Комментари хушас

11 Раштав, 2014

ЧАПĂР ӲСЛĔКЕ ÇЕМÇЕТЕТ

Чапăртан /чабрец, тимьян/ хатĕрленĕ препаратсем манкана лайăх çемçетеççĕ, çавăнпа ӳслĕк чухне питĕ усăллă. Çавăн пекех вĕсем вируса, шыççа хирĕçле, дезинфекцилекен, юн кайнине чаракан, юна тасатакан витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Бронх-ӳпке чирĕсем /ларингит, трахеит, бронхит, пневмони, бронх астми/.

1 апат кашăкĕ чапăр курăкне 2 стакан сĕте ямалла, вăйсăр çулăм çинче вĕреме кĕриччен тытмалла. Сăрăхтармалла. Кун тăршшĕпе пĕр пек виçесене уйăрса 1 апат кашăкĕнчен пуçласа çур стакан таран ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра кунне 2-3 хут чӳхемелле. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле. Шĕвекпе ингаляци тума та усă кураççĕ.

Шăмă-сыпă чирĕсем /ишиас, радикулит, сыпă ыратни, подагра, полиартрит/.

Чирлĕ вырăна чапăр шĕвекĕпе сăтăрмалла, унпа компресс хумалла. 1 пай курăка 10 пай шурă эрехе ярса тĕттĕм вырăнта 3 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Чир вĕрĕлнĕ вăхăтра настойкăпа ыратакан тĕле кунне 2-3 хут сăтăрмалла. Сывлăх лайăхланичченех сипленмелле. Е кунне 3 хут 30-шар тумлам настойкăна шывпа сыпса ĕçмелле. Ыратни иртиччченех сипленмелле.

Невроз, истери, гипертони.

Чапăр настойки тĕп нерв тытăмне лăплантаракан витĕм кӳрет, чĕре ыратнине ирттерет. 5-10 тумлам настойкăпа чĕре тĕлне сехет йĕппи куçнă май сăтăрмалла.

Куç шыçсан.

1 чей кашăкĕ чапăр курăкне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1-1,5 минут вĕретмелле, кăшт сивĕнсен сăрăхтармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ стерильлĕ бинта куç хупанкисем çине кунне 3-4 хумалла. 15-20 минут тытмалла.

Çапăнса ыраттарсан, амансан.

2 чей кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Çак шĕвекре йĕпетнĕ пусмана сиенленнĕ тĕле кунне 5-6 хумалла. Сываличченех сипленмелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.