Комментари хушас

23 Раштав, 2014

Çыхăнусем вăй илччĕр

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕн, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташсен тата çĕршывсен хушшинчи гуманитари ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен агентствин /Россотрудничество/ ертÿçипе Константин Косачевпа тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев Константин Косачева пĕрлехи тухăçлă ĕçшĕн тав тунă, Россотрудничество пулăшнипе çĕршывсен хушшинчи гуманитари сферинчи нумай ыйтăва татса пама май килнине, ют çĕршывсене стажировкăна тата вĕренме каякан студентсемпе преподавательсен докуменчĕсене хатĕрлессипе çыхăннă бюрократи чăрмавĕсем сирĕлнине палăртнă. Çĕршывсен хушшинчи çыхăнусен аталанăвĕ Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхĕ вăй илсе пынă, республика Испани, Германи, Китай, Япони, ытти çĕршыв бизнесменĕсемпе инвестици проекчĕсене пурнăçланă чухнехи условисенче ку уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Константин Косачев Россотрудничество тата Чăваш Ен республикăн чикĕ леш енчи интересĕсене тÿрре кăларас, инвестицисем тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлени çинчен каланă. «Россотрудничествăшăн федераци субъекчĕсемпе алла-аллăн ĕçлесси тĕп вырăнта, мĕншĕн тесен Раççей - регионсенчен, хуласенчен, ялсенчен тăракан аслă çĕршыв, шăпах вĕсем - Раççейĕн чăн сăнарĕ. Унччен Патшалăх Думин Чăваш Енрен суйланнă депутачĕ пулнă май маншăн Чăваш Республикипе тытакан çыхăнусем - уйрăм истори. Эпĕ Чăваш Енĕн хăш енĕсем вăйлине, ăна мĕн кирлине тата Россотрудничество хăш енĕпе усăллă пулма пултарнине пĕлетĕп», - тенĕ агентство ертÿçи.

Тĕлпулура ЧР Министрсен Кабинечĕн тата Россотрудничествăн 2015 çулхи пĕрлехи мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Документра агентство представительствисенче - Раççейĕн наукăпа культура центрĕсенче - Чăваш Енĕн экономика, наукăпа вĕрентÿ тата туризм хăвачĕн презентацийĕсене йĕркелессине, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ют çĕршыв гражданĕсене вĕрентессине, республикăн пултарулăх коллективĕсене чикĕ леш енне гастрольсене ярассине тата ытти мероприятие палăртнă.

Пĕрлехи мероприятисен планне ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Россотрудничество 2012 çулта алă пуснă килĕшĕве тĕпе хурса çуллен çирĕплетеççĕ. Асăннă килĕшÿ тĕллевĕ - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин чикĕ леш енчи ырă имиджне сарасси, ют çĕршывсемпе тытакан çыхăнусене аталантармалли условисем йĕркелесси.

Республика Пуçлăхĕ Константин Косачев тĕрлĕ постра ĕçленĕ май Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртнă, ăна Чăваш Республикин Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнчи представителĕн пушаннă должноçне йышăнма сĕннĕ.

«Эсир РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухне те, Россотрудничество ертÿçин должноçĕнче те республикăшăн нумай тунă, çавăнпа Чăваш Ен халăхĕ сире ăшшăн йышăнать. Ырă хутшăнусем йĕркеленнине кура эпĕ сиртен Чăваш Республикин Федераци Канашĕнчи представителĕ пулма ыйтатăп. Ăнланатăп, эсир паян федераци агентствине ертсе пыратăр, ытти план та пулма пултарать - шухăшласа пăхмалла. Анчах эсир килĕшрĕр тĕк - республикăн экономика, культура тата социаллă сферин аталанăвĕшĕн пĕрле тата ытларах тума пултарăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Константин Косачев республика Пуçлăхне тав тунă, сĕнĕве йышăннине палăртнă. «Сăмах пĕр-пĕр урăх регион пирки пынă тăк - иккĕленеттĕм пуль. Анчах Чăваш Ен маншăн иккĕмĕш Тăван çĕршыв пулса тăчĕ. Шаннăшăн тавах, эпĕ шанăçа тÿрре кăларма хатĕр», - тенĕ вăл.

Тĕлпулăва вĕçленĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Константин Косачева РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн - Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕн полномочийĕсене парасси çинчен калакан указа алă пуснă.

К.ЧЕРНОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.