Комментари хушас

3 Ака, 2015

Тĕллев: çамрăк талантсене тупса палăртасси

Хĕрлĕ Чутайри ял тăрăхĕсен пĕрлехи вулавăшĕнче районта çуралса ÿснĕ тата халĕ пурăнакан çыравçăсемпе тĕлпулу иртрĕ.

Чылай паллă çыравçă кун çути курнă ку тăрăхра, Петĕр Ялкир, Розин Ярандай, Александрпа Яков Угольниковсем, Иван Лисаев, Александр Трофимов кĕнекисене халăх юратса вулать. Петĕр Ялкир 1994 çулта «Хĕрлĕ Чутай çыравçисем» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ку кĕнекере вăл 35 писатель ятне асăнать.

«Чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ пуçланиччен чылай малтан Хĕрлĕ Чутай çĕрĕнче сăвă-калав хайлакансем Ермей Рожанскипе Максим Федоров çак енĕпе чăваш историне кĕрсе юлнă, - тет вăл кĕнеке умсăмахĕнче. - ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Степан Данилов журналист сасă панă. Вăл публицистикăллă статьясем, сăвăсем çырнă.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 1912-1914 çулсенче вĕреннĕ чухне Иван Ахах пирвайхи сăввисене çырнă. 1922-1926 çулсенче çак шкултах пĕлÿ илнĕ Илле Тукташ та кунта пайтах сăвă-такмак хайланă. 20-мĕш çулсен вĕçĕнче Куçма Яркуни, Михаил Калай, Иван Караттай,Николай Чурпай хăйсен сăвви-калавне, пьеси-фельетонне республикăри хаçат-журналта пичетлеме пуçланă. 1930 çулта район хаçачĕ тухма тытăнсан литературăпа интересленекенсен йышĕ ÿссех пырать. Михаил Назаров, Матвей Столяров, Петĕр Çÿçенке, Игнатий Кашлинке, Александр Афорин, Семен Елĕм, Яков Сигай, Петĕр Ялкир, Дмитрий Ербулаткин сăвви-калавĕ район хаçатĕнче кăна мар, республика пичетĕнче те кун çути кураççĕ. Ку вăхăтра район хаçачĕн редакторĕнче Çпритун Шăпчăк писатель ĕçлени те чылай витĕм кÿнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çыравçăсен çĕнĕ йышĕ çĕкленет.

Василий Ерченеш, Александр Павлов, Николай Сильвестров, Павел Голпар, Михаил Типчак юратнă тăван çĕрĕ çинчен сахал мар паха сăвă шăрантараççĕ. Иван Лисаев, Александр Угольников, Розин Ярандай очерк-калав, повесть-роман çыраççĕ. Çамрăксем те хăйсен сассине вăйлатса пыраççĕ».

Шел, Петĕр Ялкирăн кĕнекине Штанаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Лебедев /01.01.1813 - паллă мар/ кĕреймен. Вăл хăйĕн статйи-халапĕсемпе /вĕсене вăл вырăсла çырнă, «Чувашские предания» /1848/, «Симбирские чуваши» /1850/, «О чувашском языке» /1852/, «Звериная ловля у симбирских чувашей» /1850/, «Общественные гулянья и празднества г.Казани» /1883/ 19 ĕмĕртех палăрса юлнă.

Петр Алексеевич кĕнекине вуламан пулсан эпĕ «Çамрăксен юрри» юрă авторĕ 1943 çулта фашистсемпе çапăçса пуçне хунă Çемен Елĕм пулнине пĕлмен те пулăттăм. Унăн 1939 çулта çырнă сăввине Ф.Лукин кĕвĕленĕ.

Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине

Итлемешкĕн çĕршыв юррине.

Шăратаççĕ çепĕç юрăсем

Кимĕ çинчи çамрăк хĕрĕсем.

Ку юрра халăх халĕ те юратса юрлать.

Вулавăш ĕçченĕсем Литература çулталăкне халалласа ку тăрăхран тухнă çыравçăсен тата Константин Ивановăн кĕнекисен куравне йĕркеленĕ, «Хĕрлĕ Чутай çыравçисем» презентаци хатĕрленĕ.

"Çавра сĕтел” хушшинче хăнасем çамрăк талантсене тупса палăртасси тата вĕсене малалла аталанма пулăшасси çинчен каларĕç.

Çыравçăсемпе ирттернĕ тĕлпулăва ялсенчи библиотекарьсем, «Çын тата çутçанталăк» музей ĕçченĕсем, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç.

Шкул ачисем концерт лартса пачĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Павел Манинпа 8-мĕш класс хĕрачи Аля Инжебейкина сăвă хайлама юратаççĕ иккен. Николай Кортунов çыравçă нумаях пулмасть кун çути курнă кĕнекипе паллаштарчĕ. Светлана Яруткина хăй кăларма хатĕрленекен «Чутай ен çыравçисен антологийĕн» малтанхи варианчĕпе паллаштарчĕ. Юрий Григорьевский Çĕнтерĕве халалласа хайлавсен пуххине кун çути кăтартасшăн.

Чутай Юркки, Лев Медведев, Александр Трофимов, Роберт Галимов, Зинаида Чернова, Лариса Петрова, Анатолий Ĕмĕт, Владимир Чеблуков çыравçăсем те хăйсен кĕнекисемпе, пултарулăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.

Уява ятарласа Чутай çипуçĕ тăхăнса килнĕ Зинаида Чернова хăйĕн сăввисемпе хăех кĕвĕленĕ юрăсене уçă сасăпа шăрантарчĕ.

Тĕлпулу пысăк хавхаланупа тата питех те усăллă иртрĕ. Ăна йĕркелекенсене чунтан тав сăмахĕ калатăп.

 

Галина Зотова

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.