Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Кашниех - хастар, пуçаруллă

Çулталăк вĕçленсе килет. Мĕнпе палăрса юлать-ха вăл Трак ен депутачĕсемшĕн? Малашлăх тĕллевĕсем еплерех? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр та Красноармейски район пуçлăхĕпе, районти депутатсен пухăвĕн председателĕпе В.Григорьевпа.

- Владимир Николаевич, малтанах район депутачĕсен пухăвĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтасшăн.

- Владимир Путин Президентăн çулленхи Çырăвне хавхаланса итлерĕм. Вăл халăхăн пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхĕ çинчен калани килĕшрĕ - çĕршыв вăй-хăвачĕ шăпах çакăнта. Калăпăр, инкек тÿсекен Украина çыннисем Трак енре те пурăнаççĕ. Унтан куçса килнĕ, спортпа интересленме хам явăçтарнă А.Павловăн чун-чĕререн каланă тав сăмахĕсем каллех аса килеççĕ: «Чăваш çĕршывĕ маншăн иккĕмĕш кил вырăннех».

Кăçалхи çул районшăн та, депутатсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

Красноармейскисен кăмăла хăпартлантараканни, савăнмалли çук мар. Тырпул нихăçанхинчен ытларах пуçтарса кĕртрĕмĕр, тухăçĕ - республикăри районсенчен чи пысăккисенчен пĕри. «Таябинка» агрофирма, «Красное Сормово» тата «ВОЛИТ» ОООсем вуншар миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туянчĕç. «КЕТРА» строительство керамикин завочĕ халăх ыйтакан кирпĕч туса кăларассине ÿстерсех пырать. «Доверие ПЛЮС» ООО район центрĕнчи Ленин урамĕнче пилĕк хутлă çĕнĕ çурт хута ячĕ. Унта нумай ачаллă çемьесем, юхăннă çуртсенче пурăнакансем тата çамрăк специалистсем хваттер илчĕç. Республика пулăшнипе Яманакра, Мăн Шетмĕ юханшывĕ урлă хывакан çĕнĕ кĕпере кĕçех туса пĕтеретпĕр.

Район кунне çĕнĕлле уявласси йăлана кĕрсе пырать. Унчченхи пек пĕр вырăнта мар, кашни çул - тĕрлĕ ял тăрăхĕнче. Кăçал Карай тăрăхĕнче ирттертĕмĕр. Епле çуралчĕ-ха çакăн евĕр йĕркелес шухăш? 2011 çулта район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Шестаковпа иксĕмĕр Патăрьел тăрăхĕнче праçникре пултăмăр. Унта шăпах çапла ирттереççĕ. Кăмăла кайрĕ. Юхма ен чăвашĕсен йăлине курса район кунне пуçласа Чатукассинче кĕрлеттертĕмĕр. Сăлтавĕ те пурччĕ пирĕн çапла тума: ку тăрăхри Çавалçырма ял мухтавĕ Ф.М.Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине уявламаллаччĕ шăпах. Халĕ район кунне ирттерме тивĕçессишĕн ял тăрăхĕсен хушшинче конкурс пырать. Ял-урама тирпей кĕртес, çул-йĕр тăвас енĕпе проектсем хатĕрлесе хÿтĕлемелле вĕсен. Çĕнтерÿçĕ хăйĕн проектне пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен 500 пин тенке тивĕçет.

Районта тăвакан мĕнпур ĕçе депутатсем хăйсем те сумлă тÿпе хываççĕ. Ларусенче вĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ пирки йышăнакан документсем шăпах районти лару-тăрăва, пурнăçа йĕркелесе пыма пулăшаççĕ. Акă, нумай пулмасть районăн 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016-2017 çулсенчи бюджетне йышăнтăмăр. Депутатсем хăйсен суйлавçисемпе, ялхуçалăх таварĕ туса илекенсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашласа ĕçлеççĕ, пĕрле чылай ыйту татса параççĕ. Отчетсем тăвасси çирĕп йăлана кĕчĕ.

- Хастар депутат сахал мар ĕнтĕ сирĕн йышра. Халăх хушшинче еплерех вĕсен ят-сумĕ?

- Тивĕçлĕ çынсем суйланнă депутата. Ырă тĕслĕх кăтартакан чылайăн. Кăçал Чатукассинче Раççей Геройĕ Н.Гаврилов летчик, Л.Якубович шоумен тата ытти хăна хутшăннипе палăк уçрĕç. Ку тăрăхран суйланнă В.Егоров депутат уява йĕркелессинчен айккинче тăрса юлмарĕ. Л.Павлов депутат вара яш-кĕрĕме спорта явăçтарассипе нумай тимлет. Упири тата Еншик Чуллăри вăтам шкулсен директорĕсем Ю.Федоровпа Т.Беззубова çамрăксене вĕрентсе воспитани парассишĕн, вĕсенче патриот туйăмне аталантарассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Район депутачĕсен пухăвĕн председателĕн çумĕ С.Иванов ертсе пыракан «Красное Сормово» ООО республикăри аталаннă хуçалăхсен йышне кĕчĕ. Заволжски ЛПУМГри профком председателĕ Я.Малинин депутат предприятире ĕçлекенсен хушшинче спортпа культура мероприятийĕ чылай йĕркелесе ирттерет. Тусай ялĕ кăçал 600 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ку ялта пурăнакан Н.Дмитриева депутат хастар хутшăнчĕ унта. Пултаруллă депутатсем татах пур пирĕн. Эпĕ çапах та уйрăмах хамăр район халăхне мухтасшăн. Тăрăшулăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн.

Район юбилейне хатĕрленнĕ май депутатсен ятарлă сĕнĕвне тĕпе хурса «Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятăн паллине, «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль çирĕплетрĕмĕр.

- Калаçу вĕçленнĕ май çакна та ыйтса пĕлесшĕн. Эсир - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, тренер тивĕçĕсене пурнăçлама та вăхăт тупăнаять-и?

- Октябрь уйăхĕнче Раççей Правительствинчен икĕ министр алă пуснă çыру килчĕ. Унта пуçламăш классенчи уроксенче кĕрешÿ мелĕсене вĕрентесси çинчен сăмах пырать. Ку ыйтăва эпĕ 10-15 çул каяллах çĕкленĕччĕ. Районта ку ĕçе пуçартăмăр ĕнтĕ. Трак, Кĕçĕн Шетмĕ тата Упи шкулĕсенчи 1-4 классенче çак енĕпе çĕнĕ çултан тытăнса эрнере пĕрер урок иртĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем юлашки 2-3 çулта тĕрлĕ ăмăртура палăрчĕç. Людмила Артемьева, Ольга Илларионова, Денис Романов кăçал пысăк ÿсĕм турĕç. Тăватă яш Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕчĕ. Республикăри ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен пĕрлештернĕ командинче пирĕн районти 20 ытла çамрăк спортсмен пулни савăнтарать.

- Çитес çулта районăн пысăк юбилей - 80 çул. Мĕнлерех кăмăлпа хатĕрленетĕр?

- Çитес çул, чăн та, юбилейсемпе пуян. Район 80 çул тултарнисĕр пуçне Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн районтан нумайăн хутшăннă, паттăррăн çапăçса пуç хунисем çав тери йышлă. Пирĕн вĕсене нихăçан та манма юрамасть. Хамăрпа юнашар пурăнакан вăрçă ветеранĕсене, паллах, çак уявра эпир чыслăн сумлăпăр. Район юбилейне те анлăн паллă тăвăпăр. Сентябрь уйăхĕнче вара суйлав иртмелле. Трак ен депутачĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ çак пулăмсенчен аякра юлмĕç тетĕп.

Виктор ДАНИЛОВ

калаçнă.

Красноармейски районĕ

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.