Комментари хушас

29 Кăрлач, 2015

“Ваньăпа Егор - хамăрăн ачасемех”

Пÿрт ачасен хаваслă сассипе янăранинчен ырри мĕн пултăр? Ашшĕ-амăшĕнчен телейлĕ çын та çук тĕнчере. Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Ивановсен çурчĕ телейпе тулнă. Татьяна, Вероника, Иван, Егор, икĕ çул та тултарман Арсений... Çакă вĕсен чăн пуянлăхĕ. Светлана Витальевнăпа Андриян Николаевич пурне те хăйсенни пек юратса ÿстереççĕ.

Шăпа епле килсе тухассине этем пĕлмест. Кĕтмен çĕртен шурри хурипе ылмашăнать... Хуйхă Ивановсен çемйинчен пăрăнса иртмен. Светлана Витальевнăн 37 çулти аппăшĕ чирлесе пурнăçран ытла та ир уйрăлнă. Унăн мăшăрĕ унччен маларах çĕре кĕнĕ. Çĕре кĕриччен икĕ ачапа тăрса юлнăскер тепĕр хут çемье çавăрнă, виççĕмĕш ывăл çуратнă. Хĕрарăм пурнăçран уйрăлсан опека пайĕ аслă икĕ ывăлне иккĕмĕш упăшкипе ниепле те хăварайман.

- Ваньăпа Егор - хамăрăн ачасемех. Алăкран хуйхă шаккасан вĕсене хамăр пата илесси пирки пĕрре те иккĕленмерĕмĕр, - терĕ пĕртен-пĕр аппăшне çухатнă Светлана Витальевна. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.