Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Ӳркенмен ăста

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем çак кунсенче вырăнти хăйтытăмлăха аталантарма пысăк тӳпе хывнăшăн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тăвай районĕнчи Тĕмер ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Светлана Николаевна Ярхуновăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче лайăх ĕçленĕшĕн» Мухтав паллипе наградăлани çинчен пĕлтерчĕç. Район çыннисене савăнтарнă çак пĕчĕк хыпар хыçĕнче мĕн вăрăмăш кун-çул? Калама кăна çăмăл: 35 çула яхăн пĕр ĕçре вĕт.

Тĕмер ял тăрăхĕнчи 4 ялти 800 кил хуçалăхĕнчи пур çынпа та тĕл пулса калаçма тивет унăн. Тепĕр чухне - пĕр хутчен çеç те мар. Ырăпа та, нуша-тертпе те утать çын ял тăрăхĕн администрацине. Кашни валли ырă сăмах, усăллă канаш тупать Светлана Николаевна. Вырăнтисем тепĕр чухне ун пирки шӳтлесе: «Энциклопеди вырăннех вăл пирĕн», - теççĕ. Кашни хуçалăхра кам пурăннине ятран пĕлсе тăрать. Çемьесенчи лару-тăрăва куçран вĕçертмест, кирлĕ вăхăтра хăшне-пĕрне юлташла та, çирĕп каласа та тĕрĕс çул çине кăларма тивет.

Йышлă, ĕçчен кил-йышра çуралса ӳснĕ хастар хĕр шкул хыççăн Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ, ĕç стажне ветеринари фельдшерĕнчен пуçланă. Ӳркенмен вăл, пур çĕре те çитме, пурне те пулăшма тăрăшнă. Пуçаруллăскере ял Канашĕн секретарĕ пулма сĕнеççĕ. Паянхи кун тĕлне вырăнти влаç тытăмĕн ячĕ темиçе те улшăнчĕ - халăх депутачĕсен ĕçтăвком канашĕ, ял канашĕ, ял администрацийĕ, ял тăрăхĕ... Ĕçленĕ хушăра миçе пин справка е ытти ĕç хучĕ хатĕрлемен-ши? Пурне те яваплăха туйса, тĕрĕс тума тăрăшнă. Килен-каяна вăхăтра кирлĕ документпа тивĕçтернĕ.

- Куçман пурлăхпа нумай ĕçлеме тивет. Ялсенче хăш-пĕр кил хуçалăхĕ хупă, хуçисем аякри хуласенче пурăнаççĕ, вĕсене шыраса тупмалла, çырусем çыратпăр, - тет Светлана Николаевна.

Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе, йывăр çемьесенчи лару-тăрупа, урамсенче тирпей-илем кĕртессипе çӳреме тивет ялтан яла. Паян тумалли ĕçе нихăçан та ырана хăвармасть вăл. Пурне те вăхăтра, пахалăхпа пурнăçлать, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать.

Светлана Николаевна - пур енлĕ пултаруллă хĕрарăм. Нумаях пулмасть, акă, Тĕмер ялĕнче пĕр мăшăрăн «ылтăн туйĕ» кĕрлерĕ. Ятарлă туй кĕпи, хушпу тăхăнса ялти пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле юбилярсене саламларĕ вăл. Çапла, пĕр концерт та, тĕрĕ тĕрлекенсен пĕр куравĕ те унсăр иртмест. Тĕпел кукринче салат-варени, кукăль-хăпарту, юр-вар хатĕрлеме те ăста. Вырăнти хăйтытăмлăхăн пысăк наградине чăннипех тивĕçлине хастар та пултаруллă ĕçĕпе çирĕплетсех тăрать Светлана Николаевна.

Валерий ЧАЙКИН.

Тăвай районĕ.

Автор сăнӳкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.