Комментари хушас

11 Ака, 2015

Чир сарăласран

Юлашки вăхăтра какайпа сĕт, пыл тата выльăх-чĕрлĕх ытти продукцине апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документсăр, санкцилемен вырăнсенче сутнă тĕслĕх нумайланнă. Асăннă çимĕçсене çынсем йĕркене пăссах урамра е пĕр-пĕр çурт картишĕнче, пахчаçимĕç сутма уйăрнă вырăнсенче алăранах сутаççĕ.

Какая, сăмахран, пасарта е лавккара çеç туянмалла. Йĕркепе килĕшÿллĕн ку апата сутакан вырăнта сивĕтмĕш, шыв пулмаллах. Вăл малтан ветеринарипе санитари тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Сутлăха юрăхли çине пичет çапаççĕ. Тĕрĕссипе, ветеринарипе санитари экспертизин лабораторийĕ çук тăк, кунашкал пасар-лавккара та аш-пăш, пулă таврашĕ, сĕт-турăх сутма юрамасть.

Асăннă апат-çимĕçе сутмалли нормăна пăснине кура Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем ШĔМ ĕçченĕсемпе час-часах рейдсене тухаççĕ. Ыйту çивĕчлĕхне кура республикăри хăрушă чирсем сарăлассинчен хÿтĕленес енĕпе ĕçлекен чрезвычайлă комисси нумаях пулмасть черетсĕр ларăва пухăннă. Унта пахалăхсăр /ветеринари докуменчĕсем çук пулсан çимĕçсене шăпах вĕсен йышне кĕртеççĕ/ аш-какай çаврăнăшне чарма кирлĕ мерăсем йышăнма палăртнă.

Иккĕленÿллĕ суту-илÿ вырăнĕсене чи малтан Шупашкарта «шырама» пикеннĕ. Малашне тĕрĕслевсем районсенче те пулĕç.

Асăннă рейдсенчен пĕри ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртрĕ. Россельхознадзорăн чикĕ хуралĕпе ветеринари тĕрĕслевĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Емельяновăпа Шупашкарти Çĕнĕ Кăнтăр районне çитсе килтĕмĕр. Ытти чухне какая нумай хваттерлĕ çурт картишне лартнă машинăран сутнă, эпир пынă чухне кунашкаллисене курмарăмăр. Пулă, сĕт-турăх таврашĕ сутакан кинемейсем, хăйсем нормăна пăснине пĕлекенскерсем, пире курсанах апат-çимĕçне сумкисене пуçтарчĕç. Чăл-пар! саланнă кинемейсем васкарĕç курăнать. 1,5 литрлă савăта тултарнă сĕт çаплипех ларса юлчĕ. Ăна никам та йышăнмарĕ.

Пахчаçимĕç сутма тунă вырăнта тăракан пĕр кинемей унта пулă сĕнме юраманнине пĕлмен иккен. Малашне ăна килĕнчех хăварма шантарчĕ. Тепĕр вырăна çитсен салă татăкĕ сутакана тĕл пултăмăр, Надежда Анатольевна пĕррелĕхе асăрхаттарсах çырлахрĕ.

Шупашкарти Кошкино чарăнăвĕнчен инçех мар вырнаçнă суту-илÿ лапамĕнче пĕр çынна вара штрафлама тивнĕ. Хула администрацийĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн унта ялхуçалăх продукцийĕ кăна сутма юрать. Арçын вара хăй сутакан сĕте тĕрĕслеттермен.

Тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран хамăрăнах сыхланмалла: нормăна пăсса сутакан сĕт-тăпăрча, аш-пăша, пулла, пыла туянмалла мар.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.