Комментари хушас

26 Пуш, 2015

70-80 проценчĕн пахалăхĕ япăх

Клипа виçĕ хурăн хушшинче кăна ÿкерме пулать-им?

Юлашки вăхăтра Раççей эстрада юрăçисем клипсене Голливуд шайĕнче ÿкерме пуçларĕç. Вĕсен курма юррисене телевизорпа пĕрмаях кăтартаççĕ. Клип хатĕрлеме Раççей эстрада юрăçисем малтан юрăпа килĕшсе тăракан сценари çыраççĕ, режиссерсене тара тытаççĕ, специалистсемпе канашлаççĕ. Çынсем ĕçе килĕштерччĕр, ăна курса киленччĕр тесе хитре вырăнсем тупаççĕ. Укçа-тенке, вăхăта шеллемесĕр ют çĕршыва кайса ÿкерме те ÿркенмеççĕ. Чăваш эстрада артисчĕсен клипĕсем мĕн шайрине тишкерер-ха паян.

Пĕрпеклĕх нумай

Чăваш эстрада çăлтăрĕсем Раççей артисчĕсенни пек чаплă та пуян клип ÿкерме хăçан пуçлĕç-ши? Чăннипе каласан, ун пек çÿллĕ шая хăпарма пĕрре те çăмăл мар. Укçи-тенки те самай кирлĕ. Çапах пĕтĕм сăлтава нухрат çитсе пыманни çине йăвантарни вырăнсăр.

Пытарар мар: юлашки вăхăтра чăваш эстради çĕнĕ артистсемпе пуянланчĕ. Пĕри тепринчен юласшăн мар. Вĕсен видеоклипĕсене курнă май пĕрпеклĕх нумай асăрхатăн. Чылай клипра артистсем виçĕ хурăн хушшинче тăрса-утса юрланине, юханшыв хĕрринче ташласа тăнине, кану паркĕнче уçăлса çÿренине тата культура керменĕн сцени çинче саркаланнине курма пулать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.