Комментари хушас

9 Раштав, 2014

«Асамлă хула» алăкĕсене уçрĕ

Ĕнер Шупашкарăн çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче, Крылов академик урамĕнче, çĕнĕ ача сачĕ уçăлнă. Унăн ячĕ те хăйнеевĕрлĕ - «Асамлă хула».

Пухăннисене саламланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкулчченхи вĕрентĕвĕн çак учрежденийĕ кăçал Чăваш Енре хута янă пиллĕкмĕш садик пулнине палăртнă. Çулталăк вĕçлениччен тата 10 ача садне уçмалла. «Пин-пин ачашăн, ашшĕ-амăшĕшĕн çакăн пек Çĕнĕ çул парни пулĕ. Ача сачĕсемпе çыхăннă ыйту çивĕч тăратчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тĕллев лартрĕ: садиксем тумалла, пирĕн ачасем валли аталанмалли майсем пулччăр», - тенĕ Михаил Васильевич.

Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов 300 ытла ачана йышăнакан çак садик строительствинче хастар ĕçленисене, вĕсене пулăшнă воспитательсене, ыттисене тав тунă.

Хĕрлĕ хăйăва Михаил Игнатьев ачасемпе пĕрле каснă. Хăнасем валли çĕнĕ çуртра экскурси йĕркеленĕ. Кунта пăхса савăнмалăх пур: спорт класĕсем, вăйă лаптăкĕсем, бассейн тата ыт.те. Музыка класĕнче вара ачасемпе воспитательсем спектакль кăтартнă, пĕчĕк спортсменсем çăмăл атлетсен Шупашкарта ирттерме хатĕрленекен команда чемпионатне халалланă парадпа тĕлĕнтернĕ.

К.АНДРЕЕВ

саp.ru cайчĕн сăнÿкерчĕкĕ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.