Комментари хушас

Хальхи вăхăтра студента стипенди нимĕн тума та çитмест. Лавккана кĕрсен тутлă апат-çимĕç туянса кĕсьери укçан çуррине кăларса хума тивет. Контракт мелĕпе вĕренекенсен лару-тăру тата йывăр. Апатланнăшăн, пурăннăшăн çеç мар, вĕренÿшĕн те укçа тÿлемелле. Паллах, кашнинчех атте-аннерен ыйтма аван мар. Çавăнпах яш-хĕр кăшт нухрат тăвас тĕлĕшпе ĕçе вырнаçать. Тепĕр чухне ĕçлекен студентсене пуçран шăлмаççĕ: хуçасем экзаменсене тытма е вĕренме ярасшăн мар. Çапах кирек хăш лару-тăрăва та уçăмлатма пулать. Çамрăксем хăйсен бизнесне йĕркелесе укçа ĕçлесе илеççĕ.

Çурт лартмалăх укçа...

Валерий Макаров И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра кăшт нухрат пухас тĕллевпе ĕçлеме шухăшланă. Унăн вĕрентекенĕсенчен пĕри пушă вăхăтра пластик чÿрече лартса çÿренĕ. Çак шухăш Валерăна та килĕшнĕ. Вăл преподавательпе тĕплĕн калаçнă хыççăн çак ĕçе явăçнă. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.