Комментари хушас

4 Нарăс, 2015

Упăшка сăмахне тытаймарĕ

Сывă-и? Сирĕн хаçата питĕ юратса вулатăп. Уйрăмах "Арçынпа хĕрарăм" страницăри çырусем чуна тыткăнлаççĕ. Эпĕ те хамăн ăраскал пирки пĕлтересшĕн.

Хĕр чухне пысăк та телейлĕ çемье çинчен ĕмĕтленеттĕм. Анчах ĕмĕтленни пур чухне те чăна килмест иккен. Шкул хыççăн аслă пÿлĕ илтĕм, унтан кăштах ĕçлем-ха, каччăсемпе çÿреме ĕлкĕретĕп терĕм. Кун хыççăн кун иртрĕ, çулсем черетленчĕç - сисмерĕм те вăтăр урлă каçрăм. Ватă хĕр йышне кĕтĕм. Çирĕмре чухне эпĕ хăва хулли пекех яштакаччĕ, виçĕ теçетке çула хыçа хăварнă хыççăн пилĕк те хулăнланчĕ... Хулара пурăнса хулăн çивĕтĕм те юхса тухрĕ. Ун вырăнне шĕвĕр хÿрешке кăна тăрса юлчĕ. Йĕкĕтсем ман вăхăтрисене пăхмаççĕ те ĕнтĕ иккен. Йĕри-тавра çамрăкки те темĕн чухлех те! Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.