Комментари хушас

7 Пуш, 2015

Хĕрлисем, саррисем, шуррисем, ман савни, сан савни пеккисем...

Кама мĕн тĕсли килĕшет çав... Хитри кирек кама та илĕртет. Куçа йăмăхтаракан ырă шăршăллă чечеке асăрхамасăр иртсе кайма çук. Кама-тăр чаплă кĕлчечек килĕшет, тепри вара уй-хирти утмăлтуратпа салтак тÿмишĕн çав тери хĕпĕртет. Вăрман чечекĕн хăйĕн илемĕ.

Çĕр çинче чечек юратман хĕрарăм пур-ши? Пĕрисем парнелессе те кĕтсе тăмаççĕ - хăйсемех туянаççĕ. Çав хушăрах: «Упăшка мана чечек ан парнелетĕр. Çемье бюджетне тăкаклас мар», - тесе калакан та пур.

Пĕр арçын хунямăшне чунтан юратса юбилейра 51 кĕлчечек парнеленĕ. «Çав виç кунра хăрса каякан чечексемшĕн ман кĕрÿ 5 пин тенкĕ тăкакланă, ун вырăнне укçа панă пулсан комод илсе лартаттăм», - кăмăлсăрланнă хĕрарăм. Апла-и, капла-и, укçа та пулать те пĕтет, чечекĕ те виçĕ кунра хăрса каять - кăмăлтан парнелени çавах лайăх. Черчен те ачаш, ырă шăршăллă чечексене юратмасăр май çуках.

Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери уявĕ умĕн республикăри паллă чăваш хĕрарăмĕсене калаçтарас терĕмĕр. Вĕсене хăçан, мĕнле чечек парнелеççĕ? Ытларах мĕнлисене килĕштереççĕ?

Ева ЛИСИНА, писатель:

- Эпир ача чухне уявсенче чечек парнеленине курман, çуралнă куна та нихăçан та паллă туман. Çавăнпа çыхăннă-ши, чун çакна халĕ те йышăнсах каймасть. Эпĕ нихăçан та хамăн çуралнă куна палăртман, вăл маншăн пур-и, çук-и - пурпĕрех. Юбилей çывхарса килнĕ чухне ăçта тухса тармалли пирки темиçе уйăх маларах шухăшлама тытăнтăм. Сцена çине кăларса лартаççĕ те - эх, мухтаççĕ, ырлаççĕ... Ăçта кĕрсе каймалла кун пек чухне? Хăрушă питĕ, ăна чăтма калама çук йывăр. Шеллетĕп те çав çынна. Чăтаймарăм, юбилей умĕн Тверь облаçне тухса тартăм. Çулла эпĕ яланах унта пурăнма тăрăшатăп.

Чечек парнелени питĕ лайăх, анчах та савăнăçне туймастăп. Нумай пулмасть пĕр уявра темĕн чухлĕ кĕлчечек парса тултарчĕç. Саррисем, шупка кĕреннисем... Ман вара çав кун таçта та çитмеллеччĕ, пасара мăйăр илме те кĕмеллеччĕ. Аптраса ÿкрĕм, чечексене ăçта хумаллине пĕлместĕп. Чунтанах парнелерĕç-ха ĕнтĕ, ятарласа ман валли туяннă. Кунĕпе хула тăрăх йăтса çÿрейменнине кура пĕр хĕрачана вăйпах тыттарса хăвартăм çав чечексене. Тепрехинче тата тĕлĕнмелле чаплă кĕлчечек çыххи парнелерĕç. Анчах та им-çам шăршиллĕччĕ тата патне çывхарсанах куççуль кăларатчĕ. Çÿп-çап витрине пăрахма тиврĕ.

Сирень, çĕмĕрт çеçки питĕ хитре, шăрши те ырă. Ман пахчара кăтра чечеклĕ жасмин ÿсет. Тĕлĕнмелле хитре. Пасар саланас умĕн пĕр старик мана: «Тархасшăн, туян-ха çак жасмина, ĕмĕр тăршшĕпех мана асăнса пурăнăн, ахалех паратăп, укçине ячĕшĕн, алă каясран темиçе пус хăварăр. Электричкăна васкамалла», - терĕ хайхи. Халĕ те тав тăватăп çав старике. Шап-шурă, шултра чечеклĕ жасмин çуркунне ялти мĕнпур çынна илĕртет. Вăрманти чечексене те килĕштеретĕп. Кашни хăйне май илемлĕ. Анчах та мана тахçантанпах пĕр чечек килĕшет. Çакă мĕнпе çыхăннине те пĕлместĕп. Вăл пĕтĕм туйăма вăратать, чуна пырса тивет. Ку - вăрăран ÿсекен ахаль георгина. Саррисем те, кĕреннисем те, шупка хĕрлисем те пур. Эпĕ ăна хам пĕрремĕш хут Балтика тăрăхĕнче курнăччĕ. Хам пахчара эпĕ ăна акса ÿстерме те хăратăп, сыхланатăп унран. Вăйа туртса илĕ те...

Валентина СИТОВА, ЧР тава тивĕçлĕ артистки:

- Мана чи малтан Николай Булаткин артист чечек парнеленĕччĕ. Ун чухне иксĕмĕр те студентсем, Мускавра вĕренетпĕр. Пĕр кунхине вăл ман пата гвоздикăсемпе килнĕччĕ. Тем пекех хĕпĕртенĕччĕ, каччă чечек парнеленĕ-çке.

Чечексенчен ытларах астрăсемпе сарă хризантемăсем килĕшеççĕ. Пахча тулли çĕр-çĕр тĕрлĕ чечек ман. Вĕсене калчаран лартса ÿстеретĕп. Халĕ шăпах чÿрече анинче ешерме тытăнчĕç. Килте те, ĕçри гримернăйĕнче те хитре чечек нумай. Пурăнаймастăп эпĕ вĕсемсĕр.

Мартăн 8-мĕшĕнче тăван яла тем пысăкăш чечек çыххипе каятăп - манăн анне, тĕнчери чи хаклă çыннăм, Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕнче çуралнă, анчах та уяв кунĕ мар, 9-мĕшĕнче çыртарнă.

Светлана САВЕЛЬЕВА, Чăваш халăх артистки:

- Мана Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут тюльпансем парнеленĕччĕ. Ай-яй мĕнешкел савăннă уншăн. Çав каччă хĕрĕн кăмăлне тупма пĕлни куçкĕрет. Тĕпрен илсен, пур чечеке те кăмăллатăп.

Эпĕ çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче çут тĕнчене килнĕ. Кăçал та кĕлчечек, хризантема парнелесе тултарчĕç. Çак илем киленĕç кÿрет, куçа туртать. Март тăршшĕпех сĕтел çинчи вазăран чечек татăлмасть - Хĕрарăмсен уявĕнче те, Театр кунĕнче те хисеп тăваççĕ.

Хулари нумай хутлă çурт çумĕнчи лаптăка та бархатцы, пион, флоксы... лартасси йăлара. Вĕсене мăнукăмпа иксĕмĕр пăхса тăратпăр: шăваратпăр, çумлатпăр. Иртен-çÿрен чечек татнине курсан чÿречерен шаккама пуçлатăп. «Илеме ан пĕтерĕр. Вăрлăх юлтăр», - тетĕп вара. Вĕрентсе каланине ăша хывасшăн мар. Тав тăвас вырăнне усал сăмахпа кÿрентерекен те пур.

Чечеке чун çимĕçĕпе танлаштаратăп. Вăл шанса пĕтет, çапах ăшра ырăлăх хăварать. Кĕр енне, тĕслĕхрен, уçăлма тухсан хĕм сапакан тĕрлĕ тĕслĕ астрăсене укçаллах туянатăп.

Кăçал тăван тăрăхра - Етĕрне районĕнчи Хурамалăхра - мальва лартса çитĕнтересшĕн. Çынсенне куртăм та - хитрелĕхĕпе тыткăнларĕ. Вăррине хатĕрлесе хунă ĕнтĕ.

Çулла чечеклĕ кĕпе тăхăнса çÿреме юрататăп. Вăл кăмăла уçать. «Чечеклине суйла», - çи-пуç шкапне уçнине курсанах чупса пырать мăнукăм. Пĕчĕкскер çак илеме хаклама пĕлет.

Светлана ПЕЧНИКОВА, эстрада юрăçи:

- Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче пулас мăшăрăм 3 кĕлчечек парнелени асран тухмасть. Ун чухне чечек çыххи илесси пирки шухăшламан та. Кĕлчечек те, хризантема та юрататăп. Тепĕр тесен, кашни чечек хăйне май хитре, чуна çывăх. Хĕрарăмсен уявĕнче тюльпансем уйрăмах капăр. Халĕ тем тĕрлине те - кăтрашкине, тĕрлĕ тĕслине - тупса илме пулать. Кайран çеçпĕл, лантăш... çурăлма пуçлаççĕ. Пĕтĕм тавралăх тĕрлĕ тĕспе витĕнет.

Алла чечек тытсан çутçанталăк вăраннăн туйăнать. Хăпартлантарать, хавхалантарать вăл. Сумлă уявсенче мăшăрăм чечек çыххипе савăнтарать паллах. Ун аллинчен кирек мĕнлине илме те кăмăллă. Ытти кун вара ăна ахалех тăкаклантарас килмест. Çемье бюджетне те перекетлемелле. Эпир, сцена çине тухакансем, чечексĕр пурăнмастпăр. Çакăншăн концерта килекенсене пысăк тав. «Ĕнер те чечек çыххи парнеленĕччĕ, паян та, ахăртнех, çав илемпе кăмăла çĕклĕç», - пăхатăп упăшка çине йăл кулса.

Надежда КУЗЬМИНА, Чăваш академи драма театрĕн артистки:

- Уявра та, ытти чухне те юратнă çын чечек пани мар, тимлĕх уйăрни паха. Ăшă сăмах калани хаклă. Пĕр-пĕринчен аякра чухне те манманни, асĕнче тытни, куллен çепĕç те ачаш сăмахсем çырни - парне. Паллах, чечек çыххи хĕрарăм кăмăлне пушшех çемçетет, хăпартлантарать. Анчах урăх парнепе те çырлахатпăр эпир. Чунран сĕнсен хăть те мĕнли те савăнтарать.

Куракансем чечекпе тăтăшах тав тăваççĕ. Çавăнпах пирĕншĕн - артистсемшĕн - ку парне çителĕксĕр теме çук. Ытларах вара кĕрен кĕлчечеке кăмăллатăп. Савни вара шуррисене юратать - çавсене туянать. Паллах, вĕсене те хаваспах йышăнатăп. Пĕр пăтăрмах та пулса иртнĕччĕ-ха. Концертра хаклă çыннăм шăпах шурă кĕлчечек çыххи парнелерĕ. Уяв вĕçленсен эпĕ ăна аппана патăм. Çакна савниçĕм асăрханă. Кÿренчĕ пулмалла...

Алина ИВАНОВА, хăвăрт утассипе Европа тата тĕнче чемпионĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Чылай хĕрарăм чечек панине типпĕн йышăнать. Эпĕ вара кун пек парнене лайăх енчен çеç хаклатăп. Уявра çеç мар, хĕрарăмсене сăлтавсăр та савăнтармалла тесе шухăшлатăп. Хĕрĕм Катя виççĕре чухне пулса иртни асăмрах. Уяв ячĕпе парне тума мăшăрăм чечек лавккине илсе кĕчĕ. Ман валли кĕлчечек туянчĕ. Тĕпренчĕкĕмĕре пĕр-пĕр илемлĕ тетте туянса парас тенĕччĕ. Вăл вара ăна те чечек парнелемеллине калать. Тюльпан туянас терĕмĕр те - кĕлчечек кирлĕ тет. Пĕррепе çырлахмасть тата. Çапла лавккаран пĕчĕкскер валли те пилĕк чечекрен пухнă çыхă илсе тухрăмăр. Çапла çав, илем патне хĕрсем ачаранах туртăнаççĕ.

Çулла-кĕркунне урамра кинемейсем те тĕрлĕ чечек сутаççĕ. Вĕсене час-часах туянатăп та ватă аннемĕрĕн пÿлĕмне лартатăп. Тăкакланма кирлĕ мар тет хăй, çав вăхăтрах савăнать те. Тĕрлĕ чечек сутаççĕ-çке, çулла вĕсем хаклă та мар.

Паллах, киле таврăнсан сĕтел çинче чечек çыххи ларнине курсан хăть те мĕнле хĕрарăм та хăпартланать. Чылайăшĕ чечек упранмасть, асра юлмасть теççĕ. Апла мар çав. Шансан та парне асра юлатех. Хăнана кайсан та чылай чухне чечек туянатпăр вĕт. Чечек кирлĕ маррине арçын укçине перекетлес тĕллевпе те калать-ха хĕрарăм. Çемье бюджечĕ тăкакланать-çке. Анчах ку парне тĕлĕшпе тăкакланмалла мар. Арçынсем укçине эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса нумай пĕтереççĕ. Çавăн вырăнне хĕрарăма савăнтармалла та...

 

Чиперуксене уяв умĕн

Елена АТАМАНОВА, Марина ТУМАЛАНОВА, Татьяна НАУМОВА чăрмантарнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.