Комментари хушас

13 Пуш, 2015

Вăкăра та итлеттернĕ, «хурçă ута» та çăварлăхланă

Петр Иванович кăçал çулла 79 тултарать. Ĕмĕрĕпех колхозра тракторпа ĕçлесе пенсие тухнă. Хисеп хучĕсем, медальсем темĕн чухлех унăн. Ĕç стажĕ - 59 çул. Трактор çинчен анса курман.

- Маттур вăл пирĕн, анчах юлашки вăхăтра сывлăхĕ пăшăрхантарать-ха, - çапла паллаштарчĕ мана Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Петр Широкинпа унăн ывăлĕ Алексей.

- Петр Иванович, вăрçă çулĕсенче Эсир питĕ пĕчĕк пулнă та астăватăр-и çав вăхăта?

- Астумасăр. Паллах! Уйран çĕрĕк улма пуçтарса килсе çиеттĕмĕр. Тырри-пулли çитсе пыман. Çуркунне çитсен шĕшкĕ кăчкине те çинĕ. Мĕнле май килнĕ, çапла тăранкаласа пурăннă. Çăмăл темелли çук, паллах. Атте финн вăрçинче çамрăклах вилнĕ. Анне каланă тăрăх çеç пĕлетĕп ун çинчен, хам астумастăп. Анне кайран Кузьма Николаевича качча тухрĕ. Вăл та хутшăннă. Лайăх çынччĕ. Вăрçăран таврăнсан малтан кладовщикра ĕçлерĕ, кайран тырă кĕлечĕсене пăхса тăчĕ. Пирĕн колхозăн кĕлетсем нумай пулнă ун чухне, ытти хуçалăх та тырăсене унта упраччĕ. Ăна Канаша тиесе ăсатнă чух михĕ мăйĕсене тытса тăраттăмăр. Пулăшма каяттăмăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.