Комментари хушас

23 Раштав, 2014

Сас-хурана итлесе лару-тăрăва çивĕчлетмелле мар

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - валюта рынокĕнчи тата финанс тытăмĕнчи ансат мар лару-тăру тĕрлĕ сас-хура çуратнă, вăл обществăри кăмăл-туйăма витĕм кÿрет. Уйрăммăн илсен, тĕрĕс мар информацие пула хуратул тата ытти кĕрпе питĕ нумай туянма пуçланă, банксен карточкисемпе çитес вăхăтра усă курма чараççĕ тесе сăмахланипе банкоматсен умĕнче черетсем ÿссе кайнă.

Михаил Игнатьев влаç органĕсене тата прессăна граждансене потребительсен рынокĕнчи чăн лару-тăру çинчен анлăрах ăнлантарса пама чĕнсе каланă: вĕсем кăлăхах ан хумханччăр, пăлханса ан ÿкчĕр. Республика Пуçлăхĕ потребительсен карçинккин тĕслĕхĕпе хаксем мĕнле улшăнса пынине кăтартма, тĕрлĕ лавккари социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне танлаштарма сĕннĕ.

«Кун пек ăнланмалла пулĕ тата çак информацие ытларах шанĕç. Лару-тăрăва илемлетсе кăтартма кирлĕ мар. Республика çыннисем тĕрĕс информаци илччĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - лавккасенче тĕп апат-çимĕç çителĕклĕ, нимĕнле дефицит та пулмĕ. Лару-тăрăва тĕрĕслесех тăраççĕ, çывăх вăхăтрах вăл йĕркеленсе çитĕ.

Михаил Игнатьев декабрĕн 19-мĕшĕнче «Тулаш экономбанкăн» Сăнав канашĕн ларăвĕ пулнине каланă. Унта «Трактор завочĕсем» концернăн 15 млрд тенкĕ парăмне реструктуризацилесси çинчен йышăну тунă. «Ку йышăнăва Раççей Президенчĕ пулăшнипе кăларнă. Эпĕ ăна Чăваш Енĕн Концерна кĕрекен предприятийĕсем йывăр лару-тăрăва лекни çинчен каласа кăтартрăм. Владимир Владимирович Путин пулăшма шантарчĕ, шантарнине пурнăçларĕ. Енчен те унччен мĕнпур укçа-тенкĕ парăма татма кайнă тăк, халĕ заводăн укçа пулĕ, производствăна модернизацилеме, çĕнĕ саккассем илме, паян анлă усă куракан машинăсем туса кăларма май тупăнĕ. Специалистсене паянхи йывăрлăхсене пула ĕçрен каймалла мар тесе чĕнсе калатăп, саккассем малашне пулаççех», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

2015 çулта уй-хир ĕçĕсене ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа панă. 560 пин гектар акмалла, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 274 пин гектар. Çитес çулхи тырпул валли ялхуçалăх организацийĕсенче тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 89,5 пин гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă, çакă 2014 çул шайĕнчен 18 пин гектар ытларах.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленине пĕтĕмлетнĕ.

А.ЛЬВОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.