Комментари хушас

Йывăрлăха парăнман вăл, фашистсен пульлинчен, бомбинчен хăраман, шартлама сивĕпе выçлăха чăтнă. Сăмахăм - Ленинград пирки. Выçăпа, сивĕпе аптăранă çынсен вăйĕ те чакнă. Таса шыв, апат-çимĕç çук... Кашнин чĕринче - шанчăк. Çакă çеç пĕр çемьене чăмăртаннă халăха блокадăна çĕнтерме пулăшнă. Унтанпа чылай çул иртнĕ. Кăçал кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ленинграда фашист ункинчен хăтарнăранпа 70 çул çитнине паллă турăмăр. Бомба, пуля сасси шăпланнăранпа сахал мар вăхăт иртрĕ, çапах блокада нушине чăтнă çынсен тертлĕ кашни кунĕ, сехечĕ халĕ те асрах. Ăна манаймăн...

Пăчкă кĕрпинчен пĕçернĕ çăкăр

Шупашкарта пурăнакан Елена Бурцева кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 87 çул тултарать. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 14-ра пулнă. Елена Яковлевна йăлтах ас тăвать: Ленинградри блокада ĕнер çеç пулнă тейĕн.

- Атте-анне - Тутарстанран. Эпĕ Владимир облаçĕнчи Меленки хулинче çуралнă. Анне ун чухне фабрикăра ĕçленĕ. Каярахпа Шупашкара куçса килнĕ, кунта 1937 çулччен пурăннă. Унтан Ленинграда куçнă. Атте Яков Георгиевич вăрçă пуçлансанах, утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче, фронта тухса кайрĕ. Ăна аннепе иксĕмĕр станцие ăсатма кайнине ас тăватăп. «Шупашкара куçса кайăр», - терĕ атте ун чухне. Таврăнмарĕ. Вăрçă пĕтсен ăна СССР Оборона министерстви урлă шыраттартăмăр. Кашнинчех пĕр хурав çеç килчĕ: «Хыпарсăр çухалнă». Çапах атте чĕрĕ юлнине ĕненсе ăна кĕтрĕмĕр. Кăлăхах... Вилмен тĕк пире шыраса тупатчех. Шупашкара куçма хăех каларĕ-çке. Аттерен пĕртен пĕр çыру илтĕмĕр. Ун чухне, 1941-1942 çулсенче, Ленинград çывăхĕнчи пĕр поселокра пурăнаттăмăр. Текех унран хыпар пулмарĕ, - иртнине аса илчĕ Елена Яковлевна. Вăрçă ăна ашшĕсĕр кăна мар, пиччĕшĕсĕр, икĕ йăмăкĕсĕр хăварнă. Шăллĕ унччен Анатолий скарлатинăпа чирлесе вилнĕ.

- 1924 çулта çуралнă Георгий, 1932 çулта кун çути курнă Валентина тата çулталăкри Татьяна пĕр вăхăтра тенĕ пекех выççа чăтаймасăр Ленинградра пурнăçран уйрăлчĕç. Блокадăна лекнĕ хулара пĕр хĕл пурăнтăмăр. 1941-1942 çулсенчи хĕл питĕ сивĕ пулчĕ. Шкулта пурăнтăмăр. Унта тĕрлĕ çĕртен килнĕ таркăн нумайччĕ. Таса шыв, çăвăнмалли пÿлĕм çукчĕ. Хĕлле чавса тунă каналран шыв ăсаттăмăр та тимĕр кăмакара вĕрететтĕмĕр. Мĕн çунать - çавна кăмакана чикеттĕмĕр: сĕтел-пукан, партăсем, алăксем, урай хăмисем... Хăрушла сивĕ хĕлччĕ... Пирĕн çире - кĕпе çеçчĕ. Ленинградра пурăнакансем вăй çитнĕ таран тумтир парса пулăшатчĕç. Мана пальто лекрĕ. Анне госпитальре ĕçлетчĕ. Пире кунне 125 грамм çăкăр тыттаратчĕç. Вăл та пулин целлюлозăран, пăчкă кĕрпинчен пĕçерниччĕ. Анне хăй çиес çăкăрне пире паратчĕ. Хăш чухне госпитальре салтаксем хыççăн юлнă апат пире лекетчĕ. Вĕсене те çăкăр нумай паман. Выçăпа аптăраса нумай арçын вилчĕ. Пирĕн салтаксем пульăран мар, ытларах апат çименнине пула пурнăçран уйрăлатчĕç. Выçлăхпа шартлама сивве нихăçан та манаймăн. Анне атте фронта тухса кайнă чухне 40 çултаччĕ. Апат çименрен вăл самаях хавшарĕ, вилес патне çитрĕ. Çавăнпа Юльăна, Вальăна, Таньăна ача çуртне вырнаçтартăм. «Аннене пытарăп та хам та унта кайăп», - шухăшларăм ун чухне. Телее, анне пире тăлăха хăвармарĕ. Валя, Таня тата Гриша Пискарево масарĕнче канлĕх тупрĕç. Выçă вилнисене тăванлăх масарне пытаратчĕç. Шăтăк питĕ пысăкчĕ. Çын кĕлеткисене машинăпа шăтăка тĕксе хуратчĕç те тăпрапа витетчĕç. Темĕн те курнă, - куççульне шăлчĕ Елена Бурцева.

Ленинградри блокадăра пурăннă çынсен чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Выçă туйăмне хăнăхаймăн. Алла мĕн лекнĕ - çавна çинĕ. Хулара чĕр чун та, вĕçен кайăк та юлман. Хăшĕ-пĕри каланă тăрăх - çынна та çинĕ.

- Кунашкаллине хам куçпа курман, анчах çын какайĕнчен кукăль туни пирки сăмах çÿретчĕ. «Мулкач какайĕ çиетĕн-и?» - ыйтрĕ пĕррехинче Георгий. Ăнлантăм - мулкач мар. Гриша путвалта кушак тытнă-мĕн, ăна пĕçерсе çирĕ. Çынсем йĕке хÿресене те тытатчĕç, анчах каярахпа вĕсем те юлмарĕç, выçăпа вилсе пĕтрĕç, - каласа кăтартрĕ Елена Яковлевна.

Телевизорпа Ленинград блокади çинчен ÿкернĕ фильм чылай кăтартаççĕ. Унти ÿкерчĕкпе пурнăçри чăнлăх пĕр килеççĕ-ши?

- Фильмсенче чăн-чăн блокадăна кăтартаççĕ. Çунашкапа çын виллине сĕтĕрнине хам та курнă. Бомбăсем çывăхра ÿксе çурăлатчĕç. Сывлăшри тревога пулсан путвалсенче пытанаттăмăр. Фашистсем çуртсене бомбăсем пăрахса сирпĕтетчĕç те мĕн чухлĕ çын вилетчĕ. 1939-1940 çулсенче Совет-финн вăрçи кĕрлерĕ. Ленинград унтан аякра мар. Нева шывĕ тăрăх çын виллисем ишсе килетчĕç, - каллех куççульленчĕ Елена Бурцева.

“Пурнăç çулĕ”

Фашистсем Ленинград патне пыракан çулсене пÿлнĕ. Апат-çимĕç саппасĕ кунран-кун чакнă. Пĕртен пĕр çăлăнăç - пăрпа витĕннĕ Ладога кÿлли. Ун тăрăх нимĕç лагерĕсенчен пăрăнса паллă «полуторкăсем» /тиев турттаракан автомобиль/ çÿренĕ, çăкăр, эмелсем кÿрсе килнĕ, çынсене эвакуациленĕ. Ăна халăхра «Пурнăç çулĕ» ят панă.

- Хăш чухне машинăсене çур урапа таран шыв хуплатчĕ. Пăр çÿхе пулнăран шыва та анса каятчĕç. Никам та çăлăнаймастчĕ, мĕншĕн тесен çынсем тентпа витнĕ кузовран тухаймастчĕç. Пире эвакуациленĕ чухне кузова нимĕнпе те хупламанччĕ. Ун чухне пуш уйăхĕччĕ. Аннепе иксĕмĕр /вăл ун чухне вăй илсе ура çине тăрайманччĕ-ха/ Шупашкара килме çула тухрăмăр. Тăватă çулти йăмăка Юльăна Куйбышеври /халĕ Самар/ ача çуртне ăсатрăм, - калаçăва тăсрĕ 87 çул тултараканскер. Кĕçех 14-ри Еленăпа амăшĕ тавар турттармалли сивĕ пĕр вакуна ларнă, анчах хĕр ачан кĕсйинче пĕр пус та пулман. Ăна патша укçи çăлнă. Ачалăхĕпе час сыв пуллашнă Елена Бурцева Ленинградра пурăннă чухне Муромран çитнĕ пĕр старике шыв кÿрсе пулăшнă, хăш чухне пĕчĕк татăк çăкăр çитернĕ. Ватăскер пур пĕрех выçса вилнĕ. Пурнăçран уйрăлас умĕн вăл хĕр ачана 10 тенкĕлĕх патша укçи парса хăварнă. 14-ри Елена вакунра пынă чухне ун пирки аса илнĕ, машинистсем патне пынă. «Пиччесем, патша укçи туянмăр-и?» - тесе ыйтнă. «Мĕн чухлĕпе? 300 тенкĕ çитет-и?» - ыйтнă лешсем. Çапла майпа хĕр ача çул укçишĕн тÿленĕ.

- Эпĕ ун чухне нимĕн те пĕлмен-çке: ни сутма, ни туянма. Анне аран-аранччĕ. Ленинградра хваттерте пĕр пÿлĕм парасшăнччĕ - илмерĕмĕр, Чăваш Ене тухса килтĕмĕр. Унтах юлнă тăк... Вакунра пире яшка çитерчĕç. Çул çинче çынсем тĕрлĕ хула-салара ана-ана юлчĕç. Эпир Шупашкара çитрĕмĕр. Анне кунта ура çине тăчĕ. Эпĕ электроаппарат заводне вырнаçрăм. Виçĕ смена - ирхине, каçхине, çĕрле - ĕçлеттĕмĕр. Анне Шупашкарти госпитале вырнаçрĕ. Ĕçленĕшĕн 600 грамм /е 800 грамм, лайăх ас тумастăп/ çăкăр паратчĕç. Норма тултарсан столовăя каймашкăн талон тыттаратчĕç. Йĕри-тавра нуша хуçаланатчĕ пулин те заводра хаваслă ĕçлеттĕмĕр. Çамрăк чухне пурнăç савăк çав, - иртнине куç умне кăларчĕ блокада витĕр тухнă Елена Бурцева.

Сысна апатне те тиркемен

1943 çул. Вăрçă шăпланмасăр кĕрленĕ. Салтаксем - çапăçу хирĕнче. Тылрисем те куç хупмасăр ĕçленĕ. Электроаппарат заводĕнче вăй хуракан Елена Яковлевна хăйĕн йăмăкне Юльăна Шупашкара илсе килме тĕллевленнĕ. 16 çулти хĕр завод ертÿçинчен темиçе кунлăха яма пĕрре мар ыйтнă, анчах лешĕ хирĕçленĕ. Пĕр кунхине Елена Бурцева хуçаран ирĕк илмесĕрех Куйбышева тухса кайнă.

- Ача çуртне çитрĕм. Ман умран сараппан тăхăннă хĕр ача чупса иртрĕ. «Сире кам кирлĕ?» - ыйтрĕ çÿлти хутри чÿречерен пĕр хĕрарăм. «Мана Юля кирлĕ», - терĕм эпĕ. «Пирĕн Юля çук, Люся кăна», - пулчĕ хурав. Унта йăмăкăма Люся теме тытăннă-мĕн. Шупашкара çитсен пĕчĕк Юля çывăх çыннăма палларĕ, «Анне! Анне!» - кăшкăрчĕ вăл савăннипе. Йăмăка Куйбышеври ача çуртĕнчен пĕр хĕрарăм усрава илесшĕн пулнă, документсем те хатĕрленĕ. Эпĕ ĕлкĕртĕм. Усрава илнисем Юльăна мана пур пĕрех паратчĕç ĕнтĕ, - аса илÿ çăмхи сÿтĕлнĕ май Елена Яковлевнăн куçĕ шывланчĕ. - Госпитальре сысна усратчĕç. Анне сысна апачĕн юлашкисене илсе килсе Юльăна çитеретчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнтăмăр. Куйбышевран таврăнсан ĕçе тухрăм, сĕтел çинче суда пымалли повестка выртнине куртăм. Ун чухне ĕç кунне сиктернĕшĕн тĕрмене пилĕк çуллăха хупма пултарнă. Суда виçĕ хут çитрĕм - судья çук. «Мĕн çÿретĕр эсир? Ĕçлетĕр вĕт - ĕçлĕр», - терĕ çамрăк секретарь.

1945 çулхи çу уйăхĕнче Елена Бурцева ирхине яланхи пекех ĕçе кайма пуçтарăннă. Урамра: «Çĕнтерÿ! Çĕнтерÿ!», - тесе кăшкăрнине илтсен хăпартланнă, савăннă, çав вăхăтрах куççульленнĕ.

- Мĕн чухлĕ куççуль тăкăнчĕ. Халăх ун чухне туслăччĕ. Вăрçă çынсене пĕр çемьене пĕрлештерчĕ. Халĕ халăх усалланса пырать, пĕр-пĕрне кĕвĕçет. Паянхи çамрăксем çăкăр хакне пĕлмеççĕ. Вĕсемшĕн çăкăра ывăтасси, пĕр-пĕрне хăртасси нимĕн те мар, - калаçăва вĕçлерĕ Елена Бурцева. Вăл электроаппарат заводĕнче 10 çул ĕçленĕ. Унтах пулас мăшăрĕпе Алексей Александровичпа паллашнă. Упăшки çар çынни пулнăран вĕсем пĕр вăхăт Инçет хĕвел тухăçĕнче тĕпленнĕ. Бурцевсем пĕрле 50 çул пурăннă, пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Çемье пуçĕ 13 çул каялла çĕре кĕнĕ. Елена Яковлевнăн амăшĕ пурнăçран уйрăлнăранпа 30 çул иртнĕ ĕнтĕ. Йăмăкĕ Юлия Елимова Шупашкарта пурăнать.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Ленинград блокадине сирнĕренпе 70 çул çитнĕ кун, кăрлачăн 27-мĕшĕнче, РФ МЧСĕн Санкт-Петербургри тĕп управленийĕ вăрçă вăхăтĕнчи статистикăна пĕлтернĕ.
  • 872 куна тăсăлнă блокадăра 630 пин ытла çын выçăпа вилнĕ. Кун пирки Нюрнбергри процесра пĕлтернĕ. Историксем шутланă тăрăх - выçлăха пула куç хупнисен йышĕ 800 пинрен пуçласа 1,5 миллион таран.
  • Нева çинчи хулара сывлăшри тревога 649 хут янăранă.
  • Ленинградра бомбардировка 173 хут пулнă, нимĕçсем 107158 авиабомба пăрахнă, йывăр артиллерин 148478 снарядне янă.
  • Вăтам кăтартупа килĕшÿллĕн Ленинградра кунсерен 245 хут пенĕ. Фашистсене пула хулара пушар 13455 хут тухнă. Пĕтĕмпе 3174 çурт-йĕр арканнă-çуннă, тепĕр 7143-шĕ сиенленнĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.