Комментари хушас

11 Пуш, 2015

Перекетлĕх пурнăç тытать

Кăçал инфляци шайĕ ÿсессе кура бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен тупăшĕ чакма пултарасси никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мартăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк, Комсомольски тата Канаш районĕсен депутачĕсемпе, хисеплĕ çыннисемпе тĕл пулнă май çакăн çинчен шарламасăр иртмен.

"Пĕр-икĕ çул чăтма тивет. Ялсенче пурăнакансене апат-çимĕç ыйтăвĕ ытла кулянтармалла мар, мĕншĕн тесен вĕсем пахчаçимĕçе, улма-çырлана хăйсем ÿстереççĕ, хĕле валли хатĕрлеççĕ, ашлăх выльăх та усраççĕ", - тенĕ Михаил Васильевич. Район тата ял тăрăхĕсен ертÿçисене вăл вырăнти экономика лару-тăрăвне тепĕр хут хакласа аталанăвăн тĕп çул-йĕрне тĕрĕс палăртма сĕннĕ. "Вăл чăн пурнăçпа килĕшсе тăтăр. Унсăрăн хăвăр шантарнине пурнăçлама йывăр пулĕ", - пĕтĕмлетнĕ шухăшне Чăваш Ен ертÿçи.

Тĕлпулусене çавăн пекех ялхуçалăх тата экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕсем Сергей Павловпа Владимир Аврелькин, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдиновпа Петр Краснов хутшăннă. Вĕсем асăннă районсен экономикăпа социаллă пурнăçне сăнланă май малашне хăш енсене тĕпе хурса ĕçлемеллине палăртнă. Перекетлĕ пурăнма вĕренес тесен кашни тăкака шута илмелле, муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе яланхиллех тухăçлă усă курмалла, экономикăн чи пĕлтерĕшлĕ тытăмĕсене пулăшасси тĕп тĕллев пулмалла, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен предпринимательсене те пулăшмалла. Укçа-тенкĕне пытарас тĕллевпе вăрттăн ĕçлекенсем патне налук тата право хуралĕн тытăмĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле тĕрĕслеве тухмалла.

Республика ертÿçи ыйтусене хуравланă хыççăн Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ветерансене юбилей медалĕсемпе чысланă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.