталăкра та йăлтах шайлашуллă пулмалла-çке: илтĕн – тавăр.

Çĕрĕн паха сийĕ ăçта?

Çĕмĕрле районĕнче, сăмахран, хăй тĕллĕн, тĕрĕсрех каласан, никамран ирĕк илмесĕр, Дубовка ялĕ çывăхĕнче «Дубовский песок» общество хăйăр кăларнă. Çавна май 0,22 гектар çĕрĕн çиелти сийне хырса илнĕ. Ăна пĕр вырăна купаласа хунă пулсан ытлашши ыйту çуралас çукчĕ. Çапла вара административлă тĕпчев ирттерсе унти лару-тăрăва уçăмлатма тивнĕ. Пулăхлă тăпрана вырăнтан хускатнăшăн предприятие 20 пин тенкĕлĕх штрафланă май килмен. Кунсăр пуçне предписанипе килĕшÿллĕн - ку йĕркесĕрлĕхе палăртнă вăхăта пĕтермелле.

Кунашкал тĕслĕх Комсомольски районĕнче те тĕл пулчĕ. «Восток» ял хуçалăхĕ 1,26 гектар çинче хăйăр кăларнă хыççăн рекультиваци ирттермен. Хуçалăха РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 1-мĕш пайĕпе айăпланă: штраф - 40 пин тенкĕ.

Куславкка районĕнче вара харăсах виçĕ ял хуçалăхĕн /»Мыков» ЯХПК, «Родина» ЯХПК, «Вега» общество/ кăпăшка çĕрне тăмпа хутăштарса янă тĕслĕхе тĕпчерĕç Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем. Тутарстанри пĕр предприяти тимĕр пăрăхсем кăларнă. Анчах та траншейăна йĕркеллĕ хуплас тесе ăшталанман. Вырăн-вырăнпа тарăн путăксем тăрса юлнă. Пулăхлă сийе демонтаж ĕçĕсене пуçличчен уйрăм çĕре купаласа хумалла пулнă. Çак йĕркене пăхăнманнине пула лайăх тăпра тăмпа хутăшнă та.

Хупласа çитереймен траншейăна пула çураки ирттерме те питĕ кансĕр пулнине палăртнăччĕ çĕре арендăна илнĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Паллах, вырмара та чăрмав кÿнĕ çак лаптăк. Çитменнине, лаборатори тĕпчевĕсем çав вырăнта кали, фосфор тата гумус виçи чакнине çирĕплетнĕ.

«Устра» обществăна та административлă майпа явап тыттарма тивнĕ: штраф – 30 пин тенкĕ. Асăннă предприяти 1000 тăваткал метр çинчи пулăхлă тăпрана хырса илнĕ.

Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕ Виталий Шашкаров каланă тăрăх, чăнах та, нумай чухне çул-йĕр тунă е юсанă чухне лайăх çĕрсем вакланаççĕ. Çĕр айĕнчи пурлăха кăларнă май та пулăхлă тăпрана сая янă тĕслĕх сахал мар.

Акă нумаях пулмасть Вăрнар районĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевсĕр усă курни пирки управление пĕлтерчĕç. Административлă тĕпчев, чăнах та, Кÿстÿмер çывăхĕнче хăйăр кăларнине çирĕплетет. Çав арçыннăн çĕр ĕçĕ ирттерме ирĕк паракан документсем пулман рекультиваци проетне те хатĕрлемен. Саккуна пăсса йĕркеллĕ сийе вырăнтан тапратнă лаптăк – 0,1 гектар.

10 уйăхра паха сийе ирĕк илмесĕр вырăнтан куçарнă тĕлĕшпе 10 протокол хатĕрленĕ управлени инспекторĕсем.

 

Çын айăпĕсĕр мар

Çĕр çинчи шелсĕр ĕç-пуçран кăна мар, çÿп-çап куписенчен те, çум курăк тапса илнипе те пулăхлăх самай чакать. Çакна лаборатори тĕпчевĕсем те яр уççăн çирĕплетеççĕ. Кăçал, калăпăр, асăннă управлени специалисчĕсем Чулхулари референт центрне тата Регионсен хушшинчи Тутарстанри ветеринари лабораторине пĕтĕмпе çĕрĕн 407 пробине ăсатнă. Кунашкал тĕпчевсене çулсерен пĕр тĕллевпе ирттереççĕ: сиенлĕх тата пулăхлăх шайне палăртмашкăн тата агрохими тĕлĕшпе. Пĕтĕмлетÿсем Чăваш çĕрĕ, чăнах та, шар курнине пĕлтереççĕ. 38 хутаçри çĕрĕн пулăхлăхĕ палăрмаллах чакни паллă. 28-ĕшĕнче – сиенлĕ япаласен шайĕ нормăран пысăкрах. Сăмахран, 20-ĕшĕнче нитрат калăпăшĕ, 12-шĕнче - йывăр металсен тата 10-шĕнче бензапирен.

 

Сиен пысăк!

Çĕр-аннемĕр тÿсет. Çынсен явапсăрлăхĕ тивĕçлĕ органсене лару-тăрăва хутшăнма хистет. Акă кăçал кăна управлени специалисчĕсем административлă тĕпчевсем ирттернĕ май 5 лаптăка сиен кÿнине ятарлă методикăпа шутласа кăларнă. Пĕтĕмпе 24,62 гектар производство юлашкийĕсене тата йăлари хытă каяшсене пăрахнине тата вĕтĕ чулпа, çавăн пекех хăйăрпа, тăмпа хутăштарса янине пула хур курнă. Сиен виçи 348 миллион тенкĕпе танлашнă. Айăплисене рекультиваци проекчĕ хатĕрлесе япăхлатнă çĕрсене малашне усă курмашкăн юрăхлатма хушса предписани панă.

Хальлĕхе хăйсен ирĕкĕпе 1,18 гектара йĕркене кĕртнĕ. Ку – 11 миллион та 410 пин тенкĕлĕх сиен.

Хальхи вăхăтра управлени специалисчĕсем Шупашкар районĕнчи пысăк пĕр предприяти çĕре 320 миллион тенкĕлĕх сиен кÿни тĕлĕшпе тавăç хатĕрлеççĕ. Сумма калама çук пысăк! Ваттисем çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă. Çак тĕслĕхрен ытти хуçалăх пĕтĕмлетÿ тăвĕ-ши?

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.