Комментари хушас

7 Пуш, 2015

«Физкультура урокĕ» - чиперуксем валли

Вăрмар районĕнчи Тикашра маттур та ÿркенмен хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Эрнере виçĕ хутчен шкулти спортзала пуçтарăнаççĕ. Чăн-чăн физкультура урокĕ иртет кунта! Чупаççĕ, сикеççĕ, тĕрлĕ хускану тăваççĕ, кире пуканĕ çĕклеççĕ арăмсем. Баскетболла е волейболла та выляççĕ. Вĕсене курса-сăнаса хам та хавхалануллă кăмăлпа таврăнтăм. Тикаш хастар хĕрарăмĕсенчен чылай çамрăкрах пулин те шкулти физкультура урокĕсене манма ĕлкĕрнĕ-çке. Çавăнпах мечĕк тытса ывăтасси хаçат ĕçченĕшĕн те пĕчĕк ача савăнăçĕ евĕрех пулчĕ.

Вырăнти ял тăрăхĕнче ĕçлекен Зоя Семенова спортзала тăтăшах çÿрет. Ара, ыттисемпе юнашар тăрса авăнассишĕн, вăйă выляссишĕн Зоя Ивановна апат вăхăчĕпе усă курать.

- Çынсем спортпа туслашни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма ăнтăлнине мухтамалла çеç, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Черкасов. - Хĕрарăмсем чăнах та маттур! Çамрăксене те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ вĕсем.

Ĕçтешĕ спортзалне хаваспах çÿренине, унтан хăпартланса таврăннине кура Галина Прокопьева та ырă йăлапа çывăхланма шухăш тытнă. Зоя Ивановна шăм-шакки çемçелнине каласа кăтартни витĕм кÿнех.

- Тĕрлĕ вăйă вылянине, чупнине-сикнине ытла та хавассăн пĕлтерет те пĕр вырăнта епле чăтса ларăн? Паллах, эпĕ те хутшăнас терĕм. Сывлăха çирĕплетме те, шăм-шака çемçетме те пулăшать ку, - тет сăпайлăн Галина Степановна.

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенскер спортпа малтан та туслă пулнă-ха вăл. Пенсионерсен Вăрмарта иртнĕ спартакиадинче ишессипе пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăвăртлăхĕпе палăрнăскер республика шайĕнчи ăмăртăва та хутшăннă.

- Хĕрлĕ Çырта çуралса ÿснĕ эпĕ. Кĕтне хĕрринче вырнаçнă вăл. Çавăнпах ачаранах шывран тухма пĕлмен эпир. Колхоза ĕçе кайсан та кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче киле çитиччен тÿрех шыва сикеттĕмĕр. Ишме хамран аслăрах кÿршĕ хĕрĕсем вĕрентнĕччĕ. Çиччĕ-саккăрта кăна пулнă эпĕ ун чухне.

- Пилĕк ача ÿснĕ эпир, аттепе анне ĕçе кайсан хамăра ирĕклĕ туйнă. Ыттисен ваттисем пырса шывран тухма чĕнетчĕç. Эпир вара чун каниччен чăмпăлтататтăмăр, - аса илет Галина Степановна ачалăхне.

Сывлăха çирĕплетес тĕллевлĕ хĕрарăм сахал мар Тикашра. Марина Кандакова, Василиса Волкова тата Галина Софронова Хĕрлĕ Çыра куллен çитсе килеççĕ. Василиса Ивановнăпа Галина Ивановна пĕр тăвансем. Малтан иккĕшĕ те хулара пурăннă-ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан аппăшĕпе йăмăкĕ мăшăрĕсемпе яла пурăнма куçнă.

- Кун пек секци йĕркелес шухăш тахçанах амаланнă. Хускални, выляни кăмăла çĕклет çеç мар, сывлăхшăн та усăллă, - тет пархатарлă пуçаруçă Людмила Филиппова. - Малтан шкул директорĕпе Николай Ивановпа канашларăм. Спортзала çÿрес кăмăл пуррине систертĕм. Вăл хирĕçлемерĕ. Шкулти физкультура вĕрентекенĕ Олег Мефодьев та ырласа йышăнчĕ. Шкул ачисем те уроксем вĕçленсен килĕсене васкамаççĕ. Тепĕр чухне пирĕнпе пĕрле тăрса выляççĕ.

1957 çулта Тикашра çуралнă пике çамрăклăхне Воркутара ирттернĕ темелле. Шкул хыççăн Шупашкарта балетмейстера вĕреннĕ. 1977-79 çулсенче клубра ĕçленĕ хыççăн çамрăк мăшăр аякри тăрăха тухса кайнă. Кунта çĕвĕçре ĕçлесе пурăннă Людмила Алексеевна. 1997 çулта тăван тăрăхне таврăннă - ку утăма тума мăшăрĕ вилни хистенĕ. Паян икĕ ывăлĕ те çемьеллĕ ĕнтĕ, асламăшĕ икĕ мăнукĕпе савăнать.

- Килте пĕчченех пурăнатăп. Качака, чăх-чĕп усратăп. Çулла тĕрлĕ пахчаçимĕç, чечек-курăк ÿстеретĕп. Чунра вăй-хал тапни спортзала йыхăрать, - сăмахлать ăш пиллĕскер. - Концертсене те тăтăшах хутшăнатăп. «Ĕçчен хуняма» ята та тивĕçрĕм. Пĕрре те ахаль ларас килмест, - тет хастарскер.

Тикаш хастарĕсен йышĕнче 73 çулти Валентина Алексеева та пур. Шел, хăйĕнпе курнăçасси пулмарĕ.

- Кăсăкланакан, ыйтса пĕлекен чылай. Хамăр та пурне те чĕнетпĕр. Вăхăт иртнĕ май йыш хушăнасса шанатпăр.

- Шкулта ĕçлекенсем те юлмаççĕ, - тет ялти вулавăш ертÿçи Ираида Иванова. - Эпĕ те вĕсен ушкăнĕнченех.

Райпо лавккинче тăрăшакан Юлия Нарсова та шкула чупса каçма вăхăт тупатех. Эпир пынă чухне те спортзалраччĕ вăл. Часах тавар тиенĕ машина килнине каларĕç те маттур та пултаруллă хĕрарăм ĕç вырăнне васкарĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.