Комментари хушас

4 Нарăс, 2015

Сĕт хакĕ чакать

ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен килти хуçалăхран сĕт мĕн хакпа пуçтарни тата ăна пухакансем çинчен информаци ыйтса илет. Январĕн 30-мĕшĕ тĕлне пухнă сводкăна пĕлтĕрхи декабрĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетнипе танлаштарсан чылай районта улшăну пур. Ăна тишкерер-ха.

Улатăр районĕнче 3 организаци çеç сĕт пухать. Пĕри хака 1-ер тенкĕ ÿстернĕ, иккĕшĕн декабрьти пекех /кашни кг - 17 т/.

Элĕк енре продукци пуçтаракансенчен пурте тенĕ пекех сутлăх сĕте - 2-шер, «Новый путь» ЯХПК 1-ер т йÿнетнĕ. Элĕксен хакĕ - 18-шар тенкĕ.

Патăрьел районĕнчи А.И.Иванов, О.М.Гладкова, Куславккари сĕт завочĕ, Г.Е.Мишин, Н.А.Кушников, «Красное знамя», «Сидели» хуçалăхсем, В.А.Секретов, И.П.Гладков, В.Н.Степанов, А.А.Вахитов, А.А.Эриванов, В.Н.Иванова сутлăх хака Çĕнĕ çул умĕнчи шайрах тытса тăнă. Ăна вăтамран В.Г.Павлов - 25-шер, Патăрьел райповĕн Турханти филиалĕпе И.В.Ильин - 75-шер, Сăкăтри филиалĕпе Ф.Б.Тухветуллов 50-шар пус чакарнă. Çавăн пекех Р.А.Шагаев, В.Н.Кудрявцев, Р.К.Каштанов, А.А.Алексеев, Ю.М.Наумов, П.В.Хмелев, Л.Г.Медведев 1-ер т пĕчĕклетнĕ.

Патăрьел тăрăхĕнче сĕт пуçтаракансен йышне 5 организаци хушăннă. Вĕсем килти хуçалăхсене кунти ытти предприятирен 1,5-0,5-шер т ытларах тÿленĕ. Ахăртнех, продукци паракансене хăйсен енне çавăраççĕ - тĕрĕс тăваççĕ. Патăрьелсен хакĕ - 18-19-шар т.

Вăрнарсен вăл - 19-шар т. Ăна А.А.Черыков - 0,5-шер, ытти 23 организаци 1-ер т катнă.

Йĕпреç енри «Молочная империя» ЯК, Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ - 0,5-шер, А.А.Черыков, Д.В.Ильин, «Молочник» ПК 1-ер т йÿнетнĕ. «Молочный двор-Канаш», «Патман» кооперативсем, В.Н.Хлебниковпа А.В.Тарасов 2014 çул вĕçĕнчи шайрах тытаççĕ. Маттур.

Канаш тăрăхĕнче литр сĕт 18-20-шер т тăрать. Уншăн Л.И.Иванов, «Молцентр» ООО 50-шар пус - сахалрах, Канаш райповĕ 1-ер т нумайрах тÿленĕ. Районти сĕт пуçтаракансенчен хăшĕ-пĕри улшăннине палăртмалла.

Куславккасен - 18,3-19,1-шер т шайĕнче. Хака Куславккари сĕт завочĕ, Р.К.Каштанов, «Луч» ООО 10 пус хăпартнă, ытти организаци улăштарман.

Комсомольскисем 18-20-шер тенкĕлле сутаççĕ. Хака декабрьти шайрах хăварнисем - Н.П.Козлова, «НУР» ЯК, «Искра», «Дружба», «Асаново» хуçалăхсем, Шемякина - ял çыннисен интересĕсене шута хураççĕ. 0,5-1-шер т чакарнисем: А.С.Агамирян, Иванова, «Урожай», «Победа», «Труд» хуçалăхсем, Комсомольски райповĕ.

Красноармейски районĕнчи килти хуçалăхсене - 1,5-2-шер, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчисене 1-ер т сахалрах тÿлеççĕ. Сĕнтĕрвăррисен хакĕ - 17-18-шар т. Пĕр организаци ăна 1-ер т хаклатнă, иккĕш декабрьти шайрах тытаççĕ.

Муркаш енре вăл - 18-шар т. Тăхăр организаци Çĕнĕ çул умĕнчи хакран - 2-шер, виççĕш 1-ер т катнă. Пăрачкав тăрăхĕнчи килти хуçалăхсем продукцие 18-19-шар тенкĕлле сутаççĕ. Унта тата Вăрмар енре хак 2014 çул вĕçĕнчи пекех: 18-шар т.

Вăл Çĕрпÿ районĕнчи «Молочный двор», «Молочное дело» ОООсен - 1-ер, «Универмаг» обществăн 0,5-шер т хушăннă, Р.К.Каштановăн - 0,5-шер, А.А.Васильевăн, А.В.Черниковăн, Д.М.Мухмедяновăн, «Молочник» ЯКн, «Октябрьский» цехăн 1-ер т йÿнелнĕ. Шупашкар районĕнчи килти хуçалăхсене, В.А.Александровсăр пуçне, 1-ер т сахалрах тÿленĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче уйăх каяллахи хака сыхласа хăварнă.

Хака Çĕмĕрлесем - 2-шер, Етĕрнесем - 1-ер, Елчĕк районĕнчи сĕт пуçтаракансенчен чылайăшĕ 0,25-1,5-шер т чакарнă. В.И.Московский 1-ер т хушнă. Т.А.Сорокина, Т.В.Грибова, В.И.Савастьянов, Н.В.Смирнова декабрĕн 26-мĕшĕнчи шайрах тытнă.

Тăвайсен кашни кг сĕтне 18-шар тенкĕлле, Çĕнĕ çул умĕнчи пекех, туянаççĕ.

Сĕт паракансем, сутлăх хак пирки мĕн шухăшлатăр? Е Раççей почти урлă, е редакцин электронлă почтăпа çыру ярса пĕлтерĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.