Комментари хушас

11 Ака, 2015

Çыхăнусем çирĕпленеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче Беларуç Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Виçĕмкун Михаил Васильевич БР Президенчĕпе Александр Лукашенкопа тĕлпулнă. Тĕлпулура экономикăра килĕштерсе ĕçлессипе, культура çыхăнăвĕсене тĕреклетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Александр Лукашенко Чăваш Енпе пĕрпеклĕх нумаййине палăртнă. «Эпир чăннипех пĕрешкел - çутçанталăкпа, йăла-йĕркепе, халăх промыслисемпе, наци тумĕн эрешĕсемпе. Хăвăра кунта килти пекех туясса шанатăп. Пирĕн халăхсен ĕçченлĕхĕ пĕрлехи кирек мĕнле проекта та пурнăçа кĕртме пулăшĕ», - тенĕ Беларуç Республикин Президенчĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çулта Чăваш Енпе Беларуç хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 2,5 хут ÿснине çирĕплетнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май акан 9-мĕшĕнче Минскра Çĕнтерÿ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин патшалăх музейне çитсе курнă.

Михаил Васильевич çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçре музей экспозицийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

Елена АТАМАНОВА.

ЧР ПА сайтĕнчи сăнÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.