Комментари хушас

25 Кăрлач, 2014

«Ялав чыса, паттăрлăха сăнарлать»

РФ федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин /вырăсла - ФСКН/ Чăваш Республикинчи управленине кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура ялав пачĕç. Çак мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăхăн наркотиксемпе кĕрешекен комитечĕн аппарачĕн ертÿçин çумĕ - федерацин Атăлçи округĕнчи управленин пуçлăхĕ, полици генерал-майорĕ Сергей Васильев, сумлă ытти хăна хутшăнчĕç.

Раççей Президенчĕн 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин ялавне тата унăн территорири органĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсен ялавĕсене туса хурасси çинчен” 20 /-лĕ указĕпе килĕшÿллĕн ялава ФСКНăн территорири органĕсене савăнăçлă лару-тăрура параççĕ. Вăл - ведомствăн официаллă символĕ тата реликвийĕ, Тăван çĕр-шыва чĕререн парăнса ĕçленине, тивĕçе чыслăн пурнăçланине палăртать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак мероприяти ФСКНăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçне тивĕçлипе хак пани терĕ. Ведомство çамрăк пулин те кăткăс та яваплă тĕллевсене - республикăри çынсен сывлăхне сыхласси тата вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - ăнăçлă пурнăçласа пынине палăртрĕ. Право йĕркине сыхлакан, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине пула республикăри наркоманипе çыхăннă лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тĕрĕслесе тăма май килнине каларĕ. "Пурте пĕрле тăрăшсан эпир наркотиксен çаврăнăшĕн сферинчи преступленисемпе малашне те ăнăçлăн кĕрешессе, хамăрăн граждансене çак усалран шанчăклăн хÿтĕлессе шанатăп”, - терĕ Михаил Васильевич. "Паян сирĕн управленишĕн нумайлăха асра юлмалли кун. Ялав мĕн авалтанпах чыса, паттăрлăха тата мухтава сăнарлакан тĕп символ шутланнă. Управлени ялавĕ - пирĕн службăн официаллă символĕн пĕр пайĕ çеç мар, вăл - сăваплă япала. Паянхи пулăм управлени историйĕнче пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулса юлĕ, вăл коллектива хăйĕн тĕллевĕсене ăнăçлăн пурнăçлама хистĕ", - терĕ Сергей Васильев.

Унтан Сергей Андреевич, полицин отставкăри генерал-майорĕ Виктор Сивцов тата управленин чи лайăх ĕçченĕсем ялава аври çумне çирĕплетрĕç. Сергей Васильев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хисеп хутне вуласа пачĕ, унта ФСКНăн Чăваш Республикинчи управленине ялав панине палăртнă. "Эпир ялава лайăх упрама тата хамăрăн ĕçе хисепленин символĕ вырăнне хурса сума сумашкăн шантаратпăр”, - терĕ Евгений Барсуков. Çак ялав управленире упранĕ, вăл пĕлтерĕшлĕ кашни мероприятин уйрăлми пайĕ пулса тăрĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Сергей Васильев Чăваш Республикинчи Наркотиксемпе кĕрешекен комисси федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххисенчен пĕри тесе палăртрĕ. ФСКН управленийĕ вара 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе округра 2-мĕш вырăн йышăннă.

Çав кунах Раççей ФСКНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта 2013 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, 2014 çулăн пĕрремĕш çурри валли тĕллевсене палăртрĕç. Евгений Барсуков хăйĕн докладĕнче чылай цифрăпа паллаштарчĕ. Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене уçса памашкăн вăй структурисемпе, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсемпе килĕштерсе ĕçлени пулăшнине асăнчĕ. Наркоманипе кĕрешмелли саккунсене юлашки вăхăтра мĕнлерех улшăнусем кĕртнине, çакă наркополицейскисен ĕçне еплерех витĕм кÿнине каласа кăтартрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсенче наркоманипе çыхăннă лару-тăру ытла хăрушах маррине пĕлтерчĕ. "Шурă наркăмăшăн” дозине ытлашшипех ÿстернĕрен çын вилесси пĕлтĕр пĕр тĕслĕх те пулманнине каларĕ. Халăх наркотиксене сивлетĕр тесе малалла та çине тăрса ĕçлемелле терĕ. "Хальхи вăхăтра эпир ачасемпе çамрăксен спорт юхăмне аталантарма тăрăшатпăр. Спортпа тата физкультурăпа туслисен хушшинче хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шучĕ ÿссех пырать. Ку - сывă пурнăç йĕркине суйласа илмелли чи лайăх мел”, - калаçăва тăсрĕ Михаил Васильевич.

Ларура управленин ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă сотрудникĕсене наградăсем пачĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.