Комментари хушас

18 Пуш, 2015

Михаил Игнатьев: «Элĕксен вăй-хăват пур»

Мартăн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районне çитсе килчĕ. Вăл район пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕсен депутачĕсемпе тата пуçлăхĕсемпе ирттернĕ тĕлпулăва çавăн пекех вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Ванеркин, Владимир Мидуков хутшăнчĕç.

Малтанах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата тыл ĕçченĕсене «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул» юбилей медалĕсем пачĕ.

Унтан 2015 çулта Элĕк районĕн экономика аталанăвне тата социаллă тăнăçлăхне тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе яврĕç. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - районта шалти резервсем, малашнехи вăхăтра усă курмалли вăй-хăват пур. Ялхуçалăхра тавар туса кăларакансене патшалăх курăмлă пулăшу кÿрет, ялхуçалăх продукцийĕ туса илессине, тупăша ÿстермелли майсем çуралаççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.