Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Иккĕмĕш арăм - чун валли

«Пĕрремĕшĕпе ăнмасан иккĕмĕшĕпе те ăнăçмасть»,- теççĕ халăхра. Сăмахĕ ку арлă-арăмлă пурнăç пирки-ха. Чăнах та çапла-ши? Е тата хĕрĕхре пурнăçа çĕнĕрен пуçлама кая мар-и? Урçана качча тухсан телей кураятăн-и? Ют ачасене чунтан юратма пулать-и? Арçынпа хĕрарăмăн черченкĕ туйăма çухатмасăр пĕр-пĕрне килĕштерсе ĕмĕр тăршшĕпех пурăнас тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйту хуравне тупас тĕллевпе эпĕ Красноармейски районĕнчи Кушара Куприяновсем патне çитсе килтĕм.

Анна Андреевнăпа Семен Куприянович нарăс уйăхĕн вĕçĕнче çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тунă. Ялти чи хисеплĕ те сумлă мăшăра ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем, культура ĕçченĕсем, ачисемпе тăванĕсем, ял-йыш саламланă, «ылтăн» пуç кăшăлĕ ăсталаса тăхăнтартнă. Арăмĕпе упăшки вара кĕрекене килте тĕртнĕ пир кĕпесем тăхăнсах ларнă. Çÿллĕ те кĕрнеклĕ, кĕреçе сухаллă мучипе пĕчĕк те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ шураппана сăнÿкерчĕкре курнипех кăмăлларăм. Питĕ килентермĕш çынсем пек туйăнчĕç вĕсем мана... Чăнахах та, сисĕм-туйăм тени мана пĕр чĕптĕм те йăнăш çулпа çÿретмерĕ.

Çимун мучипе Анна аки /ялта вĕсене çапла чĕнеççĕ/ Кушарта - чи аслисем. Çемье пуçĕ пуш уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче 90 çул тултарать. Анна Андреевна вара - сакăрвун саккăрта. Питĕ тараватлăн кĕтсе илчĕç мана вĕсем. Сăмах-юмах пирĕн ачалăхпа çамрăклăх çулĕсене аса илнинчен пуçланчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.