Комментари хушас

28 Кăрлач, 2014

«Эсир - паттăрлăх символĕ, мăнаçлăхĕ...»

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юлашки залпĕсем тахçанах кĕрлесе иртнĕ ĕнтĕ, анчах фронтовиксен тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ, çутă тĕллевшĕн хăйсене хĕрхенменни ĕмĕр-ĕмĕр вун-вун ăру асĕнче пулĕç. Тĕнчене кисрентернĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçин историйĕнче Сталинградпа Ленинград хулисен тата унта пурăнакансен вышкайсăр паттăрлăхĕпе вилĕмсĕрлĕхĕ уйрăммăн çырăнса юлнă.

Акă Нева çинчи хулана нимĕç фашисчĕсен блокадинчен тĕппипех хăтарнăранпа 70 çул çитрĕ. Сахал мар вăхăт ку. Чăтма çук тапхăра хăйсем тÿссе ирттернĕ, Волхов тата Ленинград фрончĕсенче тăшмана хулана кĕртес мар, ăна ункăран хăтарас тесе çапăçнă çынсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ.

Нева çинчи хулана тăшманран тасатнăранпа 70 çул çитнине халалласа çĕр-шывĕпех савăнăçлă тĕрлĕ мероприяти иртет. Чăваш Ен те фронтпа тыл ĕçченĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхне чыслать. Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вăрçă вăхăтĕнче Ленинградра çуралнисене, çак хулашăн хăйсене шеллемесĕр тăшманпа çапăçнисене, унăн ункине татса Нева çинчи хулана ирĕке кăларнисене Правительство çуртĕнче йышăнчĕ. Санкт-Петербург хулин ертÿлĕхĕ вĕсене пурне те кăкăр çине çакмалли «Ленинград хулине фашистсен блокадинчен пĕтĕмпех ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа» паллăпа наградăлама йышăннă.

- Çак тивĕçе пурнăçласси маншăн питĕ пысăк чыс, - терĕ Михаил Васильевич пухăннисене сумлă юбилейпе саламланă май. - Эсир - паттăрлăх символĕ, мăнаçлăхĕ. Пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттерсе фашизма çапса аркатма пултартăр, çĕр-шыва хÿтĕлесе хăвартăр, Европăна ирĕке кăлартăр. Эсир хăватлă тăшмана тĕп тунă, халĕ пирĕн ăру, килес ăрусем хамăрăн паттăрла историпе мухтанма тата мăнаçланма пултараççĕ...

Вĕсем çамрăк мар ĕнтĕ, тăнлавĕсем тахçанах кĕмĕлленнĕ. Мăнуксемлĕ пулнă. Хăш-пĕрин мăнукĕсен ачисем те çут тĕнчене килнĕ. Владимир облаçĕнчи Меленки хулинче çуралнă Елена Бурцевăпа Юлия Елимова /аппăшĕпе йăмăкĕ/ çав тапхăрти терт-нушана ачаллах чăтса ирттернĕ. Вĕсен çемйи Ленинград облаçне куçса кайнă чухне Елена Яковлевна 10 çулта, Юлия Яковлевна çут тĕнчене çеç килнĕ пулнă. Вăрçă пуçлансанах ашшĕ фронта тухса кайнă, амăшĕпе ачисене Ленинграда куçарма ĕлкĕрнĕ. Тăшман Нева çинчи хулана унка çавăрса илсен выçăпа вĕсен икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ вилнĕ. Елена Яковлевнăна амăшĕпе пĕрле Шупашкара эвакуациленĕ, Юлия Яковлевнăн çулĕ Куйбышев хулине /хальхи - Самар/ выртнă. Вăрçă хыççăн пĕр-пĕрне шыраса тупнă. Юлия Яковлевнăпа Елена Яковлевна 40 çул ытла Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тăрăшнă, иккĕшĕн те «Блокадăри Ленинградра пурăнакана» паллă пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ паллă вара асра та пулин çав вăхăта тепĕр хут тавăрчĕ пулас: иккĕшĕн те йывăр куççуль тумламĕсем пичĕсем тăрăх шурĕç.

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Александр Зимин вăрçа Ленинград çывăхĕнчи 8-мĕш телеграф полкĕн 550-мĕш çыхăну батальонĕн йышĕнче кĕнĕ. Стрелоксен 110-мĕш корпусне çыхăнупа тивĕçтернĕ. 1943 çулхи раштавранпа 1944 çулхи кăрлач уйăхĕ вĕçлениччен малти линире çапăçнă, каярахпа Выборг хулине, Латвине, Литвана, Эстоние, Румыние ирĕке кăларнă. Паттăрлăхшăн II степень «Тăван çĕр-шыв вăрçи» ордена, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Паттăрлăхшăн» тата ытти медале тивĕçнĕ.

Çак кун «Ленинград хулине фашистсен блокадинчен пĕтĕмпех ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа» палла 25 çыннăн илмеллеччĕ. Шел, Ленинградра çуралнă, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Станислав Щемелева чыслава килме чир чăрмантарнă. 1943 çулта эвакуаципе килнĕ 5 çулти тăлăха Шупашкар хули çывăхĕнчи ялти пĕр хĕрарăм усрава илнĕ. Ÿссе тĕрекленсен Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Ун хыççăн промышленноç предприятийĕсенче 42 çул ĕçленĕ. Мăшăрĕпе икĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ ватăсене мăнукĕсемпе вĕсен ачисем савăнăç кÿреççĕ.

Юбилей паллине илнисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата республика çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Оперăпа балет театрĕн артисчĕсем вĕсен ячĕпе вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене шăрантарчĕç.


Юрий СТЕПАНОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.