Комментари хушас

18 Нарăс, 2015

Тÿлев шайĕ пĕрпек мар

ЧР Ялхуçалăх министерстви февралĕн 13-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсем продукци пуçтаракансене сутнă сĕт хакĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене январĕн 30-мĕшĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан мĕн курăнать-ха?

Сутлăх хак Улатăрсен /кашни литрĕ 16-17 тенкĕ/, Вăрнарсен /19/, Куславккасен /18,3-19,1/, Комсомольскисен /18-20/, Элĕксен, Красноармейскисен, Хĕрлĕ Чутайсен, Муркашсен, Вăрмарсен, Çĕмĕрлесен, Етĕрнесен, Тăвайсен /пурин те - 18/, Сĕнтĕрвăррисен /17-18/, Çĕрпÿсен /17-20/, Шупашкар районĕсен, Пăрачкавсен /18-19/, Патăрьелсен /18-19,5/, Елчĕксен /17-19/, Йĕпреç районĕнчи «Молочная империя» кооперативăн /19-20/, А.Тарасовăн /20/ икĕ эрне каяллахи шайрах тытăнса тăнă. Ăна Йĕпреç тăрăхĕнче А.Черыков, Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ, Д.Ильин, «Молочник», «Молочный двор-Канаш» ЯПКсем - 1-ер тенкĕ, «Патман» ЯПК, В.Хлебников 50-шар пус чакарнă. Шăмăршă тăрăхĕнчи А.Сабитов, А.Кузьмина, В.Васильев, Н.Авксентьев, Ф.Азизов, В.Кузьмин, А.Степанов, Г.Ильин, Н.Хамидуллов, Г.Новая, Ф.С. тата Ф.Ф.Рахматуллов 50-шар пус хушнă, «Агроинфоком» ООО, В.Чамеев - 2-шер, Р.Хамидуллина 1-ер тенкĕ антарнă. «Молсервис» ООО, Г.Ахметов сĕте январь вĕçĕнчи хакпах йышăннă.

Февралĕн 13-мĕшĕ тĕлне Канаш районĕнчи килти хуçалăхсенчен кашни литр сĕте Л.Иванов, Комсомольскинчи «Молцентр» ООО, Канаш райповĕ - 18-20-шер, «Молочный двор» ООО, С.Кирюхин, «Молочник» ЯПК - 18-шар, Н.Артемьев, В.Александров - 19-шар, В.Семенов, Мухамедзянов 20-шер тенкĕлле туяннă. Пĕр-пĕрин хушшинчи уйрăмлăх - 1-2 тенкĕ. Ĕне усракансем мĕншĕнне пуху-тĕлпулура райадминистрацин информушкăнĕсенчен ыйтаççĕ. Хуравне ял-йыша вĕсен мар, сĕт пухакансен памалла. Анчах лешсем халăха ăнлантарма ерçмеççĕ. Январь варринче вĕсене райадминистрацире ирттернĕ тĕлпулăва хутшăнма йыхравланă. Унта «Молочникран» - Л.Григорьев, «Молочный двортан» - А.Казаков, Канаш райповĕнчен В.Зайцева çеç пынă. Ыттисем килмен. Райадминистраци асăннă предприятисене кашни килограмм сĕтшĕн 19 тенкĕрен кая мар тÿлеме сĕннĕ. Анчах февралĕн 13-мĕшĕ тĕлне сутлăх хака «Молочный двор» тата «Молочник» 1-ер тенкĕ катнă. Райпо январĕн 16-мĕшĕччен 18-19 тенкĕ тÿленĕ, февралĕн 13-мĕшĕ тĕлне хака 18-20 тенкĕ кăтартнă. Сĕт паракансенчен ытларахăшне хăш хакпа тÿлени паллă мар.

Акчикасси, Ваçкаçырми, Сĕнтĕкçырми, Хусанушкăнь /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Пушнар /Етĕрне/, Аçăмçырми, Малтикас Ялтăра, Кăмпал, Уйкас Ялтăра, Ярмушка /Вăрнар/, Кĕçĕн Чак /Вăрмар/, Пăкăян /Йĕпреç/, Анат Кăмаша /Çĕмĕрле/ ялĕсенче иртнĕ пухусене хутшăннисем килти хуçалăхран пуçтаракан сĕтĕн сутлăх хакĕ çулталăк пуçламăшĕнчен тытăнса чакса пынăшăн пăшăрханнине пĕлтернĕ. Ăна пĕр шайра тытса тăрас тĕллевпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен продукци пуçтаракансен ĕçне витĕм кÿме, килти хуçалăхсен интересĕсене хÿтĕлеме ыйтаççĕ.

Республикăри килти хуçалăхсем паракан сутлăх вăтам хак икĕ эрне иртнĕ хыççăн январĕн 31-мĕшĕнчи шайрах тăрать. ЧР патшалăх тата муниципалитет влаçĕн органĕсем хака пĕр шайра тытса тăрассишĕн продукци пуçтаракансемпе тирпейлекен предприятисене витĕм кÿрессишĕн тăрăшни сисĕнет.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.