Комментари хушас

18 Раштав, 2014

Курав чуна хавхалантарать, çунатлантарать

Çулсерен Чăваш çĕршывĕн вĕрен-текенĕсем сăнÿкерчĕксен конкурсне хастаррăн хутшăнаççĕ. Ăна хатĕрлеме пулăшакансем - Илья Степанович Клочковпа Анатолий Серафимович Абрамов фотоăстасем.

Вĕсем пуçарнипех кăçал «Савнă Чăваш Ен» конкурс иртрĕ.

Нумаях пулмасть Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулта та фотокурав уçăлчĕ. Вĕренекенсем ăна хакласа эссе те çырчĕç. Курав ертÿçисене тав сăмахĕ каларĕç. 8 «б» классем Любовь Васильевна Кудрявцева йĕркеленипе Илья Степанович Клочков фотоăстапа тĕлпулу ирттерчĕç.

Ачасем ăна сăнÿкерме юратнине пĕлтерчĕç, тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланчĕç, хăйсен ĕçĕсемпе те паллаштарчĕç. Илья Степанович сăнÿкерÿ ĕçĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Тĕрлĕ çĕршывра пулса асăнмалăх тунă сăнÿкерчĕкĕсем хаçат-журналта тухни çинчен те каларĕ.

Ачасем куравра тимлĕ пулни эссе çырнă чухне те палăрчĕ. Унта Любовь Васильевнăн ĕçĕ те пурччĕ. Вăл «Маçтăр» ятлă. Унта ачалăх та, ĕçченлĕх те, чăвашлăх та сăнланнă. Вĕренекенсем сăнÿкер- чĕксене мухтарĕç, курав кăмăла кайнине пĕлтерчĕç.

Кунран кун илемленсе, аталанса пыракан Тăван çĕршывăмăрăн илемĕ сăнÿкерĕнсе халăх хушшинче анлă сарăлни - питĕ пысăк пулăм. Иртсе пыран çын, çамрăк-и е ватă-и, фотоăстасен куравне асăрхасан тăп чарăнса тăрать. Чарăнать те тимлĕн тишкерме, сăнама пуçлать. Кăмăл туличчен сăнать. Кайран вара çĕкленÿллĕ хавхаланупа пурнăç çине пăхма пуçлать. Геннадий Никандрович Волков ăсчах-этнопедагог çапла каланăччĕ пĕррехинче: «Юлашки вăхăтра йăл кулма пăрахрăмăр, ялан таçта васкатпăр...» Унăн ĕçне тăсакансем çак маçтăрсем. Вĕсен куравĕнчи ĕçĕсемпе çынсем яланах савăнаççĕ, йăл кулаççĕ!

Илья Степанович манăн пĕрремĕш курава уçма пулăшрĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче «Манăн тăван кĕтес» уçă урока асăнмалăх ирттерме хавхалантарчĕ. Çак мероприятие çутатса эпĕ шкул сайтне те пуянлатрăм. Анатолий Серафимович манăн ĕçсенче уçăлăх, илемлĕх курчĕ. Çакă мана малашне те сăнÿкерме хавхалантарчĕ. Чăваш тĕнчи ăçта вăл? Чунра! Чунра илем пулсан ĕç те илемлĕ пулать.

Любовь КУДРЯВЦЕВА,

вĕрентекен.

Шупашкар,

19-мĕш шкул.

Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.