Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

Туй. Куçма ТУРХАН

Çитес çул Раççейре Литература çулталăкĕ пулĕ. Чăваш Енре ăна чăваш литературин классикне Константин Иванова халалланă. Пирĕн республика Пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе ятарласа указ та йышăннă. Çавăн пекех çитес çул чăваш прозаикĕ тата куçаруçи Куçма Турхан çуралнăранпа 100 çул çитĕ.

Кузьма Сергеевич Турхан (Сергеев) Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче (хальхи Комсомольски районĕ) çуралса ÿснĕ. Н.Гоголĕн «Тарас Бульба» повеçне, К.Симоновăн «Вырăс çыннисем» пьесине, С.Григорьевăн «Вуниккĕмĕш çул» повеçне тата нумай-нумай пысăк хайлава чăвашла куçарнă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Атакăра», «Иван Смирнов пулеметчик», «Йăмраллă ял», «Кĕтне хĕрринче», «Сĕве Атăла юхса кĕрет», «Çĕпĕрти тĕл пулусем».

Паянтан сире «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романăн «Туй» сыпăкĕпе паллаштарма тытăнăпăр. Çитес вăхăтра çак романăн «Çÿллĕ иккен Хусан хÿмисем» сыпăкне те вулама пултаратăр.

 

Урасметăн пÿрчĕ пысăк, темиçе пÿлĕмлĕ, çапах та паян халăх унта та шăнăçаймасть. Тĕрĕссипе, хăнасемпе туй çыннисем йышлах та мар, курма пынă çынсем вара - лăк тулли.

Алăк патĕнче, кăмака çумĕнче - хĕрупраçсем, вĕсем кунта мĕн пулса иртнине сăпайлăн, пăртак вăтанарах пăхса тăраççĕ; хĕрсен ик айккипе тата кăмака сакки çинче - каччăсем, вĕсем пĕр вăхăтрах туй курма та, хăйсем хушшинче шÿт тума та, хĕрсемпе ашкăнкаласа илме те ĕлкĕреççĕ; сентре çинче тата кăмака хыçĕнче - пĕве кĕменнисем е пачах вĕтĕр-шакăр ача-пăча.

Туй хĕрмеллипех хĕрсе çитеймен-ха, ташă-юрă пуçланман. Ÿсĕр çын кунта хальлĕхе ушкăнĕпе те пĕрре çеç - Карамыш, Чалăм крепоçĕнчен килнĕ мăрса. Çуртапа хăйă çутинче унăн тÿпеттейсĕр шакла пуçĕ кĕлпе тасатнă йĕс тирĕк пек çуталса тăрать. Мăрса хăрах аллипе Урасмета хулран çатăртаттарса тытнă, тепĕр аллинче автан тукмакĕ. Урасмет ытларах Тукайпа калаçма тăрăшать, паçăртанпах ĕнтĕ ăна тем пирки хĕрÿллĕн те çине тăрса ÿкĕте кĕртет.

Ку таранччен вĕсем кĕрекере виççĕн çеç ларатчĕç, акă, тĕпелти алăк уçăлчĕ те, хĕрарăмсем унтан хĕп-хĕрлĕ пусма кĕпе тăхăннă Патиреке çавăтса тухрĕç. Пÿрт тулли халăх пуçтарăннине курсан Патирек малтан, хăранипе, шартах сикнĕ пек пулчĕ, унтан никам çине те пăхма хăяймасăр, шăппăн çеç кĕрекене кĕрсе вырнаçрĕ, аллисем чĕтренине сиссе вĕсене часрах сĕтел айнелле пытарчĕ.

- Ăхă, пит якши, хайхи авланакан джигит та тупăнчĕ, - асăрхарĕ ăна ÿсĕр Карамыш. - Мĕн, чирлерĕн-им эс, Батирек дустым?

- Хĕне кайрăм çав, - терĕ айăплă çын сассипе Патирек .

- Сан вырăнта чирлеме юрамасть. Сана паян хĕрпе, çамрăк арăмпа, хĕве хупаççĕ! Э-э, ун пек чух чирлеме юрать-и вара?

Патирек вăйсăррăн ал сулчĕ те пуçне пĕксе чалăшшăн тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ.

- Хĕрÿ хитре-и? - хăпма пĕлмерĕ унран мăрса. - Ма кăтартмастăн-ха ăна эсĕ? Е хăвăн пекех асат хуçнăскер-и, çавăнпа кăтартма вăтанатăн-и? Эс ан вăтан, шăллу пек маттур пул. Сан шăллу - мăрса пулмалли çын, хăюллă, хастар. Çавăн пек пул, Батирек!

Карамыш яланхи йăлипе хыттăн тата вăкăр пек мĕкĕрсе калаçрĕ, çавăнпа ун сăмахĕсене туй курма килнисем те нумайăшĕ илтсе юлчĕç. Патирекĕ вара мăрса çумĕнче, йĕп çинче ларнă пек, ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ. Ним тăвайман енне вăл ал айĕнчи черккине ярса илчĕ те мăрсан сăйлама пикенчĕ.

Паçăр, халăх куçĕ умне курăннă чух питне кăшт юн тапса тухнăран пулас, Патирек сăнран ытла начарах та марччĕ, ак халь, пăлханни иртсе кайсан, ун пичĕ шуратнă пир пек тăрса юлчĕ. Хăйĕн çине хĕрлĕ кĕпе тăхăнни ку шурă тĕсе тата та ытларах палăртса тăчĕ.

Карамыш сĕтел хушшинчен тухнă ĕнтĕ. «Ăçта унăн хĕрĕ, иптешсем? Эсир мана хĕрне кăтартăр!» - тесе хĕрарăмсен ушкăнĕнче эрлешсе çÿрет. Тахăшĕ ăна кĕлете, хĕр туйĕ пынă çĕре, çул кăтартса ячĕ, пăртак тăрсан вăл унтан хушпу тăхăнса килсе кĕчĕ. Пĕр-пĕр инке-арăм ăна шÿт туса кĕлетре Эрнепи вырăнне темле хитре хĕре е туй арăмне кăтартнă пулас, Карамыш ăна мухтама пикенчĕ.

- Ай-ай, хĕрÿ якши сан, Батирек! - ун çине пырса таянса чирлĕ çынна кăштах йăвантарса ямарĕ вăл. - Çав тери якши хĕрача тупма пултарнă. Кала-ха, хăвах суйласа илтĕн-и ăна е Урзамат абзы тупса пачĕ-и?

Патирек ăна хăлхаран пăшăлтатса тем ăнлантарчĕ, татах эрех ĕçме сĕнчĕ, анчах виçерен тухнă мăрса нимпе те чарăнма пĕлмерĕ.

- Çук, эсĕ авланмастăн, дустым, Уразмат авланать. Ахаль пулсан, ахаль пулсан ку хĕрача малтанхи каç Карамыш аллине çакланатчĕ. Ăнлантăн-и эс эпĕ мĕн каланине? Ай-ай, хĕрачу хитре вара санăн, чăн-чăн бикем. Бичĕсем çырла пек, куçĕ-сем, куçĕсем вара - икĕ çут çăлтăр. Ай-ай, хитре хĕр тупса панă сан шăллу!

Пÿртре, пĕчĕк ача макăрнă евĕр, шăпăр сасси янăраса кайрĕ. Хĕрме ĕлкĕрнĕ туй каччисем юрă пуçларĕç.

Урасмет хуçа пулнă май чи малтан ташласа парас тесе урай варрине тухрĕ, кăтра çÿçне лăстăр! силлесе илчĕ, урай тавра йăпăр-япăр чупса çаврăнчĕ. Анчах вăл пĕччен ташлама майлă мар терĕ пулас, такама шырама тĕпелелле кĕчĕ. Çынсем ăна кам кирлĕ пулнине çийĕнчех сисрĕç - вăл хăйĕнпе пĕрле ташлама Тукай хĕрне Нухрата чĕнесшĕн ĕнтĕ. Чăнах та, паçăр Нухрат тĕпелте тăратчĕ, Урасмет кĕçĕр унпа хăйĕн туйĕ пирки калаçса татăлма ĕмĕтленетчĕ, ав мăрса хĕрĕ тухса тарма та ĕлкĕрнĕ иккен. Пулать те мăн кăмăллă хĕрача! Ларасчĕ çакăнта, туй курасчĕ, ун тем тесен те пытанса çÿремелле, пуç çаптармалла, куçран пăхтармалла!

Хуçа нумай ташламарĕ, Нухрат хĕр туйне кайман-и тесе кĕлете тухрĕ. Кунта самаях сивĕ, хĕрарăмсем шупăрсемпе лараççĕ. Темиçе туй арăмĕ шупăр тăхăнман, анчах пăхсах паллă - вĕсен çийĕнче сахалтан та виçĕ хут кĕпе.

Хĕрарăмсем вара те чăнах та ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ, те Урасмет умĕнче çавăн пек кăтартасшăн - тайкалана-тайкалана, алри сĕлкисене сула-сула туй юрри мар, темле ĕçкĕ юрри юрлаççĕ.

Улăх, терĕç, хурăнăн ай тăррине

Ешĕл çулçисене суйлама.

Пачĕç тулли курка ай сим пылне

Пирĕн çамрăк пуçсене сăнама...

- Ăçта сирĕн çураçнă хĕрĕр, ăçта Эрнепи? - терĕ Урасмет çиллине шăнараймасăр. - Эсир, мĕн, туя пăсас тетĕр-и?

- Ан пăшăрхан, шăллăм, халех илсе килеççĕ, халех илсе килеççĕ, эпир кайса пĕлтĕмĕр ĕнтĕ, - чĕвĕлтетрĕ пĕр туй арăмĕ Урасмет хулĕнчен уртăнса. Çавăнтах вăл аллисене саркаласа юрласа ячĕ:

Хура вăрман хыçне шур юр çунă,

Хура сăсар тухса йĕр хывнă.

Хура сăсар йĕрне ай йĕрлес мар,

Атте-анне ятне ай ярас мар.

- Инке, эсир çапах та туй юрри юрлăр, - каламасăр тÿсеймерĕ Урасмет.

- Э-э, шăллăм, туй юрри юрлăпăр, туй юрри юрлăпăр. Эс каях, хĕр туйĕшĕн ан кулян. Пурне те йĕркеллĕ ирттерĕпĕр, - терĕ çамрăк арăм. Урасмет хыççăн алăк хупăнсанах хăй тепĕр курка симпыл ĕçсе ташша ячĕ.

Çынсен йыснăш çăмха пек,

Хĕве чиксен кĕрес пек,

Пирĕн йысна упа пек,

Çынна курса çыртас пек. И-и-их!

Ăна хирĕç Урасметăн тепĕр инкĕшĕ шыв пек юхса тухрĕ, хăрах урипе кĕлет урайне тăрст! çеç тапрĕ.

Хоп, Сĕнтĕр Сентепи!

Варлă-варлă Эрнепи,

Халь те качча кайман-и,

Халь те ача туман-и?

Халех качча каять пуль,

Кайсан ача тăвать пуль,

Ачи мăрса пулать пуль,

Ÿссен хăйне хĕнет пуль...

Алăк хыçĕнче итлесе тăракан Урасмет лач! сурчĕ те айккинелле пăрăнчĕ.

Çук, ку инке-арăмсем ырра мар алхасаççĕ. Паянхи туй ăна пĕрре те килĕшмест. Пуçланасса та вăл пачах та чăваш туй йĕркисем хушнă пек пуçланмарĕ. Ĕмĕрхи йăлана пăхăнса ирттерес пулсан тем тесен те туя килте мар, тăвансем патĕнче е ют ялта тумаллаччĕ, çураçнă хĕре йышăнма картишĕнче шыльяк хатĕрлемеллеччĕ, хĕрĕн хăйĕн хунямăшне, пулас упăшкине, тăванĕсене кĕпе тăхăнтартмаллаччĕ. Ара, Патирекĕн хăйĕн те туя юлан утпа каймаллаччĕ, Эрнепие килтен пĕтĕм халăх умĕнче илсе тухмаллаччĕ.

Юрать-ха Альтук инке хăйĕн кутăн хĕрне ÿкĕте кĕртме пултарсан. Ăна илсе килеймесен е туй вăхăтĕнче вăл асар-писер хăтланма тытăнсан? Вара алманчăн Тукайпа Карамыш умĕнче намăс курасси çеç юлать. Каялла пÿрте кĕрсен Урасмет чи малтан çамрăксем хушшинче Ахтупая, Эрнепие тăван тивекен Иливана шыраса пăхса çаврăнчĕ. Вĕсем курăнмаççĕ. «Шĕкĕр турра, апла пулсан килсе çитеймен-ха, - шухăшларĕ алманчă хăй ăшĕнче. - Кĕçĕр килсе тухмасан ыран вăл каччăсем маншăн пĕрре те хăрушă мар. Тепĕр тесен паян та ним шикленмелли те çук: икĕ мăрса куçĕ умĕнче туя пăсма хăтланмашкăн вĕсем ухмаха тухман пулĕ-ха. Çапах та кĕçĕр туя шăв-шавсăр ирттерсен аванрах пулĕ».

Хăйне кăшт та пулин лăплантарас тесе алманчă Элентее чĕнсе илчĕ.

- Мĕнле, лешсем таврăнман-и? Курмарăн-и эс вĕсене? - халичченхи пек мар йăвашшăн калаçма тăрăшрĕ вăл тарçипе.

- Таврăнман. Тин кăна кайса тĕрĕс-лерĕм.

- Апла кĕрсе ĕç. Пăртак тăрсан тепре çитсе кил вара. Элентей хуçа хăй пÿрте чĕннишĕн савăнса умлă-хыçлă темиçе курка ĕçрĕ те хыçалти пÿртри вырăнĕ çине те аран-аран çеç çитсе выртрĕ.

- Эй, мĕн çÿремелли пур, таврăнмаççĕ вĕсем кĕçĕр, - мăкăртатрĕ вăл хăй тĕллĕн. - Таврăнас пулсан эпĕ иккĕшне та ла-айăх вĕрентнĕ пулăттăм! Ман алла лекчĕр кăна, эпĕ вĕсене кăтартăп! Çук, килмеççĕ çав вĕсем кĕçĕр, хăраççĕ Элентейрен!

Анчах Ахтупайпа Иливан таврăннă ĕнтĕ, вĕсем Урасмет улталаса пăрахса хăварнă виçĕ çынпа пĕрле Атăл хĕрринчен ялалла хăпараççĕ.

Хăйсем паян пиллĕкĕшĕ те ăша пĕр хĕлхем апат яман, кунĕпе кĕсменпе ишнĕ-рен ывăнса йăлтах халтан кайнă, çавăнпа пурте шăл çыртса, пĕр сăмах шарламасăр, çиллессĕн утаççĕ.

Каччăсем укăлча хапхинчен кĕрсенех пĕлчĕç - Турикасра туй пырать. Ку мĕнле туй иккенне кашни хăйĕн чунĕпе сисрĕ тейĕн, пĕри те ним çинчен те ыйтмарĕ. Урасмет пÿрчĕ умне шăппăн çитсе тăчĕç, туй шăй-шайне кăшт итлекеленĕ хыççăн çавăн пекех шăппăн килĕсене саланчĕç.

Пÿрте кĕнĕ-кĕменех амăшĕ Ахтупая апат антарса пачĕ, ывăлĕ Хусана мĕнле кайса килни пирки кăшт та пулин пĕлесшĕн пулчĕ. Ахтупай, хырăм выçнипе выçманнине те маннăскер, амăшне çиллентерес мар тесе пĕр-икĕ кашăк яшка сыпрĕ, вара ыйтăвĕсене илтмĕш пулса пÿртрен тухрĕ.

Пăлтăрта вăл пурнăçри йывăр вăхăчĕ-сенче хăйĕн чун уççийĕ пулса тăракан шăпăра илчĕ, ун какăрне тăхăнтарса вĕрсе пăхрĕ. Шăпăр чиперех калать. Каччă ăна шăлса тасатса хĕвне чикрĕ.

- Эх, мĕн пулать те мĕн килет, каям-ха эппин туя! - терĕ Ахтупай пĕтĕм ăш-чикĕ вăрканнине ниепле те пусараймасăр. - Хам савни туйĕнче чăм шыва ÿкиччен ташлам!

Вăл савнийĕ сăра ĕçтерес пулсан куркана ярса пама кирлĕ пулать тесе пăлтăрти арча тĕпĕнчен пĕр алтын укçа илчĕ, ăна тăла вĕçĕпе çап-çутă пуличчен тасатрĕ те урампа тăвалла васкарĕ.

Хăй çапах ĕненмерĕ-ха: чăнах, Эрнепиех илсе пачĕç-ши вара Патирек валли? Мĕнле чунпа кайма килĕшрĕ-ши ăна Эрнепи? Алли-урине çыхса илсе кайрĕç-ши ăна Урасмет килне е илĕртсе те улталаса илсе тухрĕç-ши? Ыр кăмăлпа качча тухма пултараймастех ун савнийĕ çав вырăнпа выртакан чирлĕ çынна. Эрнепи чунĕ таса. Ун пек хĕрача çынна улталиччен хăй çине алă хунă пулĕччĕ. «Эх, Эрнепи, Эрнепи! - терĕ вăл хăй сисмен çĕртенех утăмне хăвăртлатса. - Мĕншĕн пурăнас ĕнтĕ халь ман çут тĕнчере? Эсĕ, ман чĕкеçĕм, ман телейĕм, ман пĕртен-пĕр шанчăкăм, усал çынсен аллинче мăшкăл тÿснине курассишĕн пурăнас-и? Мĕншĕн эпир çав териех телейсĕр пулса çуралнă-ши? Ма ун пекех юратса пăрахрăм-ши эпĕ сана, Эрнепи?»

 

(Малалли пулать).

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.