Комментари хушас

27 Чÿк, 2014

Асамлă хими

Шкулти чи йывăр предметсенчен пĕри - хими. Çав вăхăтрах вăл асамлăхпа тулнăн та туйăнать. Менделеев таблицинех илер. Паллă ăсчаха тĕлĕкре курăннă-çке вăл. Кашни элеменчĕн хăйĕн вырăнĕ пур. Водород, литий, берилий, бор... Шăпах çакăнтан пуçланать те хими асамлăхĕ. Унтан вара - чуна илекен уравненисем... Анчах ку та хăйне май илĕртет. Шывра хăйăр ирĕлменнине манса кай кăна, ĕçе йăнăш пурнăçлатăн. Мĕн çунтарсан мĕнле газ тухнине те çырсах шухăшласа тупатăн.

Урокра сăнав тăвассине пĕлсен вара ачасен кăсăклăхĕ татах та ÿсет. Акă хальхинче те Фаина Егоровна Петрова вĕрентекен сĕтел çине ятарлă приборсем кăларса лартсан вуннăмĕшĕнчи Саша Чернов чи малтан чупса тухрĕ, вĕрентекене пулăшма васкарĕ. Ун хыççăн ыттисем те пуçтарăнчĕç.

- Ачасем урока интересленсех çÿ-реççĕ. «Питĕ йывăр, вĕренес килмест», - текен çук. Пĕлменнине пур пĕрех ăнланма тăрăшаççĕ. Химипе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ тытакансем кашни çулах пулаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, çичĕ вĕренекене хатĕрлерĕм, пурте экзамена ăнăçлă тытрĕç, - савăнать çак ĕçре çирĕм пиллĕкмĕш çул вăй хуракан Фаина Егоровна.

Унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче тăтăшах çĕнтереççĕ, республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнни те пулнă. Хими енĕпе аслă пĕлÿ илекенсем сахал мар. Кăçал шкул пĕтерекенсенчен Таня Шустовăпа Оля Уляндина тата Катя Васильева та çав çулах суйласшăн. Çавăнпа Фаина Егоровна вĕсемпе уроксем хыççăн юлса тĕплĕнрех те ĕçлет.

Паллах, вĕрентекенĕн практика ĕçĕсене кăсăклăрах ирттерес килет. Анчах укçа-тенкĕ çитменни чăрмантарать, лабораторие пуянлатма ансатах мар çав. Республика тата Раççей шайĕн-чи ăмăртусене хутшăнас тесен вара кĕнекере çырса панине аван пĕлни çеç сахал, çавна ĕçпе те кăтартса памалла.

Лариса ПЕТРОВА.

Çĕмĕрле районĕ,

Хутар шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.