Комментари хушас

20 Пуш, 2015

Сĕт хакĕ шухăшлаттарать-и?

Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Иван Данилов телефонпа редакцие çапла пĕлтерчĕ: "Упамса ялĕнче иртнĕ пухăва хутшăннисем килти хуçалăхсем паракан сĕт хакĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен йÿнĕреххине палăртрĕç. Мартăн пĕрремĕш çурринче кашни литра 18 тенкĕлле сутрăмăр. Çак хак - пĕлтĕрхи декабрьтенпех. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем Патăрьел райповĕн Сăкăт ялĕнчи филиалĕ, Г.Мишин, Н.Кушников усламçăсем, "Красное знамя" ЯХПК хальхи вăхăтра 19 тенкĕ тÿленине илтнĕ, çавăнпа хăйсене укçа сахалрах панăшăн кÿренеççĕ. Упамсара сĕте икĕ тытăм пуçтарать пулин те сутлăх хака çÿллĕрех шая хăпартаймастпăр. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра сĕте 22 тенкĕлле сутнăччĕ. Ветврач пухура хак мĕнле пуласси сĕт пахалăхĕнчен килет терĕ. Ытларах унран мар, продукци пухакансемпе сĕт-çу завочĕсенчен килет тесе шухăшлаççĕ сĕт паракансем". Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.