Комментари хушас

24 Пуш, 2015

Эпĕ - çĕнтерÿçĕ салтак мăнукĕ!

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Анчах юлашки вăхăтра телеэкрансене тухакан юнлă, каварлă ÿкерчĕксене курсан уяв умĕнхи хавхалануллă кăмăл-туйăм та пусăрăнать.

Американсем планета çинчи пурнăçа пĕтерекен атом ракетине мĕншĕн «Patriot» ят панă? Мĕншĕн вĕсем Гитлер пек: «Америка пуринчен те çÿлерех тăрать!» - тесе калама хăяççĕ? Мĕншĕн эпир, тăван вучаха, Çĕршыва, Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçа хÿтĕлекенсем, хамăра патриот теме пултараймастпăр?! Америка политтехнологĕсем «пирĕн çĕршыв историйĕнче Мускавпа Сталинграда хÿтĕленĕ евĕр пулăмсем пулнă-тăк - эпир çак тĕслĕхсемпе патриотсен вун-вун ăрăвне çитĕнтернĕ пулăттăмăр» теççĕ.

Кăркăссен паллă писателĕн Чингиз Айтматовăн «И дольше века длится день» романĕнче манкурта е тăван амăшне те вĕлерме пултаракан ирсĕре çаврăнакан çамрăк çынсем çинчен каласа кăтартакан халап пур. Ĕмĕрсем иртнĕ май манкурта çавăракан авалхи ансат технологисем кăткăссисемпе ылмашăнчĕç. Унччен вĕсем уйрăм çынсене çеç витернĕ пулсан - хальхи вăхăтра пысăк ушкăнсене сиенлеççĕ. Паян вĕсем ăрусене çеç мар, халăхсене манкурта кăлараççĕ.

Тĕслĕх вырăнне палăртса хăварам: хальхи вăхăтра çамрăксенчен чылайăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне пĕлмест. Çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕринче аслă шкул студентки, Волгоградра çуралса ÿснĕскер, Сталинград тата хулашăн пынă çапăçусем çинчен чухламанни çинчен пĕлтернĕччĕ. Тепĕр салху тĕслĕхе те асăнмасăр иртме çук. Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультечĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренекенсен хушшинче ирттернĕ ыйтăм, акă, мĕн кăтартса пачĕ: студентсенчен пĕри те çамрăк гвардеецсем çинчен пĕлмест.

Малашне те çаплах пулсан мĕн патне пырса тухăпăр? Çамрăк ăру Освенцима Хĕрлĕ Çар мар, Германи вермахчĕ ирĕке кăларнă тесе çирĕплетме тытăнĕ. Юлашкинчен вара 1941 çулта вăрçă вучахне фашистла Германи мар, Совет Союзĕ хĕмлентернĕ тенине те илтме пуçлăпăр. Çакă хăрушă çеç мар, обществăн чи тискер приговорĕ.

Куншăн çамрăк ăру айăплă мар. Айăпĕ - хамăртах, аслисенчех. Тÿрре тухмалли сăлтав шырар мар. Айăпа япăх учебниксемпе вĕрентÿ программисем çине йăвантармасăр кашни килте, çемьере, ача садĕнче, шкулта, урамра тăван ял, юратнă Чăваш Ен, нумай нациллĕ çĕршывăн чысне хÿтĕленĕ ахаль салтак - асаттесемпе кукаçисем, пиччесем - çинчен каласа кăтартар. Кирек ăçта та Çĕр планетăн пĕрре пиллĕкмĕш пайне йышăнакан Совет Союзĕн çĕнтерÿçĕ салтакне мухтар!

Çамрăк кашни çын «Эпĕ - çĕнтерÿçĕ салтак мăнукĕ!» тесе мăнаçлантăр. Çапла майпа Раççей нихăçан та никама та парăнманнине тепĕр хут çирĕплетсе парĕ.

 

Владимир ВАСИЛЬЕВ,

культурологи докторĕ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ

ЧПУ профессорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.