Комментари хушас

25 Нарăс, 2015

Хисеплĕ ĕç - чун канăçĕ

Николай Лукич Яковлев 2015 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. Анчах пĕлтĕр ноябрĕн 5-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Пиччем 1925 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Актай ялĕнче /халĕ Муркаш районне кĕрет/ çуралнă. Анчах ашшĕ, Лука Никонов, 27 çултах çĕре кĕнĕ. Тĕлĕнмелле пултаруллă тимĕрçĕ пулнă теççĕ ăна. Пирĕн аннене, Евдокия Леонтьевнăна, евчĕсем юнашарти Хурăнкассинчи Яков Кондратьевпа паллаштарнă. Анна икĕ çул çурăри ачапа Хурăнкассине пурăнма куçнă. Тăван ашшĕ ирех вилнипе пиччем ăна астумастчĕ. Николай Лукич тăван мар ашшĕне вара юратнă. Ун çинчен ырăпа кăна аса илетчĕ:

«Якку атте... Ĕмĕр тăршшĕпех унăн ырă кăмăлне манас çук эпĕ. Вăл вăй-хал енчен те палăрса тăнă. Хăй каласа панă тăрăх - кĕрешÿре ăна çĕнтерекен пулман . Салтака кайнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен инвалид пулса, Георги хĕресĕпе таврăннă. Мана вăл пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Çемьере тата ултă ача çуралчĕ пулин те, мана вĕсенчен уйăрман, пÿрнепе те тĕкĕнмен».

Пиччем 7-8 çулсенчех колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Çурлапа тырă вырнă, çавапа утă çулнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Ун чухне çичĕ çухрăмри Йÿçкассинчи шкула 10-мĕш класа çÿрекен сахал пулнă. Аслăрах классенче вĕренекенсене Сăр шывĕ хĕрринче окопсем чавнă çĕре те хутшăнтарнă.

Николай Лукич 1942 çулта Панклире ял Совет секретарĕнче ĕçленĕ. 1943 çулхи мартра вăрçă хирне тухса кайнă. Зенитпа артиллери полкне лекнĕ. Пичче вăрçă çулĕсене çапла аса илетчĕ: «Салтаксене строя тăратрĕç. Лейтенант вăтам пĕлÿ илнисене стройран тухма ыйтрĕ. Вунă салтак тухса тăтăмăр. «Малашне сирĕн радиотелеграфиста вĕренмелле пулать», - терĕ вăл пире.

Радиотехника предмечĕсене ăса хыврăмăр. Пирĕн управлени яланах вăрçă хирĕ çывăхĕнче пулнă. Çичĕ çул та пилĕк уйăх хĕсмет тивĕçне пурнăçларăм. Йывăрри те, çăмăлли те, кăткăсси те пулчĕ çав тапхăрта. Çамрăклăх, яшлăх çилпе вĕçсе кайрĕ».

1950 çулхи июль вĕçĕнче пиччем салтакран тăван яла, Хурăнкассине таврăнчĕ. Анне, эпĕ тата Юльăпа Раиса аппасем Йÿçĕ уйĕнче çурлапа сĕлĕ выраттăмăр. Атте лашапа кĕлтесем турттаратчĕ. Ăшшăн кĕтсе илтĕмĕр тăванăмăра. Салтакран фотоаппарат илсе килнĕччĕ. Унпа нумай çынна ÿкерчĕ. Вăл вăхăтра сăнÿкерекенсем ялсенче пулманпа пĕрех. Уншăн ăна сахал мар тав тунă. Пиччем салтакра чухне те нумай çынна хăй пурăннă вырăнсене кăранташпа ÿкерсе панă.

- Манăн ĕмĕт Шупашкарта ÿнерçе вĕренсе тухассиччĕ, - аса илетчĕ Николай Лукич.

Аттепе анне вăл вĕренме каяссине пĕлсен хĕпĕртерĕç кăна. Ялта ун чухне пурнăç йывăрччĕ, çимелли çитсе пыман. «Мĕнле те пулсан çĕрулми, аш-пăш, çу парса пулăшатпăрах», - терĕç вĕсем пиччене. Эпир аттепе иксĕмĕр пичче патне Шупашкара кашни çулах çимеллисем илсе кайса параттăмăр.

1956 çулта художество училищинчен вĕренсе тухсан ăна Магнитогорск хулинчи техникума рисованипе черчени предмечĕсене вĕрентме каймашкăн направлени панă. Çул çине тухса ĕлкĕреймест, училищĕри завуч Нина Андреева пиччене Советсен çуртне чĕнтернине пĕлтерет. Унта çитсен культура министрĕ Петр Капитонов çапла калать: «Яковлев, ниçта та каймастăн. Акă, «Капкăн» журнал кăларма пуçлатпăр. Çавăнта ÿнерçĕ пулса ĕçлеме тытăнатăн». «Капкăнра» 35 çул вăй хутăм. Пурнăçра тĕл пулакан ăçтиçуксемпе йăх-яха хамăн ÿкерчĕксенче сахал мар критиклерĕм, питлерĕм, обществăшăн усăллă ĕç турăм», - каласа панăччĕ вăл.

Николай Лукич Яковлева 1982 çулта Иван Мучи ячĕллĕ преми парса чысланă. 1985 çулта вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Николай Лукич хăйĕн пурнăçĕнче 50 ытла курава хутшăннă. Хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе те куравсем йĕркеленĕ.

Физкультурăпа, спортпа туслăччĕ. Çавă кăна ăна тĕрлĕ чир-чĕртен сирчĕ. 8 хутчен йывăр операци чăтса ирттерчĕ. 1986 çулта çуран чупма юратакансен клубне çÿреме пуçларĕ. Ăмăртусене те тăтăшах хутшăнатчĕ. Мускавра иртекен тĕнче марафонĕсене ?42 километр та 195 метр% ултă хутчен чупса тухрĕ. Ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса медаль, Диплом, Хисеп хучĕ, хаклă парне самай илнĕ.

- Физкультура, спорт, хускану мана пурнăçри, ĕçри пултарулăхра чĕрĕ вăй парса тăчĕç. Ытларах утăр, хускалăр, чупăр, машинăпа сахалрах ларса çÿреме тăрăшăр, - çапла сĕнетчĕ вăл пире.

Тивĕçлĕ канăва тухсан 1991 çулта яла таврăнчĕ тăванăм. Анчах кунта та алă усса лармарĕ, журналистика ĕçне кÿлĕнчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентеш ветерансем çинчен тата ытти темăпа республикăри, районти хаçатсенче материалсем пичетлерĕ.

Вăл вăхăтра «Ударник» хуçалăхра таврапĕлÿ музейне тăвас ыйтăва сахал мар хускатнă. Анчах ĕç ниепле каймастчĕ. Ăна йĕркелесе ярассине пиччем хăй çине илчĕ. Çак ĕçре ăна хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ Платон Давыдов тата ытти çынсем нумай пулăшрĕç. 1997 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Анатри Панкли ялĕнче музей уçăлчĕ. Уншăн Николай Лукич мĕн чухлĕ тăрăшмарĕ пулĕ. Халĕ музей Вăрманкасси ялĕнче вырнаçнă.

Вăл Уçăпкасси ?халĕ Тури Панкли% ялĕнчен тухнă паллă композитор Федор Семенович Васильев ячĕпе хисепленет. Малашне музейре Николай Лукич Яковлев ячĕпе те пĕр пÿлĕм пуласса шанас килет.

Николай Яковлев - чăваш халăх ăсчахĕ, халăх академикĕ. Вăлах столяр та, платник та, архитектор та пулнă. Ялта вăл пурăннă çурта та унăн чертежĕпе çĕклерĕмĕр.

Николай Лукича Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята панăччĕ. Ăна пĕлекен, канаш ыйтакан сахал пулман. Вăл вара нихăçан та хирĕçлесе тăман - чун ăшши унăн такам валли те çитетчĕ. Николай Яковлев пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ пулин те, унăн ĕçне малалла тăсакансем пур. Çутă сăнарĕ пирĕн асрах пулĕ, пире çул кăтартса пырĕ.

Илья Яковлев.

Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.