Комментари хушас

26 Раштав, 2014

Юр Пике Италире канĕ

Декабрĕн 21-мĕшĕнче "Юр Пике - 2014" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кăçал унта 56 чиперкке хутшăннă. Тĕрлĕ тапхăра парăнтарса финала 16-ăн тухнă. Конкурсçăсене çăмăл килмен. Вĕсене пултарулăхне кăтартнисĕр пуçне жюри членĕсене хăйне евĕр тумсемпе те тĕлĕнтермелле пулнă.

Лавккасенче ытларах чухне пĕрешкел тум сутаççĕ. Мĕн тумалла? Жюрие епле тĕлĕнтермелле? Паллах, тума хăвăн çĕлемелле. Конкурса хутшăннă чиперккесенчен чылайăшĕ çапла тунă та. Финалта Юр Пике евĕр тумланса дефиле кăтартнă чухне самаях пăлханма тивнĕ: кĕçех çĕнтерÿçе палăртмалла-çке-ха. Унччен вĕсем Шупашкарти кĕрĕк салонĕн çи-пуçне тăхăнса куракансен умне тухнă, пултарулăх конкурсĕнче хăйсене тĕрлĕ енчен кăтартнă.

Жюрие кам мĕнпе тĕлĕнтерме пултарать - çапла тĕлĕнтернĕ. Кадет шкулĕнче ăс пухакан Карина Вишнева йытăсене вĕрентет, çавăнпа пултарулăх конкурсĕнче вăл сцена çине Лесли ятлă тăватă ураллă тусне çавăтса тухнă. Санта-Клаус евĕр тумлантарнă йытта курма кам хавас мар? Елена Капасовская жюрие театрализациленĕ шоу кăтартнă. Унта куçа йăмăхтаракан костюмсем тăхăннă актерсем хутшăннă, кăпăк хăмписем вĕçнĕ... Ольга Семенова вара конкурса çемйипе килнĕ кăна мар, сцена çине те тухнă. Степановсем - упăшкипе арăмĕ тата виçĕ ачи - юрă-кĕвĕпе тĕлĕнтерме шухăшланă. Сцена çине чи кĕçĕнни те, 10 уйăхри ача, тухнă.

Самай пăлханнă хыççăн жюри членĕсем пĕтĕмлетÿ тунă. Кăçал Хĕл Мучин мăнукĕ пулма кам тивĕç-ха? Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн керменĕн педагогĕ Наталья Изотова. Конкурсра çĕнтернĕ Юр Пикене Италие канма каймашкăн путевка панă.

Финала тухнă чиперккесене те киле ахаль яман. Ольга Степанова "Вице-Юр Пике" ята тивĕçнĕ. Карина Вишнева - "Пултарулăх пики", Ксения Черникова - "Лайăх ÿкерĕнекен пике", Ирина Чихина - "Ытарайми пике", Ольга Платонова - "Юрлă илем", Юлия Егорова - "Туслăх пики". Елена Капасовскаян Юр Пикен чи лайăх тумĕ пулнине палăртнă, Анна Манюхина вара куракансен кăмăлне кайнă. Вĕсене пурне те хаклă парнесем, диплом панă.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.